«Кам мĕнле ăнланать илеме...»
Кам мĕнле ăнланать илеме:
Кам-тăр — юр юрласа киленет.
Кам-тăр — канăç шырать сăвăра,
Ӳнерте ăна кам-тăр курать.
Пĕрисем — юратаç чĕр чуна,
Теприсем — ӳстереççĕ хунав...
Черккере кам курать илеме —
Хăй чунне хăй пуçлать хĕнеме...
Мĕн чарать илеме хаклама?
Черккере пултарать вăл путма.
ОЛЬГА ТАПИРОВА (2011-10-01 19:43:02):
пите терес самахсем,хальхи çамрăксене пырса тивет!
ОЛЬГА ТАПИРОВА (2011-10-01 19:43:03):
пите терес самахсем,хальхи çамрăксене пырса тивет!