Çурла
Колхозăн хирĕнче ыраш выратчĕ халăх.
Кĕретĕп çын шутне — эп тытнă çĕн çурла.
Анне вĕçлерĕ ĕнтĕ виççĕмĕш каçалăк.
Ĕçлетĕп эпĕ те унпа ăмăртмалла.
Юнашарти ана çинче те пĕр канмасăр
Хул-çурăмне авса Ануш аппа вырать.
Пĕччен пулин те, пирĕнтен хăлаç юлмасăр
Çурлипеле пĕр тикĕссĕн çаварттарать.
Кĕлте çыххи пĕтĕрнĕ чух пуçне çĕклет те
Ануш сăмах хушать:
— Хăпмасть нуша çумран.
Çурла якалчĕ-çке, шăллаттарма тивет пуль.
Çынран юлатăп ĕнтĕ тимĕрçе кайсан.
Хăш вăхăтра кĕлти тулать ун — чухлаймастăн.
Каллех вылянтарать ӳпкевсĕр сăмаха:
— Эй, ĕнерхи хул-çурăм халĕ ыратасшăн...
— Куля, сан пилĕк-çурăму сурмасть-и-ха?
Сăмах чĕнместĕп. Пилĕке сăтăркалатăп —
Хуллен выляткалатăп хытнă шăм-шака.
Ануш аппа каплех тем шахвăртса калать ав:
— Терт-нушари юлташ хурăнташран паха.
Те вăйă, те вăлту сăмах астарнăран-ши —
Ача ăсĕпеле сĕнетĕп эп:
— Анне,
Ануш аппан кив çурлине шăллаттарам-и?
Наччас çитсе килетĕп тимĕрçĕ патне.
— Çук, çук, хамах, сире чăрмав пулать ку темĕн, —
Чарать Ануш. — Кун вăрăм, ĕлкĕретĕп, кин.
Анне ман майлă пулчĕ:
— Нумаях çуремĕ.
Хул-çурăмне кăшт çемçетмелĕх чуптăрин.
Тем самантра эп тимĕрç лаççине çитетĕп,
Паратăп тимĕрçе кивелнĕ çурлана.
— Ануш аппа шăллаттарма каларĕ, — тетĕп.
— Куля, эс пысăк ĕç шанса паран мана.
Çурлан пĕр кукăр çеç, анчах та пурнăç тертлĕ —
Пĕлетĕн-и, тăрать пин те пĕр пăрнăçран, —
Текелесе мучи мăлатукне çĕклерĕ,
Çитменнине çитерчĕ шаккаса аван.
Çав кун Анна аппан çурли ĕçре хĕмленчĕ,
Мухтарĕ тимĕрçе каçчен кăчăртатса.
Пин те пĕр пăрнăçран пĕри паян турленчĕ.
Эппин, май пур-иç юсама çук пурнăçа.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...