Патраккел çăлкуçĕ
Ак пĕр ĕмĕр тапать,
Пит илемлĕн юхать
Патреккел ялĕнчи çут çăлкуç.
Хыçа ĕмĕр юлни,
Вăхăт шавлăн иртни
Сисĕнмест ун çине вăлтсан куç.
Ма тесен çулсерен,
Ял çынни ĕçченрен
Кивелмест, çĕнĕрен вăй илет,
Шап-шур çурт ăшĕнчен
Илĕртӳллĕ тĕнчен
Ытамне вăл асамлăн илет.
Кунта шкул ачисем
Шурă юр ирĕлсен
Тирпейлеççĕ çăлкуç таврашне,
Илеме çул парса,
Чечексем те лартса
Хăвараççĕ кашни клумбине.
Çуллахи вăхăтра
Кăнтăрла, шăрхра,
Çăл куçри сиплĕ шыв вăй парать.
Пур беседка кунта,
Ĕшĕнсен сулхăнта
Ял ĕçченĕ канма кăмăллать.
Пур утар та кунта.
Кунĕпех çакăнта
Вĕлле хурчĕ сĕрлет, пыл пухать.
Ыр ĕçе çул парса,
Паха пыл пуçтарса
Патреккел çуллен ӳсĕм тăвать.
Çут çăл куç юхакан
Çурт çамкин курнакан
Вырăнне вырнаçтарнă икон.
Турă амăш сăнне
Пĕтĕм халăх умне
Ахаль мар лартса хунă иккен.
Çăл пуçламăшĕнчен,
Чăн хăвачĕ çинчен
Ялăм ман тĕлĕнсе калаçать.
Çавăнпа пур енчен
Хăнана килекен
Çăл курма, шыв ĕçме май тупать.
Инçех мар ялăмран,
Кăшт кăна айлăмра
Фонтан пек çӳлелле сирпĕтсе,
Чĕрĕ кĕмĕл пекех —
Туррăн чăн ырлăхех —
Шыв тухать хăй çинчен систерсе.
Çук, тăпра анчах мар,
Сарă хăйăр та мар
Çăл тапса тухакан вырăнта.
Темĕн пысăкăш чул
Ватса уçнă вăл çулĕ
Ак çĕр çул халь юхать çакăнта.
Çак таса çăл шывне —
Туррăн чăн хăватне —
Халăх пит савăнса йышăнать,
Ыр палла чăннипе,
Чун-чĕре хушнипе
Сыхласа хăварма май тупать.
Илеме упрама,
Çăла тĕплĕн тума
Проект тунă Хусан хулинчех.
Тасан ĕмĕр юхма
Кĕмĕлне те хума
Ăс çитернинчен тĕлĕнмеллех.
Ак патшалăх кĕçех
Пархатарлă ĕçе
Тутарма укçа-тенкĕ парать.
Тĕрлĕрен халăхсем,
Нимĕçсем, тутарсем
Çакăнта ĕçлени паллă факт.
Инженер-нимĕçе:
«Пултарать пур ĕçе», —
Тесе çеç хак парать халăх ман.
Тутарсем тарласа,
Чăвашсемшĕн çунса
Ĕçлени паянччен манăçман.
Çăл тума пуçлани
Елчĕк ен халăхне
Выçлăхран хăтарса хăварать.
Халăха ĕç пани —
Пурнăçне сиплени —
Халиччен те пуçа тайтарать.
Çак таса вырăна,
Çывăхри таврана
Патреккел çыннисем лартнă сад.
Халь унта йывăçсем,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕмсем
Илнĕ вăй. Сад хитрен курăнать.
Паянхи çамрăксем,
Шыва ĕçекенсем,
Епле манăпăр çак ĕçсене.
Несĕлсен ыр ĕçне,
Чăн-чăн палăк-çăлне
Упраса хăварар ĕмĕрне.
Кашни çул çуркунне
Патреккел çăл шывне
Кĕл туса тасатма пухăнсан
Сад пахчи шавлани
Пĕтĕм халăх килни
Илĕртет. Хĕпĕртет чуну сан.
Шыв пахалăхĕпе,
Хăйĕн тытăмĕпе
Кавказри минерал шывĕ пек.
Çш-чик чирĕсенчен
Е чĕре чирĕнчен
Сипленме пулать ун шывĕпе.
Çын ахаль каламасть,
Шыв сиплет, сыватать,
Ма тесен Туррăн пилĕ унта.
Çӳлти Туррăн парни,
Вăл пире ыр сунни —
Тесе халăх çӳрет çакăнта.
Пит сипетлĕ шыва
ĕçме, усă курма
Ялти халăх кăна-и çӳрет?
Çынсене юратса,
Çак шыва тасатса
Районти пур чиркӳ те сĕнет.
Президент та килсен
Çак шыва астивсен, —
«Кун пек чыслă, таса çăл куçа
Халиччен эп курман,
Тутанса та пăхман», —
Тесе пит савăнтарчĕ чуна.
«Патреккел çăл куçне»,
Минераллă шывне
Халь завод банкăпа кăларать.
Хулана ăсатса
Лавккара та сутса
Пур çынна та ĕçме май парать.
Инçех мар çăл куçран
Виçĕ кӳлĕ куран,
Çак çăл шывĕ унта чӳхенет.
Йывăçсем нумайран,
Илемпе тулнăран
Кайăк-кĕшĕк кунта иленет.
Пулăçсем те нумай,
Пуллисем те самай
Лекнĕрен пăрăнмаççĕ кунтан.
Кашни ир, кăнтăрла,
Тен, кăштах канмалла,
Çын çӳрет çакăнта пур чунтан.
Çакăн пек вырăнсем,
Çын тирпей кӳнисем,
Таврара нумайланччăр паян.
Парк-скверсем, ращасем,
Çăл куçсем, палăксем
Илемпе тыткăнлаччăр ялан.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...