«Хăш чух сана эп тĕлĕкре куратăп...»
Хăш чух сана эп тĕлĕкре куратăп, —
Ытла илемлĕ манăн тĕлĕксем!
Шур юрпала пĕркеннĕ пахчара та
Ӳсеççĕ пек сап-сарă чечексем.
Çав пахчара çӳретпĕр пек, тăванăм,
Чечексене хуллен сире-сире,
Çанталăк лăпкă пек. Хĕвел те аннă.
Çур уйăх ярăнать пек тӳпере.
Ман аллăмра ача, — чап-чакăр куçлă,
«Атте» тесе туртать мана çӳçрен...
Ача куллийĕ — чи илемлĕ кулă —
Çав каçранпа тухмасть ман чĕререн.
Тĕлĕкри пек алла ача тытасчĕ,
Атте тесе вăл чĕнтĕрччĕ мана.
Анчах та мĕншĕн, тусăм, каласамччĕ
Эпир пĕрле-ха тĕлĕкре кăна?
Геннадий Ильич (2018-11-13 20:31:40):
Тахçан «Вунçиччĕрисем» вуланăччĕ , авторĕ шăп çак Александр Клементьевич , иккен . Халĕ калавне çĕнĕрен тупасси юлчĕ….