Шакла пуç


— Яла аттепе анне патне хăнана каяççĕ вĕсем, — хĕрелсе кайрĕ хĕрарăм, Кольăн кружкине чейникрен чей янă май.

— Апла килте пĕчченех пулатăн ĕнтĕ! — çиçсе илчĕ савăнăç каччăн пичĕ çинче те. — Пĕр-пĕр каç санăн килне электричество приборĕсене тĕрĕслеме пыма юрать пуль?

Верăн куçĕсенче те савăнăç хĕлхемĕ курăнчĕ:

— Юрать. Умри пӳлĕмре пĕр лампочкă çунмастчĕ.

— Ачусем кукашшĕпе кукамăшĕ патне хăçан каяççĕ.

— Паян. Каçхи автобуспа.

Коля, медсестрана ыталама тесе, урисем çине тăчĕ çеç, пӳлĕме Галя санитарка кĕрсе тăчĕ.

— Вера! Сан патна такам килнĕ. Машинăпа, — терĕ те вăл медсестрана хăй ирхи апат хыççăнхи чашăк-тирĕке çума пикенчĕ. Каччă, хăй халех кунтан тухса каймаллине ăнланчĕ.

— Юрĕ, хĕрсем, чейшĕн тавтапуç! — терĕ те урама тухрĕ, чунĕ савăннипе шăхăркаласа илчĕ. Çак самантра электрике хирĕç пĕр шакла пуçлă та типшĕмрех арçын утни куçа лекрĕ. Вăл, пуçне ним те тăхăнманскер, çийĕнчи кивĕрех курткин тӳмисене вĕçертсе,кунталла васкавлăн утăмлать. Арçын, Коля çине пăхмасăрах, инфекции уйрăмĕн алăкĕ патне иртрĕ те алăкран шаккарĕ. Часах уçăлнă алăкран шала кĕрсе çухалчĕ. Каччăн чĕри, теме сиссе, васкавлăн тапса илчĕ.

— Ăçта курнă-ха эпĕ çак çынна? — вĕçсе иртрĕç унăн пуçĕнчи шухăшсем. — Пĕрре çеç те мар…

Путвалти хăйĕн ĕç пӳлĕмне çитнĕ вăхăта вăл çак пуклак сăмсаллă та çамки çинчи шĕпĕнлĕ арçынна аса илчĕ-илчех. Кӳршĕ ялти ферма заведующийĕ вăл. Сыватăшăн картишĕнче темиçе те курнă ăна Коля, инфекци уйрăмне кĕркеленине те… Чим! Инфекци уйрăмне! Унта …Вера ĕçлет-çке!

Каччăн, ырă мара сисе, аллисем чăмăртанчĕç. Анчах пĕр самантран каллех лăпланчĕ вăл.

„Кам-ха вăл, çак ферма заведующийĕ, манпа танлаштарсан? Эпĕ — çамрăк.

Вăл, пăхсан, манран пĕр вунă çул ватăрах. Сăн-питпе те, кĕлеткипе те вăл мана тăмасть! Пĕр сăмахпа,Вера ун çине çаврăнса та пăхас çук! Эпĕ пур-çке унăн,”-йăпатрĕ вăл хăйне.

Кĕç вăл инфекци уйрăмне кĕрсе кайнă ферма эаведующийĕ çинчен манчĕ,паян каçпа Вера патне кайма ĕмĕтленчĕ. Ĕмĕчĕсем унăн çав тери çӳле вĕçмерĕç те-ха, анчах паянах савнă хĕрарăмпа çĕр ирттерме пултарасси унăн кăмăлне çĕклерĕ, савăнтарчĕ. Верăна качча илесси пирки шухăшламасть те ĕнтĕ Коля. Лешĕ çакăн пирки сăмах хускатсан та, каччă хĕрарăма ырă, ăшă сăмахсемпе çеç йăпатĕ, сăмаха урăх енне пăрса ярĕ. Тĕппи кунта -Верăпа иккĕн çеç ун килĕнче çĕрĕпе йăпанасси.

Ĕç кунĕ вĕçленсен вăл савăк кăмăлпа сыватăшран урама тухрĕ те,шăхăркаласа, тротуарпа утрĕ. Кĕçĕр Вера патне хăнана кайма, магазина кĕрсе, коньяк кĕленчипе конфетсем,мандаринсем илме шутларĕ. Çак шухăшпа магазин енне çеç пăрăннăччĕ, леш ферма заведующине каллех курчĕ! Шакла пуç магазинран тухса пырать, вăл та аллинчи полиэтилен хутаçне тутлă апат-çимĕç чикнĕ, эрех кĕленчин пуçĕ те курăнать. Арçын тротуар урлă каçрĕ те урам хĕрринче тăракан 6-мĕш моделлĕ «Жигули» ăшне кĕрсе ларчĕ. Машинăн салонĕнче — хыçалти ларкăч çинче— туллиех тултарнă хуçалăх миххисем: выльăх-чĕрлĕхе çитерме комбикорм, тырă пулас. «Жигулин» багажникĕнче те тулли михĕсем пурри курăнать. Малти пассажир ларкăчĕ çинче вара… Вера парать! Вăл, малалла пăхнăскер, Кольăна асăрхамарĕ пулас: кунталла çаврăнса та пăхмарĕ. Шĕпĕн çамка машинин салонне кĕрсе ларчĕ те «Жигули» йывăррăн вырăнтан хускалчĕ, Верăн килĕ еннелле урампа анса кайрĕ.

Коля, тĕлĕннипе тăп! чарăннăскер, вырăнтан хусканма та пултараймарĕ, ют арçын Верăна машинипе лартса кайнине хыçран çеç пăхса юлчĕ. Пăлханнипе, час-час сывласа илчĕ вăл, чĕри хумхануллăн тĕпĕртетрĕ.

„Акă сана «Жигули — шыв кӳлли! — теме çеç пултарчĕ вăл ăшĕнче. — Вера та, куран…”

Ним тума аптранипе, каччă магазина та кĕрсе тăмарĕ, тротуарпа ерипен малалла утса кайрĕ. Çӳлтен васкамасăр пĕрĕхекен вĕтĕ çумăр ăна кăшт лăплантарчĕ, анчах чунĕ тарăхнипе чăтаймарĕ.

„Комбикорм! Акă мĕн кирлĕ Верăна! Юрату вырăнне! — хĕвĕшрĕç унăн пуçĕнчи шухăшсем. — Выльăх тытни çинчен каланăччĕ çав вăл. Эпĕ, халиччен çемьепе пурăнса курманскер, пĕччен хĕрарăмшăн картара мĕкĕрсе-çуйхашса тăракан выльăха тăрантарса лăплантарасси — юратуран та кирлĕрех иккенне ăнланман та…Шакла пуç вара çакна лайăх ăнланать, курăнать… Кур-ха ăна: Вера мана çак шĕпĕн çамкаллă шакла пуçпа улăштарчĕ!”

Чунĕ тӳсейменнипе, вăл çĕрле Верăн çуттине сӳнтернĕ çурчĕ патне çитсе тăчĕ. Унăн картишĕнче леш ферма заведующийĕн машини тăнине курсан, хăйĕн шухăшĕсем тĕрĕс пулнине пĕтĕмпех ăнланчĕ.

„ Шакла пуç юрату енчен манран чеерех иккен! — ассăн сывласа илчĕ каччă, малалла утса кайнă май. — Хĕрарăмсен чунне епле майпа кĕмеллине пĕлет”.

Коля хăйпе Вера хушшинчи юрату та çак каçран сӳнсе пăчланнине чунĕпе лайăх ăнланчĕ.

■ Страницăсем: 1 2

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: