Çĕнтерӳçĕ салтак


Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланать —

Совет салтакĕ çапăçма каять.

Чĕри унăн вут-кăвар пек çунать —

Сĕмсĕр тăшмана кураймасла тапать.

 

Аслă вăрçă хирне вăл çитет —

Тăшманпа çапăçма тытăнать.

Çĕре ӳксен — каллех вăл тăрать,

Сăхă нимĕç эшкерне аркатать.

 

Салтака тăван çĕр вăй парать —

Фашиста вăл каялла хăвалать.

Гитлер çарĕ чакнăçемĕн чакать —

Совет салтакĕ чунтан савăнать.

 

— Çĕнтереймĕн, çĕлен, совет халăхне!

Памăпăр кулма хамăртан ĕмĕрне! —

Тупа туса вăл хаяррăн пăшăлтатать,

Çĕнтерў маякĕ патне талпăнать.

 

Çĕнтерӳçĕ салтак чапĕ таврана каять —

Ăна пĕтĕм халăх чунтан саламлать!

Паттăра кашни чун хумханса мухтать —

Çĕре çити пуç тайса чĕререн тав тăвать!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


+79176626028 (2012-05-02 11:00:37):

Чуваш челхине упрасах пулать, ун пек илемле челхе урах сук та пуле

 

Валерий Михлеев (2012-05-04 09:58:15):

Вăтам шкулта вĕренекен ачасем (Васюкова Кристина,хăй кăтартнă тăрăх, халĕ 9-мĕш класра вĕренет) çакăн пек тарăн шухăшлă сăвăсем çыраççĕ пулсан, чăваш чĕлхи упранса юлассăн туйăнать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: