Сар ачапа сарă хĕр


— Тпру-у! Явăл! — чарайманнипе тарăхсах кăшкăрса ячĕ Елькка. Тилхепене икĕ аллипе те хыçалалла туртрĕ-туртрĕ вăл — çук, пурпĕр итлеттереймерĕ хăлхасăр яна-вара. Лешĕ, ăнсăр-тăнсăр эсремет, ялт çеç аçтаханалла. — Тпру-у! Пĕтеретĕн! Чарăн! Тпру-у! — тилхепене пĕтĕм вăйĕпе карăнарчĕ хĕрарăм. — Тпру-у-у!..

Тĕлсĕр. Пур-и, çук-и ун валли йĕвен — чĕптĕм те палăрмасть. Ирĕке тухнă çилçунатла, ваш та ваш ыткăнать. Чунĕ ун — çил, урисем — çулăм.

Матви те сисрĕ синкерлĕхе: — Пар-ха кунта! — терĕ вăл, тилхепене туххăмрах хăй патнелле çавăрса тытса. — Латсăр. Кăтартам эп ăна епле иртĕхмелли-каппайланмаллине. Тăкăнман кирĕкне тăкăнтарам...

Хушăран-хушă сулчăлатса, тăп хытара-хытара — чарăнма паллă пара-пара, чалака тилхепипе шарт хистевлерĕ Матви. Чалак, арçын пăркăчне туйнипе, тилхепе витĕмне те пăхăнма пăхрĕ пек малтанлăха, — енчен енне пăркаланса туртса пăявĕсене лачăртаттарчĕ, сӳсмене, йĕнерчĕке лăскарĕ; çирăп çыхманран — хырăмай чĕнĕ патлатса вĕçерĕнчĕ, — унтан, капла хăтланнипе усси-самайĕ çуккине кура, тата пĕрре вирхĕнме пикеннĕ çуни анаталлах тĕртнĕ-сулăнтарнăран, тытрĕ те, тилхепе тимлĕхне хартлатса-пăрахăçласа, сиктере пачĕ сиккипе.

Çунапа пĕрле юр та, юлас мар, хыпаланас тенĕн, васкать, питсене пыра-пыра сырăнать.

Тилхепене варт пăрахса пачĕ Матви Ельккана: — Ме, тыт. Çирĕп тыт!

Хăй, ӳречерен çатăрласа ялт! сикрĕ те юр çине, çул хыттипе ӳсĕмле-ӳсĕмле, çуна пуçĕ патне çывхарчĕ. Туртаран çакланчĕ. Малалла лаша чупнинчен те хытăрах ыткăнса, пĕкĕ тĕлĕнчи сӳсмен пăявĕнчен ярса тытрĕ. Тепĕр темиçе çеккунтран ни турта тăрăнтарса ӳкересрен, ни ăйăр ăмăрĕпе чышса антарасран хăрамасăр, вашт! туртăнчĕ те тискер кайăкланса, пĕтĕм тăлпăвĕн йывăрăшĕпе лашт! уртăнчĕ çилхи-йĕвенĕнчен.

Лаша, йывăрăша сирсе пăрахасла, хартлатрĕ, тулхăрчĕ, карăннă-саркаланнă сăмси шăтăкĕсенчен кăпăк сирпĕтрĕ; ухрĕ-ухрĕ парăнман пуçне, тăр-тăр чĕтрекен уриеене чăлхантарчĕ-чăлхантарчĕ, сулахаялла-сылтăмалла чалкăшрĕ, Матвие çыртса татасла, карчĕ-карчĕ çăварне, шăтăртаттарчĕ-шăтăртаттарчĕ шăлне, талпăнчĕ-талпăнчĕ...

Янк! сулăнчĕ çуна сулнăка.. Пашт! хăйпăнса сирпĕнчĕ Елькка çуна çумĕнчен...

Талпăнчĕ-талпăнчĕ те лаша, Матвие лутăркаса-аркатса тăкасси иртнĕрен, ташласа, вĕтĕр-вĕтĕр пускаласа, кайрĕ-кайрĕ те тăн-танла, пăш-пăш сывласа, тăнк! хытса тăчĕ пĕр вырăнта.

Матви, хăй те лаша майлах тарланă, пӳлĕннĕ Матви, ăйăр çилхине-йĕвенне пушатрĕ те ытамĕнчен, ӳсĕрĕлнĕ, анкă-минкĕленнĕ этемле, ниçталла утма чухлаймасăр аптăраса халсăрланчĕ. Итлемерĕç ăна урисем, лĕштĕр пулчĕ унăн кĕлетки.

Ӳкесрен Елькка пырса тытрĕ ăна хулĕнчен. Çуна патне çавăтса пычĕ, лартрĕ. Хăй, лаша умне пырса, сӳсмен пăявне тĕрĕслерĕ. Хырăмай чĕнне хытарчĕ. Йĕнерчĕкне майласа, урхалăха хăпартарах çыхрĕ. Чӳлĕке, турта пăявĕсене тĕрĕслерĕ. Чалака, ĕрĕхсе ăссăрланнăшăн, юнаса-ӳпкелесе хăмсарчĕ: «Тăмсай! Виçĕ пуслăх ăсупа виçĕ çын чунне хăртрăн! Хупмалла та сана пĕрре вĕтмелле шăмму-шакку ислениччен. Чим-ха, пулмăттăн вара ун чух чалак! Кĕçение илсе килетпĕр, вĕт, ăссăр!.. Чирлĕ çынна!..»

Çырмине те анса çитнĕ ăнтĕ. Лерелле, ялалла тӳрем вырăн, шиксĕр.

Елькка хăйпе пĕрле вăркăнса юлнă туй пĕркенчĕкне майласа хучĕ. Хупăлчипе витсе, улăм ăшнерех, шалалла тĕкрĕ ăна.

Тилхепене хальхинче Матви тытрĕ. Лав вăр-варсăр, шухă хавхаланусăр тапранчĕ вырăнтан. Çырма тĕпĕнчен тӳреме хăпарса, Анат Сăрмăшалла çул тытрĕ...

Вĕçет, ыткăнать юр стени, çухăрать, вăйкăнать çĕн тупан...

Ăçта, хăш тĕлте вăркăнса пырать Кĕçени? Çӳлте-и, çĕр çинче-и? Пĕлĕт кăпăкĕ ăшĕнче-и е юр кăпăшĕ ăшĕнче? Матвийĕ тата ăçта? Çунийĕ ма ыткăнать тата? Пашт! чикеленсе юлать Елькка аяккă. Вĕлт! сирпĕнсе лаплатать темĕнле хут çыхă юр çине. Хиркеленсе, пăрăнкăчланса, яшт! чарăнса тăрать юр тӳпи.

Лăпланса, тӳлекленсе ласт-ласт-ласт тăкăнма пуçăнать юр çăри.

Тĕревленет, хыттăнрах чавсаланать те Кĕçени малалла çаврăнса пăхать. Йăлт ăнланса илет тӳпепе çĕр хушшине вăйкăннă хĕрарăм: умра çырма, лаша ĕрĕхĕвĕ, Матви чăрсăрлăхĕ, хăрушлăх...

Лак ларать Кĕçени каялла, пĕтсе-пĕтсе килет унăн вăйĕ, чĕри кăлт-кăлт-кăлт лĕпсĕрленет...

Турăçăм! Каллех хăтарчĕ иккен Матви хăй мăшăрне, Кĕçение, вилĕмрен. Каллех парнелерĕ иккен ăна çутă кун, пурнăç.

Тулхăрать, кукалет тарăхнипе умĕнчи юпа картран вĕçерĕннĕ урхамах, йӳнелесшĕн мар, çырлахасшăн мар иккен нимĕнпе те. Сăмси шăтăкĕсенчен ун сирпĕнет кăпăк, сивчир тытнă чухнехилле чĕтренет кĕлетки.

Турăçăм!

Ывтăннă çĕртен тăрса Матвие пулăшма чупнă Елькка та, лăпланса-тӳлекленсе, çуна çине вырнаçрĕ, Матви те малтанхи тĕлех, ӳречепе çумлăн, тĕревленчĕ. Лав, паçăрхи шухă та çил-çиçкĕнчĕк лав, çырма тĕпĕнчен тӳреме тăрăшуллăн хăпарса, тикĕс вырăнпа юртма тытăнчĕ ялалла.

Турăçăм!

Пулаççĕ те иккен пурăнакан пурнăçра хăрамалли самантсем. Лаштăрр! çатăрласа илчĕ Кĕçение çĕр пăтлă ĕшенчĕк. Мĕн пулма пултарассине, мĕн курма пӳрессине (пуласса çаплах лулса тухнă-тăк — хăйне мар ĕнтĕ, ыттисене) куçĕ тĕлне турĕ те чирлĕ хĕрарăм — унăн пĕтĕм ăсне-тăнне шиклĕх хĕссе илчĕ.

Сисрĕ, туйрĕ, ăнкармаллипех ăнкарчĕ Кĕçени: халь çеç, халь кăна ухă йĕппи пек, сăнă пек чăвăнлатса иртнĕ вĕсен çумĕнчен хăрушă, ирсĕр, суккăр вилĕм. Халь çеç, халь кăна хăлха çунаттисене перĕнсе, çӳç пайăркисене вĕтелесе шăхăрса, хум çапса, вăркăнса иртнĕ вĕсен çумĕнчен тĕссĕр, йăхăравсăр вилĕм. Чикелентерчĕ те ĕнтĕ ăна вăл пĕр-пĕр хытăрах çĕре — çукчĕ ĕнтĕ вара Кĕçени яланлăхах. Тухса вĕçетчĕ унра халиччен упраннă сывлăш, ыратакан, çĕр çывăрттарман кĕлетке туххăмрах канлĕхленсе выртатчĕ ĕнтĕ юр çине...

Курăсăн: нимĕн те, нимĕн те пулса иртмен тейĕн Матвие пăхсан. Сăнĕ-пичĕ те тӳлекленнĕ ĕнтĕ унăн, тăл-пăвĕ-шăнăрĕ те сулчăланнă. Хушăран-хушă çеç, чалака астутарасла, ăна ятлаçанçи-хăтăранçи туса пырать.

— Мĕн эс, Матви... — тăвайккинче пулса иртни пирки калаçса ăшне пусарасси килнĕрен тата ун пирки тапратма кирлипе-кирлĕ маррине те тĕшмĕртсе пĕтерейменрен, упăшкине пăт-пат сăмах хушрĕ Кĕçени. — Тавтапуçах ĕнтĕ сана, Матви! — терĕ вăл халсăр сассипе чĕререн. — Тем те курăн çав, асăрханса пымасан.

— Нумаях юлмарĕ ĕнтĕ. Часах, ак, Анат Сăрмăш та. Шуйттан çырминчен те каçрăмăр. Эс вырт, вырт, Кĕçени, ан пăшăрхан, — канăçсăррăн хускăлкаласа илчĕ, арăмĕ çине шеллесе, хĕрхенсе пăхрĕ Матви. — Килте те, ак, янах шăмми ыратичченех калаçса савăнăпăр. Лаши у, мур тĕлне, тулăксăрри кӳлĕннĕ-мĕн те, пырать-ха лăпăстатса. Тутанчĕ те, ăна-кăна пăртак...

Ĕлĕкхи мар, ĕлĕкхи мар Матви. Унчченрех, çамрăкрах чухне вăл, пĕр вунсакăр-çирĕм çул каялла, сăмаха та суйласа-алласа тăмастчĕ, ытлашши-и, ытлашши мар-и — сапатчĕ кăна ывăçласа хунă пăрçалла. Вĕрилĕхĕ, кăмăлĕ çеç юлнă пулĕ унăн унчченхи, сăмаххисем, тыткаларăшĕ вара йăлт ку чухнехи — сулăмлă, виçеллĕ, йывăрăшлă. Кĕçени чирличчен те хаваслăхĕ, йăлкăшлăхĕ тарманччĕ-ха арçыннăн шухăшлă питĕнчен, мăшăрĕ чирленĕ хыççăн вара чăмăр пит шăммисемлĕ сăнĕ унăн талăкĕ-талăкĕлех хĕвелсĕр, хурлă, сулхăн.

...Çĕрле алтăраса ӳкрĕ Кĕçени. Хырăмĕ тĕлĕнче, аяларах, сылтăмра, каса-каса ыратма тытăнчĕ темĕскер. Пăвăртать-пăвăртать те çавскер, лăшш пула-пула каять кас-кас. Унтан каллех, тепĕртакран, малтанхинчен те хыттăнрах пăвма-ыраттарма тытăнать. Кĕçени, аптăратнине ирттерсе ярасла, упăшкине те вăратас темерĕ, инкекĕ пуçланнă-пуçланманах, суракан, каплана-каплана тарăхтаракан шалти чăмаккана пĕрре, алă лаппипе сăтăра-сăтăра, тепре минтерпе пусахла-пусахла пусăрăнтарма-лăплантарма тăрăшрĕ. Апла та, капла та пусăрăн-маннине-лăпланманнине курсан, ним тума ăна-тăна илеймесĕр, тăрса ларчĕ. Хуллен, урай хăмисене чĕриклеттермесĕр, утса çӳрерĕ. Шыв ĕçрĕ. Çĕрлехи сас-чĕве тăнларĕ. Каллех пырса выртрĕ.

Арăмĕ канăçсăрланнă саспа упăшки вăранчĕ. Ĕнер ирпе вăл рейса (Зима хулине) кайнăччĕ те лерен каçа юлса таврăнчĕ, çавăнла, ĕшенниле, кравать çине тӳннĕ-тӳнмен ыйха путнăччĕ.

— Кĕçени... — чĕннĕ евĕр, сăмах хушса арăмĕ енне çаврăвчĕ Матви. Кĕçени пичĕ çине пăхса илнĕ-илменех, тӳрех ăнланчĕ арçын: чирленĕ, темпе тăрук халсăрланнă мăшăрĕ. — Кĕçени... мĕн эс, шурă хут пек шап-шурă? Чирлемерĕн пулĕ те?

— Чирлесси-мĕнĕ... Аш туртса ыратма тапратрĕ-ха. Пĕтерет. Лăпланми хĕсĕрлет. Чĕптĕм те вĕçертмест, — ыратакан çĕре аллине хучĕ Кĕçени. — Пĕлместĕп, тем амакĕ. Чиперехчĕ каç выртсан. Ĕнер те, виçĕмкун та ыраткалатчĕ ĕнтĕ пăртак. Шатăрт! пăвăртса-пăвăртса килчĕ те кĕçĕр, çур çĕрпе. Касать, ваклать халь. Пăвăртать те пăвăртать. Ой-ой-ой!.. Каллех касса килчĕ.

— Паçăртанпах терĕн-и-ха? Эх, эсĕ те çав, Кĕçени, вăратмастăн. Паçăрах вăратмалла пулнă. Çийĕнчех. Ыратни тапраннă-тапранманах. Вăл-ку япалапа шӳтлеççĕ-и?! Темрен тем мăкăрăлса тухĕ ак. Хамăра хамăр пăхмасан — уямасан... Вырт та — чăткала ĕнтĕ пăртак. Эп — наччас, — тăчĕ, тумланчĕ Матви вăр-вар, алăк патнелле таплаттарчĕ. — Чĕртем-ха машинăна кайса. Эс унччен, кăшт выртсан, кансĕрех, йывăрах мар-тăк, тен, тăхăнăн, хатĕрленсе те тăрăн? Çитмеллех пулать пульницине. Куратăн: епле туртăшса, пĕтсе сывлатăн ху... Чăт ĕнтĕ пăртак, Кĕçени, чăт.

— Тен, тăхтаса пăхас кăшт, Матви, ирччен иртĕ-ха, тен, — ыратнине пытармасăр, хăйшĕн тăрăшнишĕн тав туса, савса та шеллесе пăхрĕ вăл упăшки çине. — Хăв та, ав, канман-çывăрман...

— Мĕн эс. Ман ыратмасть, кансĕрлемест, Кĕçени. Тепĕр кун та хакне кăларма пулĕ çывăрса. Каятпăр. Хатĕрлен, — терĕ те Матви пӳрт алăкĕнчен шанчăклăн, тӳррĕн тухса утрĕ...

Упăшки хыççăн алăк хупăннă-хупăнманах, шалти мăкăрăлчăк тĕлĕнче тепĕр хут касса-касса килчĕ те, Кĕçени, ыратнине чăтаймасăр, кăкăр тĕпĕпе йынăшса ячĕ, авăнса, пĕкĕрĕлсе тӳшек çине лапах тĕшĕрĕлсе анчĕ. Касса-касса ыратаканни халь, татса талпăннă пĕвелле, пĕр тĕле çеç мар, вар анине лапкишпех пусса-хупăрласа пăвăнтарчĕ, хĕрарăмăн пĕтĕм кĕлеткине, шăмшакне вĕрилентерсе пĕçертме тытăнчĕ...

... Çăлчĕ, çăлмаллипех çăлчĕ ăна çавăн чухне Матви вилĕмрен: арăмĕн ӳкĕтне пăхса тăмарĕ — хăпăл-хапăлах больницăна илсе çитерчĕ. Арăмĕ ӳкĕтне хăлхине чикнĕ пулсан-и?..

Çитнĕ-çитменех операцие хучĕç Кĕçение. Касрĕç, тасатрĕç... Суккăр пырши çурăлса кайнă пулнă иккен унăн, тăнă-тăнă та тулса, кӳпчесе, çурăлса кайнă... Уйăх патнеллех выртса тухрĕ вара Кĕçени больницăра. Ун чухне çуралас Августини те вартахчĕ-ха, пĕр икĕ уйăхсенчеччĕ-тĕр...

Дина...

Лал-лап-лап тăкăнать çăмламас юр. Лал-лап-лап сырăнать тутăра, çухавана, чаппана. Тĕнчи те, çуни те темле, асамлă-асамлă пушăлăхра пек туйăна-туйăна каять Кĕçение. Лап-лап-лап юр пĕрчи — тӳпепе çĕр пичĕ тăванлашăвĕн пин-пин-пин юратуллă саламĕ; çуни, йăкăр-йăкăр тупанлă авăнчăк çуни — туй çуни! Ларса пыраканĕсем, шур упалла шап-шуррăн курăнаканскерĕсем (тепĕр тесен, тем темелле ĕнтĕ вĕсене?!), ахăр, хĕр çураçма инçене-инçене пуçтарăнса тухнă евчĕсем-тĕр. Сулăмлă, чĕмсĕр, çăварĕсенчен вăхăт çитмесĕр çуррин-çурри сăмах та хăпăтса кăларма май çук латлă евчĕсем... Канлĕ те, ырă та пек Кĕçение кас-кас, ниçта та нимĕн ыратман та, кал-кал сывлăхлă та пек... Юхать, юхать юр шавĕ таçталла, тӳлек те, путлĕ те пек йăлтах. Чунлă та, нăйкăшсăр та пек веçех... Кĕçени те Кĕçени мар пек пач — юн выляса тăракан вăхăтри хаваслă, тулли сывлăхлă, çиçкĕнчĕк хĕр пек... Тух та, ак, ташша, тăрăст! тап та карта варрине купăс çеммипе кĕвĕллĕн пу-уçла-а урай хăмине ĕшелентерме, лара-тăра пĕлмен каччăсен чĕрисене алăри тутăр вĕçĕпе вĕл те вĕл çӳçентерсе. Кăчăк туртма, кулма-йыхăрма...

Кĕçени, те, чăн та, ури тупанĕсем ăсĕнчи кĕвĕ-çемĕ май кĕçĕтнĕ евĕр пулнăран, хыттăнах хускалкаласа илчĕ, йăшăлтатнипе тĕкех кăларчĕ хут коробкăна çуна хĕрринелле, ӳрече патнелле. Хут коробкăн хуппи каллех кăшт сирĕлчĕ. Кĕçени куçĕ тĕлне паçăрах асăрханă, хуйханнипе ыйтма маннă шурă япала курăнах кайрĕ. Хут коробкăна Елькка хулпипе çирĕппĕнех пусарчĕ те, чап-пан айне аллисемпе уçăлтарса, улăм ăшнелле шанчăклăрах тĕкрĕ.

— Мĕн у, ку, шурри? — çырмаран хăпарнăранпах сăмах хушманран тата унашкал вăрăм коробкăри япала мĕн иккенне пĕлесси килнĕрен Ельккана куçĕпе ăшăтса пăхрĕ Кĕçени. — Тем, пукане тавраш мар-тăр та? Кĕçĕннине, Маринкине, туянса пама пулнăччĕ те вĕт, шкула каяс умĕн юлашки пукане тесе. Кĕтет пулĕ ĕнтĕ, мăнтарăн.

— Ăна-и, пуканине-и? Хамăр лавккара та туянăпăр-ха ăна. Пурччĕ-ха унта, пурччĕ тем тĕрли те. Çапла ĕнтĕ — ача кăмăлĕ. Ку-и? Ку — мĕн-ха, Кĕçени кума... — кăна хăй пĕлтерсен е Матви каласан авантарах пулмĕ-ши тенĕн, Матви еннелле куçне вĕлт ывăтрĕ Елькка, — Ара, кĕтĕмĕр те, ав, сельмага...

— Ку... мĕн-ха, вăл, Кĕçени... Туй пĕркенчĕкĕ... — арăмĕ питренех тинкернĕрен тата кунашкал явапа Ельккан мар, хăйĕнех тытмаллине сиснĕрен, тӳрех, ним аякран-мĕнрен çавăрмасăрах каласа хучĕ çакна Матви. — Туй кĕпи, ара, фата... Тăхăнать вĕт-ха качча каяс хĕ...

— Дина-и? — кам ятне туяннине ăнланасшăн пулчĕ Кĕçени. — Эй эс, ашшĕ те. Пĕрин çăварĕнчен хăтарма ĕлкĕреймерĕмĕр, тепĕрин, камăн та пулин, çăварне ирĕксĕр персе чикес тетĕн-им эс? Тăван хĕрӳ вĕт, Матви, шухăшла. Ĕлкĕрĕ-ха качча кайма та, çемьеленме те. Иртерех-тĕр-ха ун валли фатасем-мĕнсем, туй пĕркенчĕкĕсем туянса тăккаланассисем. Е... — сиснĕ, туйнă пекех тăрук шăпăртланчĕ Кĕçени...

— Ĕ-ĕ, мантăн-им, ара, амăшĕ, — куç хӳрисене чеелентерсе кăшт куларах та, кăшт шӳтлешерех те пăхрĕ арăмĕн питĕнчен Матви. — Кам валли пултăр, ара, Кĕçени? Хамăр валли, ара, хамăр валли! Мантăн-им упăшку сăмах панине? Паян, ак, тĕлнех — туй пĕркенчĕкĕ. Хăть вăрç, хăть ятла ĕнтĕ — туянтăм. Кăмăлтан. Чунтан-чĕререн. Кĕçени, ма кулан, ма кулан?.. Вăт, ĕненмен...

— Э-э-э... Вăт, аспати... Мăнукăмăрсене утьăкка сиктерме çул çитнĕ ĕнтĕ иксĕмĕрĕн те, вăл пур — туй пĕркенчĕке... — туянăвĕ чунĕ патне пынине палăртнăн, пĕтĕм сăнне-питне ăшă-ăшă кулăпа çутăлтарчĕ Кĕçени. Ячĕшĕн хăтăранçи те туса илчĕ ăна. — Тӳттӳрӳт! Ăйван! — терĕ юн писнĕ тутисене юн килтерсе.

... Туй пĕркенчĕкĕ!.. Вăт, ухмантей! Туйăн сасси-чиперĕ кĕрлесе иртни те тахçанах ĕнтĕ, вăл пур!.. Юрĕ ĕнтĕ, мĕн ятлаçни-вăрçăнни уншăн. Илнĕ-тĕк, туяннă-тăк — вырнаçĕ, майлашăнĕ ĕнтĕ малашне. Ӳсес ӳсĕмсем, качча кайса пĕркенчĕк пĕркенессисем те пĕрре кăна мар-ха килĕнче вĕсен — пиллĕкĕн тан. Вăхăчĕ çитсен, савăнăçĕ савăнăç вырăнне картăнсан, юравлă пулĕ хăшне-хăшне. Ак, Дини те, хĕрĕ, асли, лармĕ ашшĕ-амăшĕ йăвинче темиçе çулсемех пăчăхса. Каласа та тăмĕ, вĕçсе тухса кайĕ. Мĕн ĕнтĕ, мĕн тăвас тен, хĕвелĕ пăхать-тĕк, çумăрĕ çăвать-тĕк — пиçмеллех ĕнтĕ пиçмелли çимĕçĕн. Юрласа, чăп-чăмăркка пиçмелле. Пиçмелле те, ырă-сывă майлашăнсан, хăйĕн çимĕç кӳме тытăнмалла: ачи-пăчи йăкăлтăккин-йăкăлтăк сикме тытăнмалла чĕрçи çинче... Мĕнешкел тăп-тăр уяр та хип-хитреччĕ Кĕçенин иртнине малаш кунĕсем. Вĕçсе, чĕвĕл-чĕвĕлтетсе тăватчĕ вăл алла лекен-мĕн ĕçе. Ним хуйха-суйха, эрлĕке-кулянăçа пĕлместчĕ йăлтăр кăмăллă хĕрарăм. Лартрĕ те, ак, çĕлен павнă пек пăвăртса... Çук-тăр, пĕрре çăлчĕ, иккĕ çăлчĕ Матви, виççĕмĕшĕнче те çăлас, терĕ... Тухтăрсем те йăпатнисĕр, мĕн-ку апат çимеллисемсĕр пуçне нимĕнех те уççи-хуппине калаймарĕç, иртессе шантарса, ăшă сăмахсемпе çеç самайланма сĕнчĕç. Самайлянсан, вăй пухарахпа, тепре хума пулчĕç операцие... Ĕне-пăруласан, çуркуннене хирĕç, ăшă сĕт ĕçкелеме тытăнсан, самаях ăша пыраканччĕ те вĕт вăл. Халь ĕне пушанасса та тепĕр икĕ уйăх кĕтмелле-ха, ав. Инçе çав-ха унччен, инçе, çывăх мар... Çуркуннене тухсан, ак, çĕршыв хытма-типшĕрме пикенсен, йывăра тапăнмалли пулать-ха Матвипе иккĕшĕн, никĕс ямалла, çĕнĕ пӳрт хăпартмалла пулать. Тепле, сывалаясчĕ те Кĕçенин çавăнччен, тăраясчĕ те ури çине... Матвийĕ те, хĕрĕхри хĕрелмес, хĕрхенмен укçи-тенкине, туй пĕркенчĕкĕне аппăланнă. Ай-яй перекетлĕ тыткаламалла та ăна халь çине. Кĕрекенни çук таçтанах. Хăй те, ак, ку яхăнта ĕç çумне çыпçăнаймарĕ, уссинчен ытла тăкакне çеç кăтартрĕ пулмалла. Шупашкарăн-пульницан çӳресе те чылаях тăккаланчĕ-тĕр. Вĕçертесси çеç ăна, нухратне. Алли çăмăл ун, укçа-тенкĕн, кĕсъене çакланнă-çакланманах вăшт! туха-туха сирпĕнет. Апла-тăк, пӳрт-çуртпа кĕрмешнĕ чух, пушшех те пĕлсе, перекетлĕ тыткаламалла, эппин, ăна. Чухласа, уяса çеç кăлармалла кĕсъерен. Тыт ăна — пĕрре вĕçерĕнчĕ-тĕк... Туй пĕркенчĕкĕ!.. Хăçан вăрçăнса, урлă пулса курнă-ши Матвипе Кĕçени пĕрре? Матвипе арлă-арăмлă пурăннă çулсем Кĕçенишĕн тӳпере хăй юррипе киленекен тăр-тăри пекех хăвăрт-хăвăрт иртсе çухалчĕç. Ĕнтĕ — ачисем те çур теçетке... Ырă, Кĕçенишĕн ăнмаллипех ăннă этем, упăшка! Мĕнле, телейлĕ-ши Матви Кĕçенине? Иккĕшĕ пĕрлешнĕшĕн çук-ши ун чĕринче ӳкĕнĕç? Çĕвекленсех çĕвекленнĕ-ши икке шарт уйрăлнă телейĕ?.. Апла-и, калла-и те — чĕптĕм те ӳпкелемелли çук Кĕçенин Матвие. Юрлă-и, варлă-и, çитнĕ-и, çитмен-и, тарăхнă-и, тарăхман-и, — ни сивĕ сăмах персе янине, ни ӳпкелесе калаçнине, ни алăпа хăмсарнине курман унăнне Кĕçени. Лайăххине, тĕртлетменнине-кăмăскăлайманнине çеç курнă-асăрханă унăнне. Çавăнпа канăçлă та, мăрт-мартсăр та пуль Кĕçени, ăшпиллĕ-юратуллă та пуль... Курманни, çупăрламанни ачиçене Кĕçенин! Ах, мĕнле пурăнкаларĕç-ши, чăткаларĕç-ши ĕнтĕ мĕскĕнсем! Çитет те, ак, кĕрет те пӳрте Кĕçени çумне чăмăртаса çупăрлать вĕсене, сивĕнсех сивĕнмен, юлнă пек ăшшине йăлт ачи-пăчине парать. Тен, вĕсене курнипех-савăннипех, ура çине те тăма тытăнать. Вăй пухать, чиперех кĕреленсе, самайланса каять. Тытать икĕ, алла пĕр ĕç, ним ыратни-чăрмантарнине те пăхмасть, турткаланман лашалла — ĕçлет, ĕçлет, ĕçлет... Ах, йăлтăр-йăлтăр иртнĕ кун çути!.. Туй пĕркенчĕкĕ!..

■ Страницăсем: 1... 18 19 20 21 22 23 24 25 26 27 28 ... 35

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: