«Шав сăнатăн, темскер кĕтетĕн...»


Шав сăнатăн, темскер кĕтетĕн,

шикленетĕн «юратап» теме.

Те юри кăшт асаплантăр тетĕн,

те кĕтетĕн тепĕр этеме?

 

Чĕрӳпе шанса тăмасăрах, тен,

шухăшлатăн пулĕ: «Ку — мĕскер?

Тупăнĕ ак — юратса пăрахĕ.

Шӳтлĕ, кулĕ, улăп вăйлăскер».

 

Вăйлă çын, чăн, кăмăллă çын ĕнтĕ:

вăйлă çын пулмасть теприн айне...

Вăйлă çын ялан çӳлте пулин те,

ăмсанмастăп вăйлисен вăйне.

 

Ма тесен вăйпа çеç çырлахаймăн.

Ыйтăн ытларах та ытларах.

Шутлăн: «Ку упа çури, тен, тайлăк —

вăтанса, шыв сыпнă пек ларать».

 

Аслă çын тăнне те хапсăнмастăп.

Уттăрах яка та тӳр çулпа.

Кунăм-çулăм шав ăнса пымасть тĕк —

макăрас-и урă пуçăмпах?

 

Анне панă сывлăхпа та çитĕ.

Йăнăшсем те пулччăр хам çумрах.

Кирлĕ мар япшар та капăр çи те. —

Юрату тени килмест тумран.

 

Юратмастăн — ак мĕнпур сăлтавĕ

Пирĕн тĕрĕс щут ĕмĕрĕнче

кулакан куçсен суйи-ултавĕ

сăвăçшăн та хут чечек пек çех.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: