Амаçури анне
Митя ирхине, çил-тăман витĕр шкултан киле таврăннă пек телĕк курса выртаканскер, шăнса чĕтрекен пулнипе вăранса каять.
Ун çӳхе тӳшек çитти витĕр çил вĕрет иккен.
Ун кровачĕ — чӳрече умĕнче. Чӳречин форточкине яри уçса хунă. Тата вучах чĕртне те — лӳшкĕ те уçă. Çавăнпа пӳртре тĕрлеттерсех çил вĕрет. Ашшĕ çук чух амаçури амăшĕ темшĕн яланах çапла тăвать. Митя тепĕр чух чирлесех каять вара. Çывăрнă чух çемçелсе кайнă шăмшак вăйсăр пулас çав. Халĕ те, акă, пуç ыратакан пулса выртнă. Ура çине тăрсан, пуç çаврăнсах кайрĕ, куç хуралсах килчĕ. Çурăмпа мăй пăркаланмалла мар хытса ларнă, кăшт хускалсанах ыратаççĕ.
Митя ним шарламасăрах çăвăнать те, пуçĕ ыратнипе ӳркевлĕн уткаласа, кухньăри сĕтел хушшине кĕрсе ларать.
— Шкула кайиччен кăшт апат çитер-ха, Нисса Никифоровна, — тет вăл илтĕни-илтĕнми хăюсăр сасăпа.
Амаçури амăш апат-çимĕçне буфетлă сĕтелре питĕрсе усрать. Вăхăт çитмесĕр пĕр тĕпренчĕк те памасть. Яшкине те çаплах пуçтарсах лартать. Вăрçă хыççăнхи пурнăçчĕ-ха ун чух. Апат-çимĕç хĕсĕк. Çăкрине те магазинта карточкăпа çеç параççĕ.
Амаçури амăш таплаттарса утса пырать те, Митя çине шурă куçпа мĕкел-л çаврăнса пăхса, сĕтел буфетне уçать, çур çăкăртан пĕр шăрпăк курупки пысăкăш татăк касса илсе, ăна Митя умне пăрахать. Мискăран пĕр çăпала ĕнер пĕçернĕ кĕрпе шӳрпи ярать. Унтан тата темскер шак! туса ӳкет Митя умне.
— Ме, кăшла!..
Ку шăмăллă какай татăкĕ иккен.
Амаçури амăш çăкăрне те, кĕрпе шӳрпине те каялла сĕтел буфетне лартать, питĕрсе илсе, уççине платья кĕсйине чикет, хăй залалла пăрăнса утать.
Амаçури амăшĕ уксах. Яланах сивлек сăнлă. Нихçан та хăр-харсăр çăвар уçмасть вăл Митьăпа. Çавăнпа та Митя ăна сăмах чĕнме те хăрать. Чĕнмест те. Лешĕ хăйне «анне» тесе чĕнтересшĕн, анчах Митьăн ниепле те ăна «анне» теме чĕлхе çаврăнмасть. Тепĕр чух сăмах хушмалла пулсан, «Нисса Никифоровна» тет.
Кӳршĕри Акулин аппа каланă тăрăх, Митьăн амаçури амăшĕ хăйĕн йăмăкĕн ачисем валли уйăхсерен апат-çимĕç посылки ярса тăрать иккен. Картăчкăпа илнĕ çăкăрне те, сахăр-не те, çуне те, премĕк-печенине те, посылка яма тесе, Акулин аппасем патĕнче пытарса усрать. Çавăнпа пулĕ кунта килнĕренпе пĕрре те тăраниччен апат çисе курман Митя. Пĕрмаях хырăм выçă унăн. Ашшĕ çакна пĕлмест те пулас, вăл ялан командировкăсенче çӳрет.
Çулталăк çурă каялла чĕнсе илчĕ ашшĕ Митьăна кунта тăван амăшĕ патĕнчен — икçĕр-икçĕр алă çухрăмран. Вара каялла ямарĕ.
Тăван ашшĕпе амăшĕ Митя пĕчĕк чухнех уйрăлнă, кашни хăй уйрăм çемье чăмăртанă. Тăван амăшĕ патĕнче Митя аçа-çури ашшĕпе пурăннăччĕ, кунта акă амаçури амăшĕпе пурăнать, пиллĕкмĕш класа каять.
Митя ашшĕ райцентрти учрежденире ĕçлет. Кунта ăна хваттер панă. Амаçури амăшĕ ниçта та ĕçлемест, сусăр çын вăл, уксах. Амаçури амăшĕн хăйĕн ача çук, пулман. Çавăнпа-ши Митьăна та, кӳршĕ ачисене те çав тери юратмасть вăл.
Митя выççипех тенĕ пек сĕтел хушшинчен тухать те шкула тухса каять, каялла вăл кăнтăрла иртни виçĕ сехет тĕлнелле таврăнать. Ашшĕ халĕ те çук-ха. Амаçури амăш тĕпелте кĕпе-йĕм çăвать.
— А-а, сĕтĕрĕнсе çитрĕн, ханттар, — тет вăл, Митя пӳрте кĕнĕ-кĕмен. — Ман кунта сан хура кĕпе-йĕмне ухмалла! Ме, çу хăвăн япалусене! — Митя умне тапса кăларать вăл пĕр купа кĕпе-йĕм.
Митя ним чĕнмесĕр çаннисене тавăрать те, таз патне пырса тăрса, хăйĕн кĕпе-йĕмне йĕпетет, супăнь сĕрет...
— Нумай ан пĕтер супăнне! — кăшкăрса пăрахать амаçури -амăш çĕхĕрекен сасăпа.
Митя, хăнăхнă йăлапа, икĕ аллипе пусса-лутăркаса кĕпе ухать.
— Ма сирпĕтен шывне-е! — çа-ат! çĕкленсе анать амаçури амăшĕн ывăç тупанĕ Митя çурăмĕ çине.
Митя карт! туртăнса илет, пăрăнми хытса ларнă мăйĕпе амаçури амăшĕ еннелле çаврăнма хăтланать, «Мĕншĕн пулчĕ ку?» тенĕ пек, ун çине пăхса илет, анчах ним те шарламасть, каллех таз умне пĕшкĕнсе, асăрханарах ухма тăрăшать, ухнисене аякалла илсе хурать.
— Ан хур хăвăн ирсĕр япалусене ман кĕпесем çине! — çа-ат! туртса çапать ачана амаçури çурăмран, Митьăн кĕписене чĕрне вĕçĕпе иле-иле аякалла перет.
Митя ним чĕнмесĕр аякалла пăрăнать, уроксене хатĕрлеме сĕтел хушшине кĕрсе ларать.
Амаçури амăшĕ кĕпе-йĕм ухса пĕтернĕ... Халĕ ĕнтĕ ăна çырмана кайса вакра чӳхемелле.
— Митяç! Турт çунашка! Сан шăршлă кĕпӳсене чӳхеме каятпăр!
Митя малта пĕр тулли çунашка йĕпе кепе-йĕм туртса утать. Ун хыççăн, каçăрăтса, танлăн уксахласа, амаçури амăшĕ пырать.
— Ха, Нисса аппа кĕпе чӳхеме кайрĕ тем, — илтĕнет Акуднн аппа сасси.
— Кайрăмăр-ха та — тем чăхăмлать-ха ман лаши, — тин кăна аçтаханни пек кĕрленĕ сасă чĕкеç сассине куçать амаçурии амăшĕн.
«Мĕнле çавăн пек сасартăк улшăнма пултарать çын сасси? Çынни питĕ лайăхскер-ши Акулин аппа?» — тĕлĕнет Митя хăк ăшĕнче. Çав вăхăтрах савăнать те: «Кăшт çемçелчĕ иккен-ха амаçури кăмăлĕ, тен, урăх кăшкăрашмĕ...»
Çырмари вакра Митя кĕпе-йĕм чӳхет. Амаçури амăш, аллине пилĕк çине тытса, пăхса тăрать, хушăран çеç «Лайăхрах чӳхе!» е «Тепĕр хут чӳхе, тăм алă!» текелесе илет, çапах та малтанхи пекех çилĕллĕ мар вăл. Митьăн та кӳреннисем иртсе-пыраççĕ ĕнтĕ...
Акă вĕсем çырмаран каялла таврăнаççĕ. Кĕписене типме тула кантра çине çакаççĕ те, Митя çунашкине сарайне кĕртсе тăратать, пушă тазне, витрине йăтса, амаçури амăш хыççăн пӳртелле утать.
Крыльца патне хăма тăрăх утмалла, хăми шăнса пăрланса ларнă. Сасартăк амаçури амăшĕн ури шуса каять те, тач! ӳкет вăл хытă юр çине. Митя ăна çĕклесе тăратма хулĕнчен ярса илет.
— Ах-х-х! — тет амаçури амăшĕ, пĕр вăхăт сывлаймасăр.
— Мĕн пулчĕ, Нисса аппа? — илтĕнет кӳршĕри Акулин аппа сасси.
— А-ах! Ах, шуйттан-ан! — паçăр чĕкеç сасси пек пулнă сасă, каллех çĕлен чашкăрнă пек илтĕнсе, шарт! сиктерет Митьăна. — Ах çак Миттӳçа-а!..
— Миттӳç ӳкерчĕ-им, Нисса аппа?
— Миттӳç çав! Çав усал пăрне хырман!.. Çав шуйттан ӳкерчĕ мана-а! — çат! туртса çапать аллинчи карçинккипе амаçури амăш ачана. — Халех çапла та вăл — çитĕнсен мĕн кура-ас!..
«Мĕнле вăл çавнашкал сĕмсĕр пулма пултарать çын? Мĕнле вăл куç умĕнчех çапла, ним намăс-симĕс пĕлмесĕр, юла юпма пулать?..» — ниепле те вырнаçмасть çак Митьăн пуçĕнче.
Каçхине ашшĕ киле таврăнать. Ăна темтепĕр элеклесе тултарать Митя çинчен амаçури амăшĕ.
— Пулма тултараймасть! Ĕненместĕп, — тет ашшĕ, амаçури амăшĕ Митя хĕнеме тăни, юр çине тĕртсе ӳкерни çинчен суйса парсан.
...Пĕррехинче шкулти вечер хыççăн çĕрле пулса кайрĕ те, уй урлă икĕ çухрăма шкула çӳрекен Митьăна юлташĕ, Илюш, çĕр каçма хăйсем патне илсе кайрĕ.
Илюшсен пӳрчĕ ăшă. Илюш амăшĕ Кулине аппа ачасене хывăнтарса çăвăнтарчĕ, вĕри яшка лартса пачĕ. Çăкрине те, какайне те, шӳрпине те Илюшпа Митьăна пĕр танах пачĕ. Кукăльпе, сахăрпа чей ĕçнĕ чухне те нихăшне катăк хăвармарĕ.
Çывăрма вăл Илюшпа Митьăна юнашар пĕр кровать çине вырăн сарса пачĕ. Çĕрле пӳрт сивĕнсе кайсан, çывăрнă çĕртен тăрсах ачасем çине тумтир витсе ячĕ. Ирхине вара:
— Тăратăр пуль, ачасем. Çăвăнкалăр та апат çийĕр, — тесе вăратрĕ.
Пит-куç çунă чух Илюш амăшĕ Митьăн алли çине шыв ярса парса тăчĕ.
Тумланнă чух вара Митя шалтах тĕлĕнсе кайрĕ. Унăн вараланчăк шăлаварне вĕр-çĕнĕ пек тасатса хунă... Кĕпине те утюгпа якатнă, пушмакне те тасатса крем сĕрнĕ.
Çав тери именсе кайрĕ Митя Илюш амăшĕ умĕнче. Ним калама аптраса тăчĕ, тĕлĕнчĕ: мĕн пирки лайăх пăхать-ха вăл Митьăна? Митя вĕсен ачи мар-çке...
— Спаççипă, Кулине аппа, — терĕ Митя чунтанах, вăтанса та хĕрелсе.
— Э-э, мĕн уншăн спаççипи, — терĕ Илюш амăшĕ. — Илюшăнпе пĕрле тасатрăм ĕнтĕ. Çавах мар-им ик алла пĕр ĕç... Эсир ман ачасем вĕт. Пĕрле вĕренетĕр, юнашар ларатăр...
Кăмăла çав тери ырă та ăшă пулса кайрĕ... Митя хăй ăшĕнче амаçури амăшĕпе Кулине аппана танлаштарса пăхрĕ.
Эх, тăван анне!.. Мĕнешкел ырă пулмалла унпа пурăнма!.. Мĕн тери телейлĕ вĕсем, тăван аннеллĕ Илюшсем!..
Анчах Митьăн амаçури анне çав...
«Ах, хăçан çитĕнсе çитем-ши?.. Часрах çитĕнсе çитесчĕ те хăтăласчĕ амаçури анне аллинчен... Кайран вара, ӳссе çын пулсан, чăн-чăн этем тивĕçĕпех килсе курасчĕ çак амаçури аннене...» — шухăшлать Митя.
Алина (2011-04-05 15:44:35):
Мĕнле пулма пулать çакăн пек усал??????
Алина (2011-10-01 18:57:21):
Илюшăн амăшĕ чăннипе те лайăх анне.