Ĕмĕтĕм


Хавшак пулсан пуплевĕм

хута çырса чĕрмелĕх.

Халăх чĕлхин хĕлхемĕ

чĕресене чĕртмелĕх.

Чĕлхем пултăр вут-хĕлхем,

халăхран ăна илем.

 

Çын пуçĕнче çĕр шухăш,

çĕрĕшĕнчен пĕр тĕрĕс.

Халăх шухăш – пĕр шухăш,

вăл та пулин тĕп-тĕрĕс.

Шухăшăмра халăх пур,

çавăнпа чăн сăмах пур.

 

Куçăм сӳнсен мĕн юлĕ?

ĕмĕр сӳнми тавралăх.

Пуçăм тӳнсен мĕн юлĕ?

ĕмĕр тӳнми ман халăх!

Халăхăмран илнĕрен

пĕр-ик сăввăм юлĕ, тен.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: