Пĕвепе йăмра
Мĕнешквл тулли эс, кив çырма пĕвийĕ, —
Кассăн çил килсессĕн хум яран!
Эс пăхма пит капăр...
Йăлтăркка хум çийĕн
Хур пуххи ишет кунта ялан.
Кукăр суха пуç пвк кутамас тымарлă
Умăнта ӳсет лаштра йăмра.
Вăл — кĕреш пӳ-силлĕ, çатăркка туратлă.
Вĕт тымар мĕн чухлĕ ун тавра!
Миçе хут çак йывăç шалкăм çумăр хыççăн
Хумсене тытса пуль — татасран!
Эх, çакна пĕлместĕн эс, пĕве, ир-каçăн
Çырана хум хыççăн хум яран...
Çук, пĕве, ан курнăç, йăмрара — сан пурнăç.
Çырана анам-и, пĕр сăмах калам:
Тымарсем хăрсассăн, йывăç йăвансассăн,
Шывунтан юлать-ши пĕр тумлам?
«Тикес мар вăрман тăрри...»
Тикес мар вăрман тăрри,
Витĕрех курнать вăрман,
Мĕн пăхать Вăрман Турри.
Вăррăн ма алли хăрман?
Уйсене сухаламан.
Курăнмасть хуçа пурри.
Пур тăк мĕнщĕн çĕр çăтман?
Чăтаять-им Çĕр Турри?
Татăлаççĕ пĕвесем.
Ялĕпе те çук кĕпер.
Шыв Турри те çĕтнĕ, тем?
Тупăн, Турă, пул чипер!
Елис пĕви
Каç. Çил те çук. Тӳпе янкăр таса. Елис урама тухрĕ. Йĕри-тавра шăп, пĕр сас-чӳ те илтĕнмест. Тӳпере çеç çалтăрсем пĕр-пĕринпе куç хĕсмелле выляççĕ. «Кашни çыннăнах тӳпере çăлтăрĕ пур теççĕ. Ача çуралсан çăлтăр тухать, çын вилсен вара çалтăрĕ те сӳнет теççĕ. Манăн та тӳпере çăлтăр пур-ши? Хăшĕ-ши вăл? — шухăшларĕ хĕр. — Тен, çынсем калани тĕрĕсех те». Çак шухăшсемпе Елис пĕве хĕрнелле утрĕ.
Кунта вырăнĕ питĕ илемлĕ, чăн-чăн юмахри пекех туятăн хăвна. Йывăçсем çӳлелле кармашса ӳсеççĕ. Хăшĕ çӳлерех каятпăр теççĕ-ши? Таçта шалта, йывăçсем хушшинче, чарăна пĕлмесĕр шăпчăксем юрă шăратаççĕ. Пĕвере пĕр-пĕринпе ăмăртса шапасем юрлаççĕ.
— Ах, ытла та илемлĕ-çке çуллахи каçĕ. Шăпчăкĕ тата… Мĕнле кăна юрламасть-ши? Итлесе тăранаймастăн вĕт. Киле те кĕрес килмест, — сасăпах калаçрĕ хĕр хăйпе хăй.
Пĕве хĕрринчех пĕр яштака хурăн ӳсет. Ăна çамрăк чухне Елисăн асламăшĕ лартса хăварнă. Асламăшне хĕр ача кăшт çеç астăвать. Ача чухне ун патне час-часах çӳретчĕ-ха. Хăйĕн çепĕç чĕлхипе калаçа-калаçа асламăшне савăнтаратчĕ. Асламăшĕ те мăнукне питĕ юрататчĕ, ăна юмахсем каласа паратчĕ. Çамрăклăхĕ çинчен, пурнăçĕ çинчен каланине те итлеме кăмăллатчĕ хĕр ача. Мăнукне ĕçе юратма, тирпейлĕ, ырă кăмăллă пулма ăс паратчĕ асламăшĕ. Вăл вĕрентни сая кайман. Чăнах та, Елис пур енчен те пултаруллă, ĕçчен, кăмăллă та çепĕç хĕр пулса ӳсрĕ. Урамра ватă çынсемпе те кăмăллăн калаçать, сăмах хушмасăр иртмест. Ача-пăча валли те кирлĕ сăмах тупăнать.
«Хĕвеле хупларĕ...»
Хĕвеле хупларĕ
хуп-хура пĕлĕт.
Тунсăхăма ниçта хума пĕлмесĕр
пĕве хĕррине
пырса тухрăм эп.
Инçех те мар
шап-шурă чул выртать,
чĕрĕ пекех мана
куçран пăхать.
Ăна,
ăшăскере,
алла илетĕп,
ачашлатăп,
чĕрем çумне тытса
татах та ачашлатăп,
вара
пĕве варринелле
вăркăнтаратăп.
Пĕве çине
вăр çавра хум тухать.
Ман шурă чул
пĕве тĕпне путать.
Сивĕ пуль пĕве тĕпĕнче.
Тĕттĕм пуль
пĕве тĕпĕнче.
Чулăм ăшăттăр
унти сивлеклĕхе,
Кăштах çутаттăр
унти тĕттĕмлĕхе.
Пулă пырса
чуптутăр ăна.
Уйăх çӳлтен
сăнатăр ăна.
Ҫумӑр вӑхӑтӗнче
Çуллахи пĕр шăрăх кунхине, кăнтăралла сулăнсан, çанталăк хăвăрт улшăнса кайрĕ. Таçтан вăйлă çил çĕкленчĕ, ял варринчи ватă йăмрана хумхатма тытăнчĕ, улăм витнĕ лупас тăррисене сире-сире пăрахрĕ. Хура та тĕксĕм пĕлĕтсем çутă хĕвеле карса илчĕç. Кун çути каç çывхарнă чухнехи пек тĕттĕмленчĕ. Часах çиçĕм ялтăртатса çиçрĕ, аслати хăрушшăн кĕмсĕртетсе кайрĕ. Вара вăхăт нумай та иртмерĕ, шултра çумăр чашлаттара пуçларĕ.
«Нăрик! Нăрик!» — урам тăрăх сысна çурисем çухăра-çухăра тарма тытăнчĕç. Ачасем те килĕсене кĕме васкарĕç.
— Ах, Хветĕр, — терĕ Укахви инке тултан чупса кĕрекен ывăлне, — хурсем пирĕн халь те çырмарах çӳреççĕ пуль. Пĕр-пĕр хӳтĕрех вырăна хăваласа ярасчĕ-çке вĕсене?
Хветĕр, хăйĕн çӳхе те сарлака пиншакне пĕркенчĕ те, çумăр витĕрех урама тухса чупрĕ. Ял вĕçне çитсен, вăл чарăнса тăчĕ. Хăй йĕп-йĕпе пулчĕ. Йĕри-тавра пăхкаларĕ, çырманалла чупса анчĕ. Çырмара шыв кĕрлесе юхать, шыв кĕрлени аякранах илтĕнет. Хветĕр тĕрлĕ енне пăхкаларĕ, пĕр хур та курăнмасть. Пĕве хĕрринчех мар-и, тесе, вăл карас пĕви патне чупса çитрĕ. Хурсем унта та çук. Шыв пĕве урлă юха пуçланине асăрхасан, Хветĕр шартах сикрĕ. Унта-кунта пăхкаларĕ — никам та çук. «Мĕн тумалла? Халех çынсене чĕнес-çке», тесе пăшăрханса шухăшларĕ вăл.
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...