Поэт сăмахĕ
Этемĕн этемлĕхĕ,
эсĕ
пур тискер кайăксен кайăклăхне те,
вĕçен кайăксенне те,
шуса çӳрекеннисенне те –
пĕтĕмпех чаратăн,
ӳлĕмрен те чарăн,
этемĕн этемлĕхĕ.
Этемĕн этемлĕхĕ,
сана
çĕрпе пĕлĕт хушшинчисем,
шывпа вут амисем те
пăхăнса тăраççĕ,
этемĕн этемлĕхĕ.
Эс вăйлă,
эс хăватлă,
этемĕн этемлĕхĕ.
Пурнăç пĕлĕчĕ
вăхăт çилĕ май шăвать,
пĕр капланать те саланать,
пĕр ĕрĕхсе мала каять,
пĕр тăхланланса çĕре пусать –
çак вăя çеç чараймăн эс,
этемĕн этемлĕхĕ.
Этем
çĕр çинче
вучах вăйне тин çеç туять-и,
валем йĕрки саккун пулать-и
е ытларах пайне илесшĕн
тăван хăй тăванне пăвать те
пуйса,
ыттисене юра ярать –
çакна хăй вăхăтĕнче
нимĕнпе те чараймăн,
этемĕн этемлĕхĕ.
Эс вăйсăр та
хăватсăр,
Этемĕн этемлĕхĕ.
1-мĕш курăну
Тĕттĕм.
Сивĕ.
Йĕпе.
Тӳпене çиçĕм çурать,
çĕре чĕтретсе
аслати кĕмсĕртетет.
Инçетре-инçетре
пĕр сӳнсе те çунса
кăвайт тĕлкĕшет.
Ун умĕнче
чĕркуçленсе тăраççĕ
ватăсем,
вут амăшне
вĕсем кĕлтăваççĕ,
«Эй, вут амăшĕ!
эсĕ çырлах, эсĕ каçар, эсĕ хĕрхен,
сан хăвату умĕнче
чĕркуçленетпĕр эпир,
тин çеç пиçнĕ ашпа
сана асăнса
витĕнетпĕр эпир.
Эй, вут амăшĕ,
каçар пире.
Паян кун пулсан та,
Ыран кун пулсан та
Ан пăрах пире,
хĕрхен пире.
Хырăмсем выçсан çулăмна пар,
ал-ура шăнсан ăшшуна пар,
каç пултти пулсан çуттуна пар,
тăшмана сирме хăватна пар,
панян кун пулсан та,
ыран кун пулсан та
ан сӳн, ан пăрах пире,
хĕрхен пире,
вут амăшĕ!»
Тӳпене
çиçĕм çурать,
çĕре чĕтретсе
аслати кĕмсĕртетет.
Пĕр сӳнсе те çунса
кăвайт тĕлкĕшет,
ун тавралла
пĕр ушкăн этем тĕркешет,
хăраса, чĕтресе,
вут амăшне асăнса
тин çеç пиçнĕ ашпа
витĕнет.
Сасартăк
асамлă хĕлĕх
этем алли сĕртĕнессе кĕтсе
пĕр карăнчĕ те вĕттĕн чĕтренсе,
вара
хуллен-хуллен пăшăлтатса
асамлă çемĕ ĕнĕрлерĕ.
Çакна
турат пухма çĕкленнĕ ар кăна –
илтме пултарчĕ,
кăвайт умне
ура явса вырнаçрĕ те,
тĕлкĕшекен вутта
турат пăрахрĕ те
хуллен-хуллен
пăшăлтатса
асамлă хĕлĕх çеммипе
асамлă кĕвĕ
ĕнĕрлерĕ.
Ватти-вĕтти шăпланчĕ
тĕлĕнсе,
ахăр тĕнче лăпланчĕ
тĕлĕнсе.
Кăвайт кăна
татах та вăйлăрах çунса
çĕкленчĕ çӳлелле,
карларĕ те шартлатрĕ
вăй илсе.
Çапла сĕм-тĕттĕмре,
йĕпелĕхре те сивĕре
çуралчĕ чĕресенчи кăвайт ăшши,
çĕн турă –
юрă.
Юрă:
Çĕрте çĕлен,
çĕрте çĕлен шăвать-çке,
а-лю-у-на.
çĕр çурăласса та пĕлмест-çке,
а-лю-у-на.
Шурта шапа,
шурта шапа кăшкăрать,
а-лю-у-на.
Шур типессе те пĕлмест-çке,
а-лю-у-на.
Пурăнатпăр,
пурăнатпăр пурнăçне,
а-лю-у-на,
мĕн пуласса пĕлместпĕр те,
а-лю-у-на…
2-мĕш курăну
Ял халăхĕ
сăрт çамкинче
ака пăттийĕ пĕçерет,
асăнать, чӳклет те
витĕнет,
пурте пуççапнă хушăра
алпастă сасси çеç
илтĕнет,
«Эй, пĕсмĕлле!
Турă çырлах, турă каçар!
Сана асăнатпăр, витĕнетпĕр
çĕрте пиçнĕ хурçăпа.
Кӳлнĕ акана
çăмăллăхне пар,
йăнаварсене хăват пар,
ачисене пуç сывлăхне пар,
тĕнпе-питлĕхне пар.
Хăмăлне хăмăш пек,
тăррине чакан пек,
тырне пăрçа пек пар.
Кĕлте перекетне,
çĕмел тусан çĕмел перекетне пар,
капан тусан капан перекетне пар,
авăн хурсан вут сиксе ӳкесрен
эсĕ упра,
эсĕ сыхла…
Çич тĕслĕ тырра
çичĕ кĕлет уçтарма пар,
ик вальне – хама,
пĕр вальне ĕçме-çиме пар.
Панă çĕрне ан палăрт,
илнĕ çĕрне ан иксĕл,
перекетне, усăллăхне пар.
Виç тĕслĕ выльăха
виç карта тытма пар,
картишне мăн шылçăк тулса пар,
картишне мăн хуран çакма пар.
Алăк патне кĕрӳ пар,
тĕпеле – кин пар.
Хăйматлатса мул пар,
çӳпçемлетсе пыл-çу тытма пар.
Çĕр ашшĕ,
çĕр амăшĕ,
çĕрте пиçнĕ хурçă.
Эпир сана
алтатпăр,
витетпĕр,
çырлах,
Турă!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...