Тухмастăн асран


Çӳретĕп, сăнатăп. Пĕлетĕп юта та.

Сăрт-ту çӳллĕшне-и курса ăмсанатăп,

Кăвак тинĕсе-и саватăп пăхса,

Тăван сăрт-варпа-улăхпа мухтанатăп —

Çĕршывăм нихçан та тухмастăн асран!

 

Çӳретĕп, куратăп. Кĕретĕп юта та.

Король керменне-и виçсе уткалатăп,

Патша çуртĕнче-и ларатăп пăхса,

Эп мăн асаттен çĕр пӳртне астăватăп —

Çĕршывăм, ниçта та тухмастăн асран!

 

Çӳретĕп, чыслатăп. Итлетĕп юта та.

Хула барĕнче-и «ĕç-тавăç» калатăп,

Йăл-ял ресторан-и кĕрлет шавласа,

Эп хамăр лаçри сĕтеле астăватăп —

Çĕршывăм, ниçта та тухмастăн асран!

 

Çӳретĕп, паллатăп. Пиллетĕп юта та.

Ăсчах сăмахне-и типтерлĕн тăнлатăп,

Тăрлай хуравне-и тăратăп чăтса,

Тăван халăхпа чĕререн мухтанатăп,

Çĕршывăм, нихçан та тухмастăн асран!

 

1968, ака, 5

Англи, Эвон çинчи Стратфорд.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Перепелкина Е. (2012-02-24 20:56:22):

Хавхаланса вуласа тухрăм.1987 çулхи утă уйăхĕнче Пушкăрт çĕр-шывĕ тăрăх курса çӳренисем аса килчĕç.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валерий Михлеев (2012-02-28 13:20:45):

Эпĕ те питĕ хумханса вуласа тухрăм ку сăвва. Хам çамрăк чухне аякри-аякри çĕрсенче пурăннă вăхăтсенче тăван ялшăн питĕ тунсăхланине аса илтерчĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Володя (2012-02-28 16:36:12):

"Пĕлетĕп юта та." - ку кашни сыпăкра. мĕн ĕçлет? Юта та сăмах чăваш чĕлхинче - тăшман.

 

Васса (2012-03-05 18:57:11):

Виталий Петрович пире лекцисем вуланă чух унăн кашни сăмахне çăвар карса итлеттĕмĕр,хăшне-пĕрне афоризмсем пек çырса хураттăмăр,аслă ăру çыравçисем вилсе пĕтсен вĕсем чухлĕ тăван чĕлхене пĕлекенсем те юлмĕç....

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: