Аслашшĕпе мăнукĕ
Борки ялĕнче пурĕ те вунултă кил кăна. Вăл варман хӳттине пытанса ларнă. Анкарти хыçне тухатăн-вăрман пуçланать, укăлчаран иртетĕн — каллех вăрмана лекетĕн. Кăнтăр енче вара пысăках мар уйсем, çарансем, уçланкăсем пур. Вăл уйсене колхозниксем тырă-пулă акса тума вăрмап хăртса тунă. Çуллахи вăхăтра Боркине пĕртен-пĕр çул пырса кĕрет. Вăл ялтах вĕçленет. Малалла каймасть. Вăрман леш енче шурлăх пуçланать. Вуншар километра тăсăлать вăл хăшпĕр тĕлте. Шурлăха çулла лашапа мар, çуран çын та ура ярса пусма хăрать. Чĕррĕнех ĕмсе çăтать иккен вăл шурлăх чĕрчуна.
Ялти хăюллă сунарçăсем çак çăткăн шурлăх урлă та çул хывнă-мĕн. Вăл вăрттăн сукмака ялти ватă çынсемпе партизансен разведчикĕсемсĕр пуçне урăх никамах та пĕлмест.
Утпа çӳремелли пĕртен-пĕр çула партизансем юриех юрăхсăра кăларчĕç. Шурлăх урлă хăма сарса тунă икĕ километр тăршшĕ çула сӳтсе тăкрĕç. Çуна çулĕ лариччен пĕлмен çын, темле тăрăшсан та, яла лекеймест.
Çакна шута илсе-и, партизансен командованийĕ Боркире госпиталь уçма шутларĕ. Ялта аманнă е чирленĕ партизансем сывалаççĕ. Тепĕр чухне кунта пĕтĕм отряд кăштах канса илме е мунча кĕрсе тасалма чарăнса тăрать.
Боркире çавăн пекех партизансен аэродромĕ вырнаçнă. Ял хыçĕнчи вăрман уçланкине час-часах хĕрлĕ çăлтăрлă самолетсем анса лараççĕ. Вĕсем Пысăк Çĕр çинчен çĕнĕ хаçат-журналсем, çырусем, хĕçпăшал хатĕрĕсем турттарса пыраççĕ. Эпир вăл самолетсемпе Пысăк Çĕр çине аманнă партизансене сывалма ăсататпăр.
Çуллахи вăхăтра самолета анса ларма ял çыннисем ятарласа вырăн туса хатĕрлерĕç. Вăрманта пĕр пысăк уçланкăри тункатасемпе хунавсене кăкласа тасатрĕç, çереме тӳремлетрĕç.
Хĕлле самолетсене ял çывăхĕнчи кӳлĕ çине йышăнатпăр. Шăнса ларнă пăр, пысăк хулари асфальт сарса тунă аэродром пекех, яка та тӳрем.
Фашистсем, паллах, çакăн пирки пĕлмесĕр тăма пултарайман. Партизансен аэродромĕ тăшмана çав тери хытă тарăхтаратчĕ. Карательсем Борки ялне тăтăшах тапăнатчĕç.
...Вăрçăн иккĕмĕш хĕлĕ çитрĕ. Çырма-çатрасем, шурлăхсем шăнса ларчĕç. Партизансен аэродромĕ те хулăн пăрпа витĕнчĕ. Халь вăл «йĕлтĕр сырнă» самолетсене йышăнма хатĕр. Эпир кашни каç Пысăк Çĕрçинчен хамăр самолет вĕçсе килессе кĕтетпĕр. Пирĕн юлашки çапăçура аманнă икĕ партизана Пысăк Çĕр çине сывалма ăсатмалла.
Каçсерен кĕтетпĕр — хамăр самолетсем килмеççĕ те килмеççĕ. Фашистсем вăхăтлăха йышăннă çĕр çинче пирĕн пек партизансен отрячĕсем сахал мар çав.
Кашни отрядрах кĕтеççĕ вĕсене. Тен, пирĕнтен васкавлăрах ĕçсем пулчĕç ытти отрядсенче. Тивĕçмеççĕ самолетсем...
Йĕпе çине сапа тенĕ пек, кĕтмен çĕртен çанталăк пăсăлса кайрĕ. Малтан темиçе кун хушши юр чыхăнтарса тăчĕ, унтан çил-тăман сиксе тухрĕ. Талккăшĕпех вĕçтерет, çавăрттарать, — тĕнче пĕтсе килнĕн туйăнать. Çанталăк уяртмасăр самолетсем вĕçсе килессе ан та кĕт.
Партизансем вара асар-писер çанталăка савăнсах кĕтсе илчĕç. Анăçлăх кӳрекен çапталăк вăл партизансемшĕн. Отряд иртнĕ хыççăн кун пек чухне ура йĕрри юрпа питĕрĕнсех пырать. Фашистсем ун пек çанталăка тӳсме пултараймаççĕ, хăраççĕ вĕсем вырăс çанталăкĕнчен.
Шăп çил-тăман пуçланнă кун партизансен отрячĕсене пĕрлештерсе тăракан штаб Пысăк Çĕр çинчен васкавлă приказ илчĕ.
Фашистсен тылне фронтпа çыхăнтарса таракан тĕп чугун çул çинчи пĕр пысăк станцие вăхăтлăха алла илмелле. Чугун çул сооруженийĕсене, çыхăну аппаратурине, депона, хулари электростанцпе аркатса тăкмалла, станци çывăхĕнчи чи сарлака кĕпере сывлăша çĕклемелле.
Çак хисеплĕ приказ партизансене хавхалантарчĕ, анчах... анчах пирĕн икĕ аманнă партизан пур. Вĕсене ăçта хăвармалла?
Халь аманнă партизансем ялти сакăрвунă çула çывхарнă ватă фельдшер — Егор Макарович патĕнче вырнаçнă. Макарыч теcе чĕнет ăна ялйыш, хисеплесе.
— Мĕнле шутлатăн, Макарыч? — терĕ командир, старикпе юнашар ларса. — Пирĕн пĕр-икĕ кунлăха ĕç тума кайса килмелле. Эсĕ пирĕн аманнă юлташсене пăхкалаймăн-ши?
— Пурăнччăр, вăй çитнĕ таран пăхкалăпăр. Коля мăнук та пулăшĕ, — килĕшрĕ Макарыч. — Лешсем, антихристсем, килсе ан çитчĕр çеç вăл вăхăтра.
Эпир, икĕ уринчен те аманнă разведчиксен командирĕпе, Танасейчук украинецпа тата вăл ертсе пыракан взводри паттăр партизан Алеев казахпа сывпуллашса, çула тухрăмăр. «Танасейчукăн гангрена пуçланнă, ăна хирург кăна çăлса хăварма пултарать», — вăрттăн пĕлтерчĕ командира Макарыч. Алеевăн сулахай хулĕ витĕр çурăлакан пуля тухнă. Чавса шăмми арканнă унăн.
Партизансем Мускав приказне ăнăçлă пурнăçларĕç. Чугун çул темиçе кунлăха стройран тухрĕ. Уйрăмах сывлăша çĕкленнĕ кĕпере фашистсем вăрах юсарĕç. Çĕнĕ кĕпер тунă вăхăтра фронта ăсатмалли çар хатĕрĕсене пĕр поеэд çинчен тепĕр эшелон çине юханшыв урлă автомашинăсемпе каçарма лекрĕ вĕсене.
Эпир Пысăк Çĕрĕн хисеплĕ приказне пурнăçланă хушăра ватă фельдшерпа унăн мăнукĕ, вуникĕ çулхи Коля, паттăрла ĕç туни çинчен Боркине таврăнсан тин пĕлтĕмĕр.
Егор Макарыч партизансене кĕтсе илеймерĕ. Ăна эпир пĕтĕм отрядпа чысласа пытартăмăр. Вилтăпри çинче, виçĕ хутчен пăшал персе, салют патăмăр.
Ĕçĕ çапла пулса иртнĕ. Партизансем тухса кайсанах, яла вăтăр-хĕрĕх çынтан тăракан карательсен отрячĕ пырса çитнĕ-мĕн. Фашистсемпе пĕрле вырăнти сутăнчăк-полицайсем те пулнă.
Яла фашистсем пырса кĕнине чи малтан урамра выляса çӳрекен Коля курнă.Вăл тӳрех килне вĕçтернĕ.
— Асатте, яла фашистсем килеççĕ, — пĕлтернĕ вăл.
— Мĕн тăвăпăр, мăнукăм? Партизансене ăçта пытарас... — хăраса ӳкнĕ Макарыч.
Аслашшĕпе мăнукĕ хушшинчи калаçăва илтсен шалти пӳртрен Алеев казах сиксе тухнă. Вăл сывă алтипе тӳрех пăтара çакăнса тăракан автоматне ярса тытнă.
— Пирĕн кунта юлма юрамасть. Пирĕншĕн сире те пĕтерме пултараççĕ. Командира тумланма пулăшăр, — хушнă вăл кил хуçисене. — Эпĕ çунашка хатĕрлетĕп.
Тепĕр самантран Танасейчука тăлăппа чĕркесе çунашка çине вырттарнă.
— Эсир вăрманти утă капанĕ ăшне кĕрсе выртăр, — канаш панă ватă фельдшер. — Сире Коля мăнук ăсатса ярĕ унта. Эсрелсем ялтан тасалсан, пырса пĕлтерĕпĕр...
Çунашка туртнă Алеевпа Коля анкарти хыçĕпе вăрмана кĕрсе кайма ĕлкĕрнĕ кăна, урама ӳсĕр фашистсем тиеннĕ çунасем пырса та кĕнĕ. Вĕсем килсем тăрăх саланеа пĕтнĕ.
— Партизан?! — кăшкăрнă карательсем кашни пӳрте кĕмессерен.
— Ватсупнă, партизансене ăçта пытартăн? — тапăннă ĕçкĕпе шыçăнса кайнă полицай, Макарыча кăвак сухалтан ярса тытса.
— Партизансем тин кăна ялтан тухса кайрĕç. Тĕл пулмарăр-и эсир вĕсене? Шел... — хуравланă мучи ним пытармасăр.
— Эсĕ, ват çерçи, пирĕнтен мăшкăллатăн, — чышнă полицай фельдшера. — Нумаййăн-и вĕсем?
— Ой, питĕ нумаййăн!.. — суеçтернĕ мучи.
— Çĕр çын-и, икçĕр-и?
— Пин те... Икĕ пин те пулĕ...
— Суятăн! Кала, ăçта кайрĕç?
— Мана каламарĕç вĕсем. Пĕр çын юлмиччен тухса кайрĕç...
— Суятăн! Аманнă партизансем пулмалла ялта. Аçта пытартăр? — çине тăнă полицай.
— Курман... Эпĕ ватă çын, нимĕн те пĕлместĕп...
— Эс пĕлместĕн! Эп лайăх пĕлетĕп сана! Эс ватă коммуннст! Ялти тухтăр. Ха-ха!-ахăрнă эрехпе урмăшнă полицай. — Эс ман аттене çурçĕре ăсатрăн...
— Эпĕ те палласа илтĕм сана. Эсĕ кӳршĕ ялти чиркӳ старости ывăлĕ. Эс пĕчĕк чухне эпĕ сана пĕрре вилĕмрен çăлнăччĕ. Пĕлмен...
— Ун пирки ыйтмаççĕ санран, — каллех питрен çапнă шыçмак полицай фельдшера. — Мăнуку ăçта? Эсрел юлашкийĕ.
— Мăнук вăл... Пирĕн икĕ сурăх пекки пур та... вĕсем валли утă илме вăрмана кайрĕ, — суеçтернĕ Макарыч. «Чунилли, мăнук пирки те пĕлме ĕлкĕрнĕ», — тарăхнă фельдшер.
— Сан сурăх пур? Питĕ аван! Халех пĕрне пусăр! — хушнă полицай юлташĕсене.
Коля, аслашшĕ шухăшне пĕлнĕ пекех, вăрмантан çунашка çине утă хурса таврăннă.
Кунĕпе-çĕрĕпе ĕçнĕ полицайсемпе фашист салтакĕсем фельдшер патĕнче. Ир енне кăна ăпланнă вĕсем. Кам ăçта ларнă — çавăнтах тăрăна-тăрăна аннă, хăшĕ тенкел айĕнче, хăшĕ — сĕтел хушшинчех сурăх какайĕ шаритленĕ çатма çине пуçне хуреа çывăрнă.
Вĕри кăмака çине вырнаçнă аслашшĕпе Коля та çĕрĕпе чăлăм куç хупман. Вĕсем утă капанĕ ăшĕнчи аманнă партизансем пирки куляннă.
— Коля, çунашка туртса вăрмана каятăн пуль, — тенĕ Егор Макарыч мăнукне, тул çутăлса çитсен. — Хĕвне пĕр-икĕ чĕлĕ çăкăр касса чик. Выçăпа аптрĕç. Çанталăкĕ питĕ сивех мар, вĕçтерет кăна.
Коля кăмака çинчен йăпăр-япăр сиксе аннă та хатĕрленме тытăннă.
— Ăçта?-кăшкăрнă ĕнерхи шыçмак полицай, мухмăрлă куçĕсемпе урăм-сурăм пăхкаласа.
— Сирĕн лашасем выçă тăраççĕ. Мăнука вăрмана утă патне яратăп, — суеçтернĕ старик.
— Аван. Гу-ут! — ырланă полицай, ют чĕлхери хăй пĕлекен пĕртен-пĕр сăмаха вăрăммăн тăсса.
«Çутăнчăк йытă!» — тарăхнă Макарыч, чиркӳ старостин ывăлĕ çине сиввĕн пăхса.
Коля пӳртрен тухнă та кăшт кăна чыхăнса кайман. Унăн питне юр хупласа лартнă. Аран-аран сывлăш çавăрса илнĕ вăл. «Ĕнерхинчен те хытăрах вĕçтерет иккен», — шухăшланă хăй.
Ача çунашка туртса анкарти хыçне тухнă çеç, ăна виçĕ полицай хăваласа çитнĕ.
— Ут хăвăртрах! Утă капанĕ патне çул кăтарт пире. Кайран лавпах кайса тиесе килетпĕр, — тенĕ пĕри, Кольăна çурăмран тĕртсе.
— Вăрмана лашапа кĕме май çук. Юр тарăн, — хирĕçлеме пăхнă Коля. Унăн пĕтĕм çанçурăмĕ сăрлатса илнĕ. «Партизансем утă капанĕ ăшĕнче выртнине пĕлеççĕ-ши кусем? — иккĕленнĕ вăл. — Е чăн та капан патне çул пăхма кăна пыраççĕ-ши?»
Коля полицайсене хăйсен утă капанĕ çывăхне илсе пыма хăранă.
— Утă капанĕ ăçта? — васкатнă ачана тарăн юр ăшĕнче ишсе тарăхса çитнĕ полицайсем.
— Хам та аташса кайрăм-ха. Ĕнерхи йĕр питĕрĕне ларнă, — хуравланă лачкам шыва ӳкнĕ ача.
Юлашкинчен Коля йывăç хыçĕнче Алеев пытанса тăнине асăрханă. Казах хăрах аллипе ăвтомата хĕстерсе тытнă.
Коля савăннипе малтанах ним тума аптраса тăнă.
— Акă, пирĕн капан! Тупрăм! — чупна вăл Алеев еннелле. — Пер вĕсене! Пер! Виççĕн кăна вĕсем! — кăшкăрнă хăй вăй çитнĕ таран.
— Коля, вырт! — илтнĕ вăл Алеев сассине.
Пĕр полицайĕ Кольăна тĕллесе пенĕ. Ачан хулпуççийĕ пĕçерсе кайнă. Автомат шатăртатнă сасă янранă... Кольăна партизан пысăк аллисемпе тытса утă çине илсе вырттарнă. Кайран пурте шăпланнă...
...Фельдшер патĕнчи фашистсемпе полицайсем çывăрса вăраннă та каллех ĕçме тытăннă. Старикĕн картари юлашки такине пусса пĕçернĕ вĕсем.
Егор Макарыч кунĕпе ларма-тăма вырăн тупайман. «Ман юратнă мăнук та, аманнă партизансем те пĕтрĕç иккен... Мĕн туса хутăм ватă пуçăмпа», — ӳкĕннĕ старик, вăрманта пăшал сассисем илтĕнсен.
Фашистсем ачапа пĕрле вăрмана кайнă виçĕ полицай пирки кăнтăрла иртсен тин аса илнĕ.
— Ăçта сан мăнуку?. Ăçта ертсе кайрĕ вăл пирĕн салтаксене?! — тапăннă фельдшера карательсем.
— Çанталăкĕ шанчăклă мар, аташса кайрĕç пулĕ... — пĕртен-пĕр мăнукне хĕрхенсе куççульпех йĕнĕ старик.
— Ертсе кай пире утă капанĕ патне! — хушнă фашистсем мучие.
Егор Макарыч тăшман салтакĕсене юриех урăх еннелле илсе кайнă. Тĕттĕм пуличчен ертсе çӳренĕ вăл фашистсене вăрманта. Пурпĕрех утă капанĕ патне илсе тухман. Çав вăхăтра хула енче хытă кĕмсĕртетнĕ сасăсем илтĕисе кайнă. Пĕлĕте хĕрлĕ çутă çапнă. Таçта пушар тухнă тейĕн.
— Авă, эсир шыракан партизансем сирĕннисене тустараççĕ!-тенĕ тарахса çитнĕ старик, вăйĕ пĕтсе çитнипе çĕрĕк тунката çине таянса.
— Партизан!.. Партизан!.. — шавласа илнĕ çухалса кайнă карательсем, çунакан хула еннелле пăхса.
— Каялла! Яла илсе тух! — кăшкăрнă шыçмак полицай, старике çухаран силлесе.
— Эпĕ урăх пĕр утăм та тумастăп. Вăйăм пĕтсе çитрĕ ман...
— Ял хăш енче?
— Пĕлместĕп. Пĕлсен те каламастăп.
— Калатăн! — автомат тăпсипе пуçран çапнă старике полицай.
— Мана халь пурпĕр... Мăнук тек çук... Эпĕ хам пурнăçа чыслă пурăнса ирттертĕм, — мăкăртатнă старик, кăпăшка юр ăшне шуса анса.
Каçхи вăрман шăплăхне пăшал сасси пăснă. Инçет-инçете янăраса кайнă çав сасă. Çывăхри йывăç çинче ĕнтĕркесе ларакан ăсансен пулкки сывлăша çĕкленнĕ. Аçта вĕçсе кайнă-ши вĕсем çакăн пек усал çил-тăвăллă çанталăкра?..
* * *
Тепĕр кунне çанталăк уяртрĕ. Çĕрле кӳлĕ çине хĕрлĕ çăлтăрлă самолет анса ларчĕ. Суранланнă партизансемпе пĕрле фашист сутăнчăкĕ амантнă пĕчĕк Кольăна та Пысăк Çĕр çине асатрăмăр.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...