Ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ


Пĕчĕк Анюкăн пĕчĕк ĕмĕчĕ пулнă тет. Вăл хăй пĕчĕккишĕн питĕ куляннă, унăн часрах çитĕнес килнĕ, кунсăр пуçне вăл çăлтăрсене алăпа тытса курасшăн пулнă. Кашни каç çăлтăрсем пĕлĕт çине уçăлма тухсан пĕчĕк Анюк та урама тухнă, вĕсем вылянине тĕлĕнсе сăнанă. Лешсем тата Анюк хăйсене пăхса тăнине курсан унран кулнă евĕр пĕчĕк хĕрача умĕпе сиккелесе иртнĕ, пĕри пуçран çапса иртсе каять, тепри çӳçрен туртса илет, виççĕмĕшĕ питрен чуп туса илет. Анюк вăтанса килне чупса кĕрет. Анюкăн вĕсене çав тери тытасси килет, ниепле те тытаймасть. «Çăлтăра алăпа тытса курсанах эпĕ те çитĕнĕттĕм», — тесе кулянать тет пĕчĕк хĕрача. Анюк хăйĕн ĕмĕчĕ пурнăçланасса çав тери кĕтет.

Пĕррехинче каçхине, çывăрас умĕн, Анюк амăшне:

— Анне! — тесе хаваслăн чĕнет.

— Мĕн, пĕчĕк хĕрĕм? — тет амăшĕ.

— Эс çăлтăрсене тытса курнă-и?

— Çук , вĕсене тытаймастăн, — тĕлĕнсе те кулса каларĕ амăшĕ.

— Мĕншĕн?

— Вĕсем питĕ çӳлте, — пĕлĕтри çăлтăрсем çине пăхса ассăн сывларĕ амăшĕ.

— Манпа выляма кашни каçах килеççĕ-çке вĕсем, çав тери çӳлте пулсан мĕнле пирĕн пата килме пултараççĕ çăлтăрсем? Эп вĕсене тытасшăн, вĕсем тыттармаççĕ. Манăн пĕр çăлтăрне те пулин тытса пăхас килет, вĕсенчен пĕри те каçпа çĕр çине çĕр каçма юлмасть-ши?

— Анюк, кайса çывăр. Çывăрмалли вăхăт çитнĕ. Ыран аçу килсен вăл сана тĕплĕнрех ăнлантарса парĕ çăлтăрсен пурнăçĕ пирки, — ачине лăпкаса каларĕ амăшĕ.

Пĕчĕк Анюк çывăранçи турĕ, амăшĕ хăйĕн пӳлĕмне тухса кайрĕ, Анюк пĕчченех тăрса юлчĕ. Шăппăн тумланчĕ те урамри сак çине тухса ларчĕ. Çурт тăрринчи çут тӳмесем çине пăхнăçем пăхас килет, мĕн тĕрли çук унта: хĕрли, сарри, кăвакки те пур, пурте питĕ хитре çутатаççĕ. Кашнине тытса пăхса ачашлас килет. Анюк тӳпери Алтăр çăлтăрсем çине чылайччен пăхса ларчĕ, çиччĕшĕ те питĕ хытă çутатаççĕ. Ирчченех çăлтăрсем айкашнине сăнаса ларчĕ хĕрача, хĕвел туха пуçласан çеç пӳрте кĕчĕ те çывăрма выртрĕ. Çывăрса кайма пуçланăччĕ çеç, такам куçран пăхнипе хăраса вăранса кайрĕ. Йĕме пуçларĕ. Куçне лайăхрах уçса пăхрĕ те тӳрех йĕме чарăнчĕ. Ун умĕнче çăлтăр тăра парать, Анюк тахçантанпах алăпа тытма ĕмĕтленнĕ çăлтăр! Тĕлĕнмелле хитре çăлтăр хăйĕн аллине Анюк патне тăсрĕ. Анюк малтанах хăраса кайрĕ-ха,анчах та хăйĕн ĕмĕчĕ пирки аса илчĕ те кулса ячĕ, çăлтăра хирĕç хăйĕн аллине тăсрĕ.

Икĕ алă пĕрлешнĕ-пĕрлешмен пĕчĕк Анюк хăй çӳлелле вĕçнине туйса илчĕ. Малтанах Анюкăн килĕ курăнма пăрахрĕ, унтан ялĕ çухалчĕ, вăрман та таçта çĕтрĕ. Вĕсем часах Уйăх патне вĕçсе çитрĕç те уйăх çине анса ларчĕç.

Анюк çăлтăрпа калаçма пуçларĕ:

— Çав тери вĕри-çке эсĕ, — ыратса пĕçертекен аллине сăтăрса калать вăл.

— Пĕлетĕп, — тет çăлтăр.

— Анне мана çăлтăра нихăçан та алăпа тытма пулмасть тесе ăнлантарчĕ.

— Аннӳ тĕрĕсех каланă, эпир питĕ çӳлте пурăнатпăр. Пире никам та тытса курман. Эпĕ сан ĕмĕте пĕлтĕм, эсĕ çăлтăрсене алăпа тытса курасшăнччĕ вĕт?

— Тĕрĕс. Эпĕ çăлтăра тытса курасшăнччĕ.

— Халĕ санăн ĕмĕтӳ улшăнчĕ-и?

— Çук, эпĕ сана алăран тытса куртăм-çке, — терĕ Анюк.

— Эпĕ кунта санпа юнашарах, тыт мана! — куçне хĕссе калать çăлтăр. Анюк çăлтăра тытасшăн, лешĕ тем хушăра тарса çухалать.

— Мĕншĕн тытмастăн, эп кунтах! — каллех ялкăшать çăлтăр.

Чупсан-чупсан Анюк çăлтăра тытма пултарчĕ, питĕ хытă савăнчĕ. Вĕсем иккĕшĕ хаваслă юрă юрласа Уйăх çинчен тӳпенелле вĕçсе хăпарчĕç те Çăлтăр тусĕсем патне вĕçсе кайрĕç. Пĕчĕк Анюк нумай çăлтăрпа туслашрĕ, вĕсем те Анюкпа туслашасшăн пулнă -мĕн.

Кайран çăлтăр Анюка килне леçсе хăварчĕ. Анюк çывăрма выртрĕ. Ир çинче вăрансан вăл амăшне хăй çăлтăрсем патне хăнана кайни пирки каласа пачĕ, тӳпере вĕçсе çӳренине, уйăх çине ларса каннине, çăлтăрăн алли ăшă пулнине те манса хăвармарĕ.

Амăшĕ ăна пачах та ĕненмерĕ: «Тĕлĕк курнă эсĕ, пĕчĕк хĕрĕм», — тесе калама çеç ĕлкĕрчĕ, чӳречерен «Санăн юлташу çăлтăр» тесе çырнă ялтăркка хут татки вĕçсе кĕчĕ. Хут татки пĕчĕк Анюк тавра виçĕ хутчен çаврăнчĕ те, Анюк куç умĕнчех çитĕне пуçларĕ, самантрах ытарайми хитре хĕр пулса тăчĕ.

Ĕмĕтленни яланах пурнăçланать çав. Ĕмĕтленме ан пăрахăр, яланах ĕмĕтленĕр!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Любовь Шашкина (2012-02-10 22:31:26):

Илемлĕ хайлав çырнă Арина.Юмах питĕ çăмăллăн вуланать. Маттур!Конкурсри пĕрремĕш хайлава пĕрремĕшех пулма сунас килет.

 

Яруткина С.В. (2012-03-12 20:56:50):

Арина,лайăх юмах хайланă. Ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

майорова диана (2012-11-15 14:25:33):

Санăн хайлаву илемлĕ!!!Маттур Арина!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

читатель (2012-11-20 14:45:30):

питĕ илемлĕ хайлав. мана килĕшрĕ!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2012-11-24 23:30:56):

Пĕрремĕш пулма çăмăл мар.Интереслĕ юмах кăмăла кайрĕ.Арина! Малашне те малтисен ретĕнче пул!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2012-11-25 00:01:19):

Шел те, ку хайлавра, вăхăта пăтраштарни час-часах тĕл пулать — ку, паллах, ăна вулама чăрмантарать. Пĕр предложенирех тунă вăхăт пăтраштарăвĕ те пур. «Çĕр çине çĕр каçма», «Уйăх патне ... çитрĕç те уйăх çине анса ларчĕç» йышши предложенисем те сахал мар. Пĕр сăмахах тăтăш усă курни час-часах тĕл пулать — вĕсем валли синоним шыраса тупмалла пулнă.

Хайлав содержанийĕ пирки: хăш-пĕр пайĕсене тĕплĕн çырса кăтартнă, теприсем пирки вара хăяккăн кăна пĕлтернĕ. Хайлав вĕçĕ те ăнланмалла мар — хут таткинчен хĕр пулса тăни мĕнпе вĕçленнĕ?

Çак çитменлĕхсене пĕтернĕ пулсан — аван хайлав пулса тухмалаччĕ пек.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: