«Шăрçаланать халь пурнăç тексчĕ»


Шăрçаланать халь пурнăç тексчĕ,

Çапать машинка сас палли.

Кашни сăмах халь пурнăç терчĕ,

Кашни страница сан валли.

 

Эс пурнăç нушине курманччĕ

Мĕнле тертпе вăл килнине.

Ак çитрĕ те çав терт саманчĕ

Çырма пуçларăм çын чунне.

 

Çук, тăмран мар вăл çыннăн чунĕ,

Çук, кирпĕч мар пуль сас палли.

Анчах мĕн чухлĕ автор юнĕ.

Юхса пуль кĕнеке тулли.

 

Тухать халь сас палли, сăмахĕ...

Пуçтарăнать пĕр ăс пуххи.

Мĕнле асам тĕнчен юмахĕ

Ку кĕнеке пек калĕ-ши?

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: