«Килсе çитет те çуркунне...»


Килсе çитет те çуркунне —

хуçаланма пуçлать.

Тӳпе хывать сăркка тумне,

кăвак тĕсе куçать.

 

Киоск урам кĕтесĕнче,

пĕрремĕш лĕпĕш пек,

çунатланать хĕвел çинче,

çиçет улт-çич тĕспе.

 

Асфальт типет юр шывĕнчен.

Çилпе тусан куçать.

Е курăнаççĕ кĕленче

ванчăкĕсем куçа.

 

Каçпа хуткупăс ирĕлет.

Çуртсен кĕтесĕсем

тапса сикеççĕ хирелле,

пире хĕсе-хĕсе.

 

Утаççĕ иккĕн. Ушкăнпа.

Хуллен е сулăмрах.

Чĕвĕлтетеççĕ е гопак

тĕвеççĕ урамрах.

 

«Урамсенче мĕн-ма шăпах

çуркуннепе, халь тин,

нихçан пулман йăваш хакпа

сутаççĕ апельсин?»

 

Асăрхамаççĕ, çирĕмре

çуркуннепе кашни —

Çĕр чăмăрĕ çинче пĕрре,

кашни — тĕнче патши.

 

Кăшт аслă çеç эп.

Çуркунне çитнишен те хавас.

Куратăп эпĕ ун чунне,

мана вăл — палламасть.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: