Тăван ялăм — асăмра


Çĕнĕ хваттер туянса

Куçрăмăр Шупашкара.

Куççулĕпе макăрса

Юлчĕ ялăм аякра.

 

Хитре çуртсем, урамсем

Илĕртеççĕ куçăма.

Йăлтăр-ялтăр çутăсем

Хăпартаççĕ кăмăла.

 

Анчах йывăр халь мана —

Каяс килет ялалла.

Ыталаса хурăна

Таврăнасчĕ каялла.

 

Тус-юлташпа калаçса

Ас илесчĕ иртнине.

Йĕлтĕр сырса ярăнса

Хĕретесчĕ питсене.

 

Тăван ялăм — асăмра,

Уçă сывлăшĕ — чунра,

Сиплĕ шывĕ — юнăмра,

Уйĕ-хирĕ — вăй-халра.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ирина (2011-01-24 12:23:29):

Лайăх сăвă,кăмăлăма кайрĕ.Маттур,Наталия.Виççĕмĕш йĕркене çеç йĕркеллĕ ăнланаймарăм.."Ыталаса хурăна-Таврăнасчĕ каялла"...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: