Елис пĕви


Каç. Çил те çук. Тӳпе янкăр таса. Елис урама тухрĕ. Йĕри-тавра шăп, пĕр сас-чӳ те илтĕнмест. Тӳпере çеç çалтăрсем пĕр-пĕринпе куç хĕсмелле выляççĕ. «Кашни çыннăнах тӳпере çăлтăрĕ пур теççĕ. Ача çуралсан çăлтăр тухать, çын вилсен вара çалтăрĕ те сӳнет теççĕ. Манăн та тӳпере çăлтăр пур-ши? Хăшĕ-ши вăл? — шухăшларĕ хĕр. — Тен, çынсем калани тĕрĕсех те». Çак шухăшсемпе Елис пĕве хĕрнелле утрĕ.

Кунта вырăнĕ питĕ илемлĕ, чăн-чăн юмахри пекех туятăн хăвна. Йывăçсем çӳлелле кармашса ӳсеççĕ. Хăшĕ çӳлерех каятпăр теççĕ-ши? Таçта шалта, йывăçсем хушшинче, чарăна пĕлмесĕр шăпчăксем юрă шăратаççĕ. Пĕвере пĕр-пĕринпе ăмăртса шапасем юрлаççĕ.

— Ах, ытла та илемлĕ-çке çуллахи каçĕ. Шăпчăкĕ тата… Мĕнле кăна юрламасть-ши? Итлесе тăранаймастăн вĕт. Киле те кĕрес килмест, — сасăпах калаçрĕ хĕр хăйпе хăй.

Пĕве хĕрринчех пĕр яштака хурăн ӳсет. Ăна çамрăк чухне Елисăн асламăшĕ лартса хăварнă. Асламăшне хĕр ача кăшт çеç астăвать. Ача чухне ун патне час-часах çӳретчĕ-ха. Хăйĕн çепĕç чĕлхипе калаçа-калаçа асламăшне савăнтаратчĕ. Асламăшĕ те мăнукне питĕ юрататчĕ, ăна юмахсем каласа паратчĕ. Çамрăклăхĕ çинчен, пурнăçĕ çинчен каланине те итлеме кăмăллатчĕ хĕр ача. Мăнукне ĕçе юратма, тирпейлĕ, ырă кăмăллă пулма ăс паратчĕ асламăшĕ. Вăл вĕрентни сая кайман. Чăнах та, Елис пур енчен те пултаруллă, ĕçчен, кăмăллă та çепĕç хĕр пулса ӳсрĕ. Урамра ватă çынсемпе те кăмăллăн калаçать, сăмах хушмасăр иртмест. Ача-пăча валли те кирлĕ сăмах тупăнать.

Елисăн шăпи çынсенчен урăхла пулчĕ. Пĕве хĕрне япала çума кайсан вăл сасартăк шыва кĕрсе ӳкет. Темĕнле тăрăшсан та вăл шывран ишсе тухаймасть. Шыври темĕнле вăй ăна аялалла туртать. Пĕве тĕпĕнчи асамлă патшалăха лекет Елис. Кунта та çынсем пурăнаççĕ, анчах вĕсем пачах та урăхла. Пурте пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, йывăр вăхăтра пулăшаççĕ. Мĕн вăл тавлашу, хирĕçӳ, кунти çынсем пĕлмеççĕ. Елис кунта тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет. Кун пеккине вăл юмахсенче çеç курнă.

Ялта пурте Елиса шыраççĕ, ниçта та тупаймаççĕ. Вăл шыва кайнине те никам та курман.

Амăшĕн хĕрĕшĕн кулянипе çӳçĕ те часах шуралать. Пĕр кун та йĕмесĕр иртмест. Пĕррехинче амăшĕ тĕлĕк курать. Тĕлĕкре ун патне юратнă хĕрĕ Елис килнĕ пек. Вăл амăшне тĕлĕнмелле хыпар пĕлтерет. Ăна илтсен амăшĕ çĕрĕпе те çывраймасть, куçне хупсанах хĕрĕ курăнать. «Анне, эсĕ маншăн пĕрре те ан кулян. Кунта, шыв тĕпĕнче, эпĕ аванах пурăнатăп. Хама валли хĕр-тантăшсем те тупрăм», — тет хăйĕн çепĕç чĕлхипе Елис. Çак сăмахсене илтсен амăшĕ тăрса ларать. «Ку тĕлĕкре пулчĕ-ши е чăнах-ши? Мĕнле-ха капла? Пĕртен-пĕр хĕре те çухатрăм-и вара?» — пăшăлтатать амăшĕ.

Тепĕр кунне Анук аппа çак хыпара кӳршисене те пĕлтерет. Ăна илтсенех пурте тĕлĕнеççĕ. Кун пекки нихăçан та пулман-çке теççĕ. Анук аппа час-часах пĕве хĕррине çӳрет, Елиса каялла таврăнма чĕнет. Çук, хĕр темĕнле чĕнсен те, темĕнле йĕрсен те каялла таврăнмарĕ.

Ял варринчи пĕвене çакăн хыççăн Елис пĕви теме тытăнаççĕ. Çак пĕве халĕ те пур. Унта çуллахи вăхăтра хур-кăвакал ишсе çӳрет. Шăрăх çанталăкра ун хĕрринчен ача-пăча татăлмасть. Çынсем те кунта япаласем çума çӳреççĕ. Елисăн асламăшĕ лартнă хурăн халĕ те ӳсет-ха. Вăл пĕтĕм тавралăха илем кӳрсе ларать.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Людмила (2011-10-25 02:28:58):

Саша, маттур! Аван çырнă. Калаву çăмăллăн вуланать. Малалла та ырсах тăр.Ăнăçу сана.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: