Ĕмĕтленчĕ кăлăхах


Çенĕкре ларать куршак,

Йăпшăнса пырать кушак.

Какай çиес килнипе

Канăç пĕтрĕ иртенпе.

 

Вăйĕ çук аш çимесен,

Кайса ӳкĕ çил вĕрсен.

Шăши епле тытмалла,

Питне епле çумалла?

 

Кушак йăппăн пускалать,

Куршак тавра кускалать.

Тен, унта хуран кукли?

Эх, пулас карас пулли!

 

Ĕмĕтленчĕ кăлăхах,

Мăр-мăр кайрĕ пăлхансах.

«Эх, телейĕ çук пулас —

Куршакра йӳçет кăвас!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: