Адажио


Хитре те яшă çак çу кунĕ

Савса пăхаймĕ тек пире.

Кунтан инçе-инçе ăсанĕ

Эпир курман-илтмен çĕре.

Эппин мĕскершĕн-ха çанталăк

Хаваслăн йăлтăрать, çиçет?

Çăва ăсатнăн, çут хурталлă

Сар çулçă пурçăнĕ вĕçет...

 

* * *

...Нумай çулла кĕтсе ăсатрăм,

Калла килес çукне пĕлсех.

Ку çу та тек яраймĕ ахрăм,

Тем чул кĕтсен те тĕмсĕлсе.

Пĕрре кăна кĕтсе илетпĕр

Пĕртен-пĕр пурнăç пулăхне.

Пиртен кашни — телейлĕ эпĕр

Кĕрхи туллилĕх пур чухне.

 

Çулсем пире кĕтсе тăмаççĕ,

Ăша хĕртсе кĕвĕçӳпе.

Тата çĕн çушăн, ирĕн-каçăн,

Кашни васкать хăй ĕçĕпе.

Курап —

Тапса килен çу кунĕ

Тата чипер те хитререх.

«Ем-ешĕл хумлă» унăн чунĕ —

Унчченхинчен те вĕрирех.

 

* * *

Ман умăмра — ман кĕр çĕклемĕ.

Ман çул малашĕ те тĕрек, —

Ман ывăл, — манăн кĕр илемĕ,

Манпа пĕрле ĕçе кĕрет...

Тен, çавăнпа кĕрхи çанталăк

Хаваслă?

Хĕпĕртет. Çиçет.

Кĕркунненех савса хурталлă

Сар çулçă пурçăнĕ вĕçет.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: