Телейлĕх тĕнчи çумрах!


(«Хусан чăвашĕсем» ушкăнĕпе «Сувар» хаçат йĕркеленĕ «Юратусăр юрату» конкурсне)

 

Пĕр-пĕрне килĕштерсен —

Çунат хушнăн туйăнать.

Ĕмĕрлĕхе пĕрлешсен —

Чун-чĕре хавхаланать.

 

Куçран куç пăхса кулсан —

Йăл-йăл кулă асамлать.

Алла-аллăн тытăнсан —

Утма та çăмăл пулать.

 

Ăшпиллĕн çупăрласан —

Ăшра ăшă хум чупать.

Кăмăл-туйăмне туйсан —

Вут-çулăм ярса хыпать.

 

Пĕр-пĕрне сума сусан —

Телейлĕх тĕнчи çумрах!

Пĕр шухăшлă пурăнсан —

Кĕтет çĕр çинчи çăтмах.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алина Тайпи (2014-03-07 13:52:08):

Вероника Пинеслу - Телейлĕх тĕнчи çумрах (сл.Алины Тайпи, муз.Александра Быковского)

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: