Уçланкăра


Такăр çул — умра,

Сарă хĕр — çумра.

Манпа ун валли

Хатĕр «Жигули».

Тупнă ĕнерех

Эп сăра, эрех,

Çĕн магнитофон —

Янăрать салон.

Хĕрĕн йăл кулли,

Аллăмри алли

Пăлхатать чуна,

Илĕртет мана

Вĕçтерме халех

Вăрмана каллех

Çĕн «Жигулипе»

Виçĕм кунхи пек.

Манăн куç çиçет,

«Жигули» вĕçет

Хăвăрт малалла,

Сĕм вăрманалла.

Симĕс те маттур

Пĕр уçланкă пур

Çав сĕм вăрманта:

Пит хитре унта.

Ешерет çаран,

Курăк — мăй таран.

Курăк хушшинче

Тĕрлĕрен чечек

Илĕртет куçа,

Çавăрать пуçа.

Çитрĕмĕр кăна

Çак шăп вырăна —

Черккене эрех

Ятăм эп тӳрех.

Çĕклесе ăна

Сыпрăм кăшт кăна.

Тепĕр черккене

Сĕнтĕм пикене.

Кĕлетки пикен

Пит чипер иккен,

Хĕрлĕ — тутисем,

Сарă — çӳçĕсем.

Куçĕнчен пăхсан —

Юнă вĕрĕ сан,

Кăкăрти чĕрӳ

Тапĕ пит хĕрӳ.

Авăтать куккук,

Кăкăрта — тук, тук!

Юн чăнах вĕрет!

Чиперкке хĕре

Ыталас килет.

Шăрчăк сиккелет,

Вăл чăр-чăр! тăвать.

Чĕртрĕмĕр кăвайт,

Лартăмăр çумне —

Чечексем çине.

Вĕсенчен пĕрне

Патăм пикене.

Чечексен шăрши,

Хĕрĕн куç харши

Ячĕç çавăрса

Пĕтĕмпех пуçа.

Хам сисмесĕрех

Чуп туса хĕре

Илтĕм тутаран,

Тытрăм алăран.

Ун алли çинçе,

Ăшă та çемçе,

Кĕлетки чĕтрет,

Куçĕнче — тĕтре.

Манăн алăран

Хăй тытать аран,

Тĕршĕнет çума,

Хыттăн чуп тума

Тытăнчĕ мана,

Пăлхатса чуна,

Çакăнчĕ кайран

Вăл мана мăйран...

Çак уçланкăра

Пултăмăр вăрах,

Ăшăтрĕ кăвайт —

Пачĕ вăй-хăват

Ирчченех пире

Вăл иксĕмĕре.

Юхрĕç шыв пекех

Сăрапа эрех.

Каннине çапла

Кăçалхи çулла

Манаймастăп эп:

Пулчĕ-çке пит шеп.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: