Тĕкĕр умĕнче
Халь мĕн калам сана, айван тăванăм,
Халь сĕн сунам сана, ыр çын, пичче?
Санпа эп ай мĕн чухлĕ муталаннă
Çак вăрăм пурнăç урлăш-тăршшĕнче!
Вĕл-вĕл вĕçет те сарă-хăмăр çулçă
Çавăрăнса ӳкет хура çĕре.
Çапла-çке улшăнуллă тĕнчере:
«Чăнах та ĕмĕт çитрĕ, ĕмĕт тулчĕ,
Мĕскер шутланă — пурте-пурте пулчĕ»
Теекенсем сайра-хутра пĕрре.
Шуса килсессĕн анăçран сар пĕлĕт,
Сив пăр та, ăшă çумăр та сапать...
Мĕскер ăрăмлама-ши ĕнтĕ пĕлĕп —
Ăш-чик вăркать-çке, вут ăша хыпать,
Чĕрем те, атнă ут, ылмаш тапать.
Халь тем калас ĕнтĕ сана, тăванăм,
Халь тем тесе вăрçас сана, пиччем.
Тем тĕрлĕ путсĕр-нĕрсĕр хушшинче
Мĕне кура санпа эп муталаннă —
Çĕмрен пек харсăр ĕмĕт вĕçевне,
Мана турăсемех пилленине,
Мĕн-ма час-час эп суккăррăн тăлланă?
Эп хирĕç тăнă вăрă-хурахпа,
Эп татăк çăкăр панă кĕлмĕçе те.
Ларса калаçнă тăп-тăр ухмахпа,
Ак халь ăсчахсемпе сим-пыл ĕçетĕп.
Таса пирĕштисем пек пикесем те
Ман чунăма пĕрре çеç йăпатман,
Уç кăмăллă, чăп-чăмăр инкесем те
(Калатăп пытармасăр, çĕр çăтман)
Мана тулли куркасăр хăварман.
Пăхсам халь: ылтăн тĕшĕпе пĕрле
Тулнах-мĕн хывăх та ман кушеле.
Мĕнех вара, сывлар-и ĕнтĕ ассăн?
Çук-çук, мĕн курнă-туйнă — йăлт усса.
Пиччем, ниме те усалпа ан асăн,
Ан лар пуçна пĕксе, ална усса.
Калатăп-çке: ак, çуралсан тепре,
Преэидента та суйлĕç, тен, пире.
Ну... президент ытла та пысăк чин,
Унтах çитеймĕпĕр те кармашса,
Чăнах та инкарнаци пур пулсан,
Ма пулас мар-ха пирĕн — чăн-чăн çын?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...