Уяр кун. Чĕлле


Уяр та сивĕ кун. Хĕлле.

Шап-шурă юр выртать. Чĕлле.

Пите сив сывлăш чĕпĕтет.

Анчах кĕрес килмест пӳрте.

Ман инçете каяс килет —

Хальччен çитсе курман тĕле:

Горизонтри тусем хыçне,

Виçсе пăхмашкăн инçĕшне.

Вĕлтĕртетет юр илĕртсе.

Урасенче ман — йĕлтĕрсем.

Чупма васкаççĕ урасем

Инçетелле. Умра — тусем.

Вăрман çинче — шап-шурă пас.

Ман ун çине килет пăхас.

Ытараймасăр илемне,

Чăмас килет вăрман ăшне.

Ак, вирхĕнетĕп васкаса.

Сив сывлăш уçă та таса.

Сывлатăп çăмăллăн унпа

Эп, киленсе уяр кунпа.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Agabazar (2015-08-28 21:55:14):

Кунти "чĕлле" сăмах мĕне пĕлтерет?

 

тахшин (2015-09-15 07:36:56):

Agabazar,эпĕ те тӳрех калаймап. Интернета шырама кайса пăхас ...

 

тахшин (2015-09-15 07:37:10):

Agabazar,эпĕ те тӳрех калаймап. Интернета шырама кайса пăхас ...

 

Agabazar (2015-09-15 09:32:29):

Чĕл+ле. Чĕл сăмах танлаштару падежĕнче теме пулать. Анчах та хирте выртакан шап-шурă юр "чĕл, чĕлĕ" пулма пултараймасть. Интернетра шыранин мĕн усси? Сăмахсарта пур — интернетра та пур. Сăмахсарта çук — интернетра та çук. Çавă кăна.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: