Эсĕ уйăх пулсан...
— Кĕрсе çывăр. Кĕрӳсем ыран утă çулма каяççĕ. Ирех тăмалла, — терĕ мана арăм, лаç умĕнче кашăк-чашăк çăваканскер.
Тулли уйăх. Çăлтăрсем... Эпĕ вĕсем çине пăхса пăлтăр пусми çинче Розăна аса илсе лартăм.
Розăпа эпир кӳршĕллĕ районсенчен. Вăтам шкулта вĕреннĕ чух вĕсен класĕпе пирĕн класс пĕрле тĕлпулу каçĕ ирттернĕччĕ. Пире, арçын ачасене, хĕрачасем çумне лартрĕç. Манăн йĕкĕр çырă çивĕтлĕ, каçăр сăмсаллă, утмăл турат пек кăвак куçлă Роза çумне ларма тиврĕ. Каярахпа эпир пĕр-пĕрин патне именчĕк çырусем те çӳретме пуçларăмăр.
Ĕмĕтсем пĕр еннелле вĕçрĕç — иксĕмĕр те пединститута вĕренме кĕтĕмĕр.
Хĕллехи каçсенче те Розăпа урамра сăмса тăррине сивĕ çатăр чĕпĕтичченех çӳреттĕмĕр.
— Шупашкарта Алтăр çăлтăр кун пек курăнать. Пирĕн ялта кун пек мар. Сирĕн ялта мĕнле? — терĕ Роза тӳпенелле пăхса.
Иксĕмĕр те ахăлтатса кулса ятăмăр. Роза хирĕçлемерĕ, эпĕ ăна пĕрремĕш хут ыталаса хыттăн чуптурăм.
Вăл каçхине те тăрă тӳпере тулли уйăхпа çутă çăлтăрсем пурччĕ. Роза пĕрре ман çине, тепре вĕсем çине пăхса илсе кăмăллăн юрласа ячĕ:
Эсĕ уйăх пулсан,
Эпĕ çăлтăр пулам...
Пурăнан пурăнăç пăрăнчăксăр пулмасть. Роза та çăлтăр пулаймарĕ, эпĕ те уйăх пулаймарăм. Ытла та шел.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...