Паркра чухне, пĕррехинче...


Паркра чухне, пĕррехинче,

Тĕмсем енчен илтетĕп сасă:

– Тухсассăн çакăнтан эп сансăр

Манран халь кулĕ çут тĕнче.

 

Çак ĕç пулман пек пытарса

Киле мĕнле питпе эп кайăп?

Çук, çук, хамрах…

хамрах пур айăп…

Атя, каяр…каяр тăрса…

 

Тăнлатăп тĕм енчи сасса,

Хам тавралла пăхса илетĕп:

Хуть çылăх пултăр, иçмасса,

Камсем мĕн тунине пĕлетĕп!

 

Хуллен, хуллен утса пыратăп,

Сиретĕп шăппăн пĕр тĕмне:

Ак, тĕлĕнтермĕш!

Мĕн куратăп!

Ача-мĕн çурнă хăй йĕмне…

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: