Упăте


Çерçи Ваççи, ӳт-пĕвĕпе кĕрнеклĕ пулсан та сасси чĕвĕлтетерех-чăрăлтатарах тухнăран ял-йышсенчен çапла ят туяннăскер, Коля ывăлне Çара ăсатнă ятпа тус-тăванĕсене каçкӳлĕм хăнана пухрĕ. Чĕннисемпе ывăлĕн чĕнмесĕрех килнĕ тусĕсем пурте сĕтел хушшине ларсан, черккисене эрехпе тултарчĕ.

— Ну, ывăлăм! Сана та Çара кайма черет çитрĕ, — черккине çĕкленĕ май шывланнă куçĕсене шăлса илчĕ вăл. — Чипер кайса ырă-сывă таврăн! Çарта çирĕп те çивĕч пул! Чăваш ятне ан çĕрт!

— Çапла пултăр! — терĕç пурте хуçа хыççăн. — Çулу ăнăçлă пултăр!

Хăнасем ĕçсе çие пуçларĕç. Ĕçнĕçем кашнин чĕлхи-çăварĕ уçăлса-уçăлса пычĕ. Хĕрарăмсем акнă пахча-çимĕçсем епле шăтса тухни çинчен калаçрĕç пулсан, арçынсем хăйсен салтак служби епле иртни çинчен асăнма пикенчĕç. Кольăпа тусĕсем çеç аслисене итлесе шăппăн лараççĕ. Вĕсенчен пĕри вара, Якур, тусне Çара епле ăсатнине, урисем çине тăрса видеокамерăпа ӳкерет, аппаратне чăрăлтататтарать. Çак самантра Кольăн ашшĕ самаях ӳсĕрĕлме ĕлкĕрни сисĕнчĕ.

Акă вăл урмăшнă куçĕсемпе сĕтел хушшинчи хăнисене пăхса çаврăнчĕ те вăшт! сиксе тăчĕ, çийĕнчи кĕпине хывса айккинелле ывăтрĕ.

— Шăпланăр! — терĕ вăл. — Эсир эпĕ Çарта мĕн курнине курман! Ма тесессĕн, эпĕ десантник пулнă!

Çак сăмахсемпе вăл умĕнчи пукан çине улăхрĕ те аллисемпе мачча еннелле кармашрĕ.

— Эпĕ парашютпа та нумай сикнĕ! Акă çапла! — малалла чĕвĕлтетрĕ-чăрăлтатрĕ аллисене айккинелле сарса янă май. Анчах çак самантра Ваççа сулăнса кайрĕ те урайне кĕрĕс! ӳкрĕ. Сиксе тăрас терĕ — тăраймарĕ, каллех йăванса кайрĕ. Ăна тăма пулăшас шутпа, унпа кӳршĕн ларакан Витали аллине Ваççан хулĕ çине хучĕ çеç, десантник пулнă çын пулăшакана кĕпе çухинчен ярса илчĕ:

— Эпĕ сансăрах тăратăп! Кай айккине!

Кил хуçи каллех ури çине тăрасшăн пулчĕ, чĕркуççийĕ çине кукленчĕ. Анчах хальхинче те тăраймасăр урайне тăсăлса выртрĕ те умĕнче тăракан пĕр хĕрарăмăн урине ыталаса илчĕ, ăна чĕлхипе чаплаттарса çулама пикенчĕ. Лешĕ çари! çухăрса ярса тулалла тухса вирхĕнчĕ.

— Ай-уй! Епле урана çулакан десантник пулчĕ ку? — илтĕнчĕ сĕтел хушшинчен.

Ваççана лăплантарма пуçларĕç. Çакă çур сехете яхăн тăсăлнă хыççăн, лешĕ аран-аран сак çине хăпарса выртрĕ-выртрех. Вăл çывăрса кайнă хыççăн хăнасем пурте лăпланчĕç те малашне хăлаçланакансем-шавлакансем пулмарĕç.

Тепĕр кун пурте Кольăна Çара ăсатрĕç.

Икĕ-виçĕ кун иртрĕ. Ывăлне ăсатнă хыççăн мухмăр аванах чĕртнĕ Ваççа урăлма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтра килне видекассетăпа Якур килсе кĕчĕ.

— Кольăна епле Çара ăсатнине курар-и, Ваççа пичче? — йăл! кулчĕ вăл тусĕн ашшĕне.

— Курар, курар, Якур! — хапăл тусах килĕшрĕ кил хуçи. — Эй, арăм! Кил, çума лар!

Верук мăшăрĕ упăшки çумне диван çине вырнаçса ларсан, Якур видеокассета çине ӳкерсе илнине телевизорăн экранĕ çинче кăтартма пикенчĕ.

— Кур-ха, кур! Епле ларать пирĕн ывăл! Паттăр пек! Авă, эсĕ те ларатăн, — тĕкрĕ хулĕнчен арăмне Ваççа савăнăçлăн.

Анчах çак самантра кил хуçин куçĕсем тĕксĕмленчĕç.

— Çав унталла-кунталла аллисемпе хăлаçланакан упăтене ăшанă этем пирĕн киле ăçтан килсе кĕнĕ-ха? — пӳрнипе кăтартрĕ вăл экран çине. — Кам чĕннĕ ăна? Тата кам вăл?

Экран çинчи çын, урайне тăсăлса выртсан, пĕр арăмăн урине çулама пуçланине курсан, Ваççа пушшех те тулхăрса кайрĕ:

— Авă, мĕн хăтланать пӳтсĕр! Кам пулчĕ вара ку?

— Эсĕ, мĕн, хăвна ху паллаймастăн-им вара, упăшкам? — куçран пăхрĕ кил хуçине мăшăрĕ. — Ху мĕн хăтланнисене те астумастăн-им?

Ваççа, арăмĕсĕрех хăйне паллама ĕлкĕрнĕскер, ним калама аптăраса, çăварне карса пăрахма çеç пултарчĕ. Хĕрелсе кайрĕ.

— Чар видикне, Якур! — терĕ çеç аран-аран илтĕнмелле. — Курам мар унти хама! Авă мĕн тунă манпа эрех!

Çак кунран Ваççа эрех ĕçме пăрахрĕ.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: