Аваллăх ахрăмĕ
Пĕррехинче эпĕ, каникула килнĕ студент, пахчара ĕçлесе ывăннă хыççăн, канма тесе, урама тухрăм. Каç пулса çитеймен. Кунта, вăрăм каска çинче, вĕт-шакăрсемпе пĕрле шурă сухаллă ватăсем, хĕрарăмсем, йĕкĕтсемпе хĕрсем. Ĕç кунĕ хыççăн кашни урамра вара çавăн пек — çынсем хăйсем тĕллĕнех, калаçса татăлмасăрах, пĕр çĕре пухăнма юратаççĕ. Мĕн кăна каласа кăтартмаççĕ-ши унта пĕрне-пĕри? Кама кăна сӳтсе явмаççĕ-ши тата? Шăтăк кимĕ çине лартса яманни пĕр çын та юлман пулĕ тетĕп. Хĕрсем çепĕç юрăсем юрласа ярсан, урама урăхла сăн çапать. Ун пек чух такам аллийĕ ял çине асамлăх варкăшĕ сапса тăрать тейĕн. Ачи-пăчи вара вĕçĕмсĕр хăйсен тем тĕрлĕ вăййине — шак чулла, тытмалла, пытанмалла — выляса, тĕттĕмчченех йĕри-тавра чупса çӳрет.
Эпĕ çитнĕ çĕре çынсем хальхинче те темĕнле юмах ярса ларатчĕç. Юмахĕ-мĕнĕ, ача-пăча каланă-курнă тăрăх калаçаççĕ иккен. Курнавăш вăрманĕнчи Çĕлен çырминче темĕнле пы-ысăк тискер кайăк пурăнать имĕш; выртмана çӳрекен ачасем пĕвере крокодил пек хăрушă пулă курнă. Хăйсем вара, шĕвĕрккесем, хăранипе тарса пĕтнĕ. Нихăшĕ те тĕплĕн каласа кăтартма пĕлеймест. Шыври шуйттан та шыври шуйттан теççĕ. Кам мурĕ пĕлет вĕсене? Те суяççĕ, те чăнах çавнашкал тĕлĕнтермĕш курнă? Ватă çынсем пуçĕсене сулкалаççĕ, хăйсем çакна май авалхи халапсене аса илеççĕ. Эпĕ те, крокодил пек пулă çинчен каланине илтсен, шухăша кайрам. Кам пĕлет, тен, тĕрĕс те? Калаççĕ-çке Шотландире, Лох-Несс кӳллинче, темĕнле пысăк шыв чĕрчунĕ пурăнать тесе. «Курнă çынсем» унăн фотоӳкерчĕкĕсене те пичетре кăтарткаларĕç. Тĕрлĕ йышши аппаратпа шыраса пăхнă хыççăн, нимĕн те тупайман пирки, çав хыпара «çăвар тутине сая яни» терĕç. Тĕлĕнтерни те манăçа тухрĕ. Гималай тăвĕсем çинче вара çӳлте, «юр çыннисем» те çӳреççĕ пулать. Тĕнчере пытанчăк кĕтессем пурах ĕнтĕ. Çынсем пĕлмен, курман вырăнсем.
Çĕрĕпе çывăраймасăр шухăшларăм эпĕ ял çине сарăлнă хыпар пирки. Ĕненме те пулать-çке, мĕншĕн тесен кӳршĕ ачи суяканскер мар, тата, çав тĕлĕнтермĕше хам куçпа хам куртăм тесе, пионер сăмахне пачĕ. Малтан илтнисемпе çак калаçу хушшинче çыхăну пур пекех туйăнчĕ мана. Пуçа ватса выртрăм-выртрăм та ирех Курнавăш вăрманне çынсенчен вăрттăн хам тĕллĕн кайса килме шутларăм.
Курнавăша çитсе кĕрсен, эпĕ чылайччен вăрман илемĕпе киленсе утрăм. Кӳлĕ хĕррине çитсен, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм — чăн-чăн çăтмах кунта! Куç умĕнче тем пысăкăш, вĕçĕ-хĕррисĕр пĕве сарăлса выртать. Çыранĕсем ешĕл хăвапа хупланнă.
Таврара шăп. Эпĕ, сас-чӳ кăлармасăр, чылайччен çак илемлĕхе сăнаса тăтăм. Халлĕхе нимĕнле хăрушлăх та курăнмарĕ-ха — ачасем каласа кăтартнă тĕлĕнтермĕш паллийĕ те çук. Ача чухне эпир çак çырмара тритонсемпе шапасене сахал мар тытнă. Ун чух пĕви те пĕчĕккĕ кăначчĕ, хамăрах çерем касса тунăччĕ ăна. Ĕлĕкрех бульдозерсем çукчĕ те-ха. Халĕ вара Çĕлен çырми тем пысăкăш кӳлĕ пулса тăнă.
Эпĕ пĕве таппинелле хăпарса пăхма шутларăм. Талккăшĕпе хăмăшлăх, шыв çийĕпе кăкшăм чечекĕ ашкăрса ӳсет. Юмахри Сарă кун çĕршывĕ тейĕн.
Çыран хĕрринче темĕнле пысăк йĕрсем палăраççĕ. Тарăнскерсем. Ку темĕнле пысăк чĕрчун йĕрĕ пулас. Эпĕ ăна шăрпăк коробкипе урлă-пирлĕ виçсе пăхрăм. Тăршшĕ хĕрĕх сантиметр, сарлакăш — вăтăр. Кун нек пысăк ура лаппиллĕ чĕрчунсем мезозой эринче — çĕр миллион çул каялла çеç пурăнма пултарнă, анчах та весем тахçанах вилсе пĕтнĕ-çке-ха, Ачасем калани вара? Çак йĕрсем?..
Çанçӳрăм çӳçенсе кайрĕ. Темĕнрен шикленнĕ пек, йĕри-тавра çаврăнкаласа пăхкалатăп. Сисетĕп: такам мана чăтлăхран сăнаса тăрать. Текех чăтма хал çитереймерĕм. «Эй, кам унта? Тух!» — тесе кăшкăрса ятăм. Чăнах та, чăтлăхра такам эхлеткелет. Тепĕр минутран, хăвасене сирсе, ман ума Кавĕрле мучи тухса тăчĕ. Астăватăп-ха, ĕнер каçхине вăл каска çинче хăйне нимĕнле шыв усалне те ĕненмен пек тыткаларĕ.
«Эпĕ-ха ку. Эпĕ, ывăлăм. Ан хăра. Ку таврара мĕн туса çӳретĕн тата? Уçăлма тухрăн пуль-ха?» — ăшшăн кулса илчĕ мучи. Эпир калаçса кайрăмăр. Кавĕрле мучи кӳлле браконьерсенчен сыхлать иккен. «Эпĕ — «Кăвак патруль», — тет вăл хăй çинчен. Чылайччен калаçкаласа çӳрерĕмĕр çапла.
Тепĕр кунне хĕвел анас умĕн эпĕ каллех çула тухрăм. Леш вăрттăнлăха пĕлесех килчĕ манăн. Малтанах хатĕрлесе хунă электрохунарпа сунарçă çĕççине илтĕм (урăх нимĕн те алă айĕнче пулмарĕ). Çынсем курасран асăрханса, малтан çырма тăрăх ял хыçĕпе, кайран уйпа утса, кӳлĕ хĕррине çитсе те тăтăм.
Çывăрма пуçтарăннă кӳлĕ калама çук илемлĕ. Таврара мĕн пурри пурте хĕвел анасса анасласа кĕтет. Каçĕ вара кĕттермерĕ, хĕвеле вăрман хыçне туртса антарчĕ те малтан тĕтрелĕхпе пытарса, кайран тем вăхăтра тавралăха хăйĕн çăмăл йывăрăшĕпе хăвăрт та сисĕнкĕсĕр пусарса хучĕ.
Эпĕ те, тĕттĕмре тунката пек пулса, çыран хĕрринче хытса лартăм. Кĕтнĕ чух вăхăт васкамасăр, вăраххăн шăвать. Хускалмасăр ларнăран пĕтĕм çанçурăм ыратма пуçларĕ. Пурпĕрех чăтатăп.
Сасартăк пĕве таппинче малтан темĕнле уçăмлах мар сасăсем, кайран хăвалăхра тем чаштăртаттарни илтĕнчĕ. Ара, çыран хĕррипе пысăк чĕрчун утать-çке! Эпĕ, сас-чӳ пулсанах хунар çутса малалла вирхĕнме хатĕрленсе тăнăскер, халĕ ак, пăталаса лартнă евĕр, вырăнтан та тапранаймастăп. Çав чĕрчун вара тата çывхарчĕ. Чăтаймарăм, ура çине сиксе тăтăм та хунара çутса ятăм. Унччен те пулмарĕ, темĕнле пысăк чĕрчун, хура çиçĕм пек хăвăрт куçса, шывалла шаплатса ӳкрĕ, тавралăх чĕтренсе илчĕ тейĕн. Хумсем çыран хĕррине çил-тăвăл чухнехи пек хăватлăн пыра-пыра çапăнчĕç. Аякри вăрманта вăраннă кайăк-кĕшĕк çуначĕсемпе çатăлтатни, кăшкăрашни чылайччен янăраса тăчĕ. Вара тин кӳлĕ çийĕ каллех майĕпен ыйха путрĕ. Халь çеç кунта хăрушă курăну пулса иртнине, манăн сиксе тухасла тапакан чĕресĕр пуçне, урăх пĕр япала та систермест.
Савăнăç пулчĕ-и ку е инкек — калама та хĕн. Сăмахран, эсĕ халиччен упа курман. Вăрмана кайсан, сан умна çав хайхи утаман чаштăртаттарса тухрĕ тейĕпĕр. Сехрӳ хăпмĕ-и? Паллах, хăраса ӳкетĕн, Анчах эсĕ ăна курнăшăн е сывă юлнăшăн ытларах савăнатăн. Паллă ĕнтĕ, ху сывă юлнăшăн. Паян манпа шăп та шай çавнашкал ĕç пулса иртрĕ. Тепĕр кунне эпĕ мучипе тĕл пулса калаçма шутларăм. Вăл çак чĕрчунпа темĕнле çыхăну тытнăн туйăна пуçларĕ мана. Тата, кунĕн-çĕрĕн кунта кӳлĕ хĕрринче çӳресе, курнах ĕнтĕ вăл çав усала, ун çинчен манран нумайрах пĕлет. Çавăнпа, тен, кулса çеç ларчĕ пуль вăл калаçу вăхăтĕнче вăйă сакки çинче? Хура мĕлке пек курăнса юлнă чĕрчунĕ те каçхине çеç тухса çӳрет пулас. Кăнтăрла ăçта та пулин шывра выртса çывăрать ĕнтĕ.
Эпĕ пырса кĕнĕ чух Кавĕрле мучи килĕнчехчĕ. «Килех, килех», — терĕ вăл мана, тĕпелелле иртме сенсе. Кунта унăн тĕрлĕ йышши приборсемпе аппаратсем лараççĕ, нихăçан та курман ӳсентăрансем ӳсеççĕ, тата тем пысăкăш аквариум пур. Наукăпа техника тĕнчине лекмерĕм-и эпĕ?
— Интересленетĕн-и? — куçне хĕскелесе ыйтрĕ мучи. — Апла пулсан, ирĕк паратăп, кур. Эсĕ килессе пĕлсех хатĕрлесе хутăм.
— Ăçтан пĕлтĕр вара эпĕ кунта килессе?
— Э-э, ачам! Пĕве хĕрринче тем шăршласа çӳренине пĕлсенех, сана кĕтме тытăнтăм. Юрĕ, кур ман япаласене. Эпĕ пахчаран хăяр татса кĕрем.
Пӳлĕмре пĕччен юлсан, тĕлĕнтермĕш япаласемпе паллашма тытăнтăм. Ытларах мана пысăк аквариум кăсăклантарса ячĕ. Аквариумĕнче шыв курăкĕсемпе пĕчĕк пулăсем, тритонсем çеç хуллен ярăнса çӳреççĕ. Тавра вара — локатор антенни евĕрлĕ çавра тимĕрсем. Сĕтел çинчи генераторсем темĕнле пайăркасем кăларса тăраççĕ пулмалла. Чӳрече янахĕ çинчи чечексем те нихăçан курманнисем. Вĕсен шăршийĕ тӳрех кӳлĕ тавралăхне аса илтерет, Ахăртнех, çыран хĕрринче те çавăн пек курăксем ӳсеççĕ-ши?
Çенĕкре сасă пулчĕ те кил хуçи пӳрте кĕрсе тăчĕ. Унăн аллинче шултра хăярсемпе помидорсем. Мана хăналасшăн ĕнтĕ. Мучи ăста пахчаçă иккен. Апат-çимĕç хатĕрленĕçемĕн хăй текех ман çине пăха-пăха илет. Мĕн шухăшлать-ши вăл? Сăмахне темшĕн пуçласшăн мар. Эпĕ ыйтасса кĕтет-ши? Чăтаймарăм, малтан хам ыйтрăм:
— Тĕлĕнмелле, мĕн тăватăр эсир ку аппаратсемпе? Тем пысăкăш аквариум та пур.
Ман сăмахсене чиперех илтрĕ пулин те, Кавĕрле мучи чĕнмерĕ. Куçĕнче çеç кулă палăрчĕ. Чее старик. Эпĕ мĕн пĕлнине ман ыйтусенченех ăнланасшăн ĕнтĕ вăл.
— Тутанса пăхсам, — терĕ мучи, хăярпа помидор салатне ман ума лартса. Ешĕл апата хаваспах астивсе пăхрăм. Тутлă та иккен тин çеç пахчаран татса кĕнĕ çуллахи çимĕç! Анчах мучи мана хăна тăвас тĕллевпе кĕтмен-çке.
— Мĕнле вара? Курса юлаймарăн-и çырма усалне? — терĕ сасартăк Кавĕрле мучи.
— Çук çав, лайăххăн кураймарăм. Фотоаппаратпа тухмаллаччĕ.
Кил хуçи, кулкаласа, мана тӳнтерле çавăрса хунă ӳкерчĕк тыттарчĕ.
— Çакă пулман-и вăл, сана хăратаканни? Пăх-ха! — терĕ вăрттăн кулкаласа.
Ун аллинчен илнĕ фотоӳкерчĕке пăхма та хăраса тăратăп. Ăнланма çук — нивушлĕ Кавĕрле мучи çав чĕр-чуна курнă? Тата ӳкерсе илме те пултарнă? Çавăрса пăхрăм çеç... Ӳкерчĕкре — ман çине кĕç-вĕç сиксе ӳкме хатĕр плезиозавр. Çĕр миллион çул каярах вилсе пĕтнĕ хăрушă чĕрчун. Чĕрĕ пекех ӳкерсе хунă!
— Ăçтан тупнă эсир куна?
— Асăрхаймарăн-и? Лайăхрах пăх-ха, — çаплах кулкаларĕ мучи.
Сăнасарах пăхрăм та Çĕлен çырми хĕрринчи хăвалăха, пĕвене, вăрман çумĕнчи йывăçсене уйăрса илтем. Лайăх ӳкерсе илнĕ вара. Йывăç-курăкĕ юрĕ-ха, анчах плезиозаврĕ ăçтан? Çавăнтах, татăлнă шухăшсене сыпăнтарса, пуçа тепĕр шухăш пырса кĕчĕ. Эпĕ сак çинчен ялт сиксе тăтăм. Мучи вара... тĕлĕнтермĕш! Мана, йăлтах пăлханса кайнăскере, лăпланма, Каллех вырнаçса ларма ыйтрĕ. Унăн каласа памалли пур иккен. Калавĕ самаях вăрăм. Акă вăл.
— Çамрăк чухне, — пуçларĕ мучи, — кибернетика институтĕнчен вĕренсе тухсан, ĕçлеме мана чĕрчунсене тĕпчекен лабораторие ячĕç. Пире, кибернетиксене, чĕрчунсен шухăш-кăмăлĕ, пурнăç тытăмне сыхласа тăракан органсем, гомеостатсем ытларах интереслентеретчĕç. Çавăнтах эпĕ, эволюци теорийĕпе усă курса, чĕрчунсен аталанăвне модельсем туса сăнарăм. Ĕçленĕçемĕн пĕр шухă идея пуçа пырса кĕни манăн пĕтĕм пурнăçа улăштарса хучĕ. — Мучи хăй ларакан тенкеле ман çумарах шутарчĕ. — Эсĕ пĕлетĕн пуль ĕнтĕ, — терĕ вăл мана куçранах пăхса, — кирĕк мĕнле машина та, чĕрчун та пурнăçра малтан пĕчĕкскер анчах çуралать. Тĕслĕхрен, радиохумсене тытакан детекторлă приемник. Пĕрремĕшсем, пер кристалтан анчах тунисем, пӳрне пысăкăш çеçчĕ, ыттисем, кайрантарах тунисем, сĕтел калăпăшне çитреç. Кайран каллех пысăк приемниксем вырăнне пĕчĕкреххисем — транзисторсенчен тунисем — пурнăçа кĕчĕç. Мĕне пĕлтерет ку? Тепĕр тĕслĕх: чи пирвайхи автомобильсем те пĕчĕккĕ пулнă. Техникăн никĕсĕ ӳскĕçемĕн машинăсен калăпăшĕ те пысăклансах-пысăклансах пынă. Кайран вара, бензин çитми пулсан, çĕр çинче «малолитражка» текеннисем те чупа пуçларĕç. Ăнкартăн-и пурнăç пире ăçталла илсе пынине? Çук. Малалла тăнла. Илтнĕ пулĕ питĕ пысăк плезиозаврсемпе динозаврсем çинчен? Вĕсем пурте çĕр миллион çул каялла вилсе пĕтнĕ. Ку пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Анчах, эпĕ шутланă тăрăх, вĕсем вилсе пĕтме пултарайман, Çĕр çинче сыхланса юлнах! Мĕнле майпа? Радиоприемниксемпе автомашинăсем пек. Тем пысăкăш ӳссе çитĕннĕ чĕрчунсене, Çĕр çинче сивĕтнĕ пирки, апат-çимĕç çитми пулнă, Мĕн тумалла-ха çав условисене лекнĕ организмсен? Паллах, вĕсен майĕпен пĕчĕкленме тивнĕ. Хальхи ăславçăсем калашле, чĕрчунсем аталаннăçемĕн урăх «экологиллĕ нишăна» куçнă. Пĕчĕк варансемпе тритонсен нишине. Апла тесен, ман шутпа, «пĕчĕкленсе пыракан плезиозаврсене» каялла пысăклатма та пулать. Кун пек идея çине ӳкме, хăв та туятăн пулĕ, çăмăл мар. Çавăнпа та-и, тен, ман шухăшпа никам та килĕшесшĕн пулмарĕ. Эпĕ вара тĕпчев институтĕнчи лабораторие пăрахса тухса кайрăм. Хам çуралнă яла каялла таврăнтăм та авалхи плезиозаврсемпе динозаврсене килтех ӳстерме тытăнтăм, — çак сăмахсене каланă чух мучи аквариум çинелле пăхса илчĕ, ахăртнех, теме аса илтерчĕ пулас вăл ăна. — Чи малтанах Çĕлен çырминче пĕчĕк тритонсем нумаййине асăрхарăм. Çак пысăк савăта туллиех ятăм вĕсене. Пуçларăм вара схема хыççăн схема туса генсене улăштаракан хумсем шырама. Организмăн ӳсмелли планĕ генсенче сыхланса упранать. Енчен те пĕчĕк тритонсен аталанăвĕн çулне плезиозаврсенни енне пăрса яма май килсен? Кун хыççăн кун. Мутаци хыççăн мутаци, Вунă çул пĕр вĕçĕмсĕр ĕçленĕ хыççăн тинех ăнăçу килсе тухрĕ. Çуралнă тритон, плезиозавр пурнăçне аса илчĕ тейĕн, аквариумра ӳснĕçем ӳсе пуçларĕ. Анчах эпĕ халĕ те нимĕн те ăнланма пултараймастăп. Мĕншĕн пĕри çеç? Биохумсем пулăшрĕç-и кунта е тата та мĕнле те пулин урăх закон ĕçĕ палăрчĕ — пĕлместĕп. Хальтерех шухăшланă тăрăх вара, тритона çутçанталăк ахрăмĕ пырса çапрĕ пулĕ тетĕп. Урăхла каласан, пĕчĕкленнĕ динозаврсем малашлăхра каллех пысăкланма пултараççĕ. Çутçанталăк ылмашăвĕ, биоцикл. Эпĕ биохумсемпе çав цикла кĕскетрĕм пулас, васкатрăм. Питĕ ĕлĕк-авалтан персе янă генсен бумерангĕ, каялла çаврăнса, плезиозаврсем пурăннă вăхăтри сие çĕклерĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...