Сантăр хĕрĕ — сар Васса


Сулхăн... Çанталăк хĕрри

Йăлкăшса çиçмест;

Аслă хир-уйсен тĕрри

Тĕксĕм, — илĕртмест.

Çӳллĕ йăмрасем çинче

Çулçă вылянмасть.

Кайăк-кĕшĕк ир çинчен

Юрă шăратмасть.

Çывăх улăхри çерем

Шурчĕ талккишпех;

Ватă хурăн тăррисем —

Шăнăр евĕрлех.

Ял çыннийĕ кунсерен

Пурте — авăнра;

Çамрăк йышĕ каçсерен —

Ăшă улахра.

Кӳршĕ-кӳршĕн хĕр-упраç

Пухăнса ларса

Сӳс е çăм арлать каç-каç

Шăпнăн юрласа.

Хĕрĕсене йăпанма

Кирлĕ каччисем.

Вĕт-шак çеç те, — савăшма

Çук çав маттурсем.

Пулнă пулĕ кашниннех

Савнă тус-каччи;

Эх, пĕтерчĕ вăрçиех, —

Касрĕ ун хаччи!

Тухрĕ çав Колчак-пуçтах,

Тухрĕç шуррисем, —

Пĕтĕм пурнăçа хытах

Пăсрĕçĕ вĕсем.

Пур пек ӳснĕ çамрăка

Чĕнчĕçĕ вăрçа;

Ун пирки çур пурлăха

Патăмăр хуçса...

Шавлă кулă-сасăсем

Улăхра халь çук;

Шăпнăн пуплеççĕ хĕрсем;

Лăпкă калаçу...

Хăшĕн пиччĕш-шăллĕсем

Тахçанах фронтра,

Хăшĕн савнă каччисем —

Çапăçнă унта...

Сантăр пичче хĕрĕ те,

Сарă хĕр — Васса,

Пит салхуллă çак кĕрте, —

Шурчĕ кулянса.

Ун каччи-çке, Кĕркури,

Лăпкă яш-ача, —

Пурнăç-ĕмĕтĕн çурри

Кайнă çав вăрçа.

Таçта, Атăл леш енче

Вăрçнă вăл нумай,

Янă çыру халиччен, —

Çырнă пĕрех май.

«Савнă чунăм, — тенĕ вăл, —

Эс — ман чĕререх.

Ирттĕрччĕ çак вут-тăвăл;

Вăрçă пĕтсенех

Кайăк евĕрлĕ вĕçсе

Пырăттăм киле,

Пурнăттăмăр киленсе

Ĕмĕрех пĕрле...»

Кĕтрĕ каччине Васса

Пĕр манмасăрах.

Халь, виç уйăх пулас çав, —

Йĕкĕт шăпăртах!

Ни çыру çук, ни хыпар, —

Кулянать Васса:

«Пĕтрĕ пуль тет, ырра мар

Ăш çунать касса!»

Ак вăл халĕ улахра

Ларать тĕмсĕлсе,

Сӳс арланă хушăрах

Кăшт-кашт ӳсĕрсе.

Кам та пулин калаçсан

Ерипен пуплет,

Пурте юрă пуçласан

Шăппăн кĕвĕлет.

Анчах тем тусассăн та

Савнă яш-каччи

Унăн пуçĕнчен ниçта

Тухаймасть хальччен.

Шухăшлать вăл час-часах:

«...Тен, пĕтмен те пуль?..

Тен, ак таврăнĕ сывах, —

Савнăттăм мĕн чуль!..

Эх, кăшт вырăсла пĕлсен —

Кайăттăм хрунта,

Кĕркурипех çӳресе

Тӳсĕттĕм йăлтах!» —

Шухăшлать тек хĕр, Васса,

Хăй каччи çинчен,

Йывăр йĕки çаврăнса

Чĕркенет хуллен.

Хĕрĕн шухăшĕ хĕрсе

Çип пекех çинçен

Шăплăн тăсăлать вĕссе —

Инçе, иит инçе.

 

1919, октябрь

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: