Кукаç лартнă йăмрасем
Кукаç лартнă йăмрасем
Йăмрасем, йăмрасем.
Еплерех хитреччĕ-çке
Кукаç лартнă йăмрасем.
Çуркунне çитсессĕнех
Инçетри çĕршывсенчен
Таврăнатчĕç кураксем
Хăйсен ăшă йăвине.
Хĕвел хĕртме пуçласан
Сарăлатчĕç çулçисем.
Симĕс тумне тăхăнсан
Илĕртетчĕç çынсене.
Йăмра çинчи, йăвари
Янкăс саслă кураксем
Вăрататчĕç ирсерен
Çывăракан ял-йыша.
Çавăнпа пуль кӳршĕсем
Чăтаймарĕç туссене
Касса илчĕç вĕсене —
Ĕмĕрхи йăмрасене.
Халь асра кăна вĕсем
Çак мăнаçлă йăмрасем
Яла илем кӳрекен
Кукаç лартнă йăмрасем.
Валя (2011-06-30 15:15:24):
Вика Ермолаева, эсир питĕ пултаруллă!