Алексей Аттил


Алексей Аттил (Алексей Васильевич Никитин) 1943 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кивĕ Ахпӳртре çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Шаккăлти вăтам шкулта тата Чăвашрадио комитетĕнче ĕçленĕ. Пултаруллă сăвăç, нумай вăхăт йывăр чирлесе пурăннă хыççăн 1979 çулта вилнĕ.

А.Аттил сăввисем республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта, ушкăнпа кăларнă кĕнекесенче («Виçĕ хĕлĕх», 1971, «Хĕвел пайăрки», 1981) пичетленнĕ. 1981 çулта «Илем» ятпа уйрăм кĕнекен тухнă.


Кĕнекесем

76

Хайлавĕсем