«Сĕве урлă каçма пур кĕперĕ...»
Сĕве урлă каçма пур кĕперĕ,
Хăмисем яп-яка, юманран.
Кӳршĕ ялăн нар пек чипер хĕрĕ,
Илсе кайрĕ сана ман çумран.
Хумсемпе çăвăнать пĕр çыранĕ,
Тăвăлпа капланать леш енчи.
Нăйкăшать ăшăмра чун суранĕ,
Манаймасть мана кӳршĕ каччи.
Иртсе кайĕ часах кăра çилĕ,
Шыв лăпланĕ таса Сĕвере.
Савнă тусăм кĕпер урлă килĕ,
Манпалан пулĕ вăл ĕмĕре.
Гена Петров (2017-05-13 07:55:32):
Мĕн çырасси , кунта вырнаçнă вунă сăвă пысăк хака тивĕçлĕ. Интернет пăтăрмахĕ - пĕрерĕн уçса лармалла , йĕркипе вулама çук .