Этикей Пăлхарта


Пăлхарсен хули Пăлхар

Тĕп пулни çинчен хыпар

Сахал мар халапсенче.

Тугарсен эпосĕнче

Ун çинчен пĕлтернипе

Паллашар-и йĕркипе?

Тарчĕ Тăхтамăш тухса,

Илчĕ Этикей тытса

Çĕршыва хăй аллине,

Çитрĕ Сарай хулине.

Кунта çĕр-çĕр манара,

Урамĕсем хулара

Сакăр вуннă таранах,

Çутăлтарать таврана

Ылтăн тăрăллă кермен,

Сарă мрамор пур енчен,

Хуралçисем шур тумпа,

Хураллаççĕ ушкăнпа.

Алăкĕ шап-шурăскер,

Кĕмĕл пек йăлтăртискер.

Этикей хĕçĕпеле

Алăка ик еннелле

Яриех уçса ярать,

Хурала хирсе хурать.

Кĕчĕ ылтăн кермене, —

Çитрĕ Тимĕр хан умне:

«Керменпеле хулана, —

Сыхлăр, — тет мăрса ăна. —

Эпĕ Турă хушнипе

Хай Тăхтамăш çулĕпе

Вĕçтерем хăваласа,

Тавăрам пуçне касса:

Хăтарам çĕршывăма,

Канлĕх пултăр çарăма».

Сывпуллашрĕ Тимĕрпе,

Этикей хан çарĕпе

Çул тытатъ Пăлхаралла,

Хăвармарĕ ывăла.

Ак çитет хула патне,

Паллаймарĕ ун сăнне.

Курăнмасть хапхи кунта.

Коранти сăвва унта

Ылтăнпа тĕрленĕччĕ,

Ик манара тĕлĕнче

Чул купи те кĕл анчах,

Çук никам та, шăп-шăпах.

Йăсăрланать талккăшпе —

Аслă хула анлăшпе.

Утмăлахчĕ миçĕтсем,

Енчĕ пекчĕ çийĕсем,

Куç харшийĕ тимĕртен, —

Тинкеретчĕç айĕнчен

Минаретăн куçĕсем.

Халĕ ишĕлнĕ вĕсем.

Этикей çитет унта.

Пĕр çынна курать кунта:

Путай пай ларать пĕччен,

Шурă çӳçлĕ вăл иккен

Пысăк хуйхă пуснипе.

Ватă мар хăй çулĕпе.

Этикей ыйтать унран:

«Ма тусан çинче ларан?

Ма пуçу сан шап-шурах,

Шур эрĕмрен шурăрах?

Кам тустарчĕ Пăлхарна?»

Путай пай калать ăна:

«Чăн та çӳçĕм шап-шурах,

Шăрăх шуртнă курăках.

Чингиз ывăлĕ Джучи

Питĕ хăюллăччĕ —

Илеймерĕ Пăлхара,

Намăс курчĕ çеç вара.

Тапăнса килсессĕн те,

Хулана илсессĕн те —

Чингиз мăнукĕ Байду

Хускатмарĕ аркату.

Талха Забир тăхăмĕ

Пăлхара татах илме

Килчĕ те хапхамăртан

Юлчĕ вырăн çĕрпе тан.

Çавăнпа çӳç шап-шурах,

Шăрăх шуртнă курăках.

Эсĕ ху та çук чухне,

Ăспаруçу çук чухне

Мĕн тăвайтăр-ха Путай,

Пĕр-пĕчченçĕ юлнă пай?

Мĕншĕн эсĕ Уксаха

Лартрăн аслă пуçлăха?

Сарайран килсе вара

Вăл çаратрĕ Пăлхара.

Укçа çапан Атраçа

Хăвармарĕ упраса.

Укçа çапан Пăлхара

Йăлт аркатрĕ вăр-хурах.

Килчĕ Тăхтамăш урса —

Юлчĕ ишĕлчĕк тăрса.

Чечекри çарансене

Таптаттарчĕ утсене.

Çитрĕ вăл кайсассăнах

Хĕрлĕ вырăс таврана.

Çăп-çăра сухаллăскер,

Çĕмĕрчĕ вăл пит тискер,

Вăл çаратрĕ Пăлхара,

Ун шăллĕне Сăвара,

Çӳл хапхаллă Хусана,

Чĕкетăва Сапана,

Хамăн Ишлĕ пӳлмине,

Вут хыптарчĕç хулине.

Илчĕ туртса тир-сăран,

Пухрĕ укçа тем таран,

Вун тăватă хулама

Вăл пиллерĕ кĕл пулма.

Çакăн чул курсассăн куç

Шуралмасăр юлмĕ пуç.

Путай пай салхуланса

Пуçне тытрĕ шăпланса.

Этикей калать ăна:

«Пусарсамччĕ кăмăлна,

Ан кулян-ха, тус пăртак,

Эс, тăванăм, курăн ак:

Тăхтамăша çарĕпех

Эп тĕп тăвăп пурпĕрех.

Юнлантарăп сухалне,

Касса татăп ун пуçне.

Хĕрлĕ çăра сухала,

Хĕçпеле те вутпала

Вун тăватă хулама

Пиллекене кĕл пулма,

Мул çаратнă вырăса

Эпĕ явап тыттарса

Тавăрттарăп укçине,

Кастарăпах ун пуçне.

Вăй илсессĕн малашне

Çĕклĕпĕр хуласене.

Эй, тăванăмçăм Путай,

Хурлăха эс ан путай».

Манăçман Путай пирте.

Чăвашсем пурнан çĕрте

Пурăнать Путайкасси.

Тен, хайхи Путай сасси

Илтĕнмест-ши тепринче?

Шупашкарăн хĕрринче

Пурччĕ ял ун ятлăскер,

Пĕчĕкскер, йăмраллăскер.

Ахаль мар Чапаев та

Çуралать-çке çавăнта.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: