Кĕрхи эллеги


Кунсем кĕскелчĕç. Сывлăш янкăр уçă.

Хирти ыраш улăм ури яла

Çывхарчĕ, шăтса тухрĕ ешĕл уçăм.

Мулкач ун çийĕн вăрттăн чупкалать.

 

Тӳпе уяр. Шыв кӳлĕре тасалнă

Тăп-тăрă, вĕтĕ хумсемпе чĕтрет.

Ял çийĕн сасă илтĕнет асамлăн,

Ир еннелле карса илет тĕтре.

 

Канать уй. Кăкăрĕ пушаннă унăн,

Шур çăкăр шăрши юлнă ун çине.

Ват хурăнлăх хура çĕре тав тунă,

Хир тăрăх сапнă ылтăн укçине.

 

Тăрна карти çап-çутă кӳлĕ урлă

Хуллен вĕçсе иртет кикаклатса.

Çунат çинчен ӳксе юлчĕ салхулăх,

Хĕстерчĕ чĕрене ярса тытса.

 

Çӳлте мăнаçлă çунатсен оркестрĕ

Кĕрхи хурланчăк кĕввине калать:

«Паян уйрăлмалли самант ак çитрĕ,

Тăван çĕршывăмăр, пит шел, юлать.

 

Малта пире мĕскер кĕтет — пĕлместпĕр,

Пурте таврăнăпăр-ши каялла?

Шăпа мĕнле пулсан та — иртейместпĕр.

Ки-как!..»

Эп султăм нумайччен алла...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: