Ватă чĕре — çамрăк чун
Икĕ пайлă трагикомеди
Комедири çынсем:
Айванкай — 77 çулхи поэт.
Люда — 21 çулхи пăсăлнă хĕр.
Лаппи — 28 çулхи услап.
Праски — 35 çулхи хĕрарăм, Лаппи аппăшĕ.
Дуся — ватă хĕрарăм.
Кĕпук — кӳршĕ пенсионер.
Георги — Айванкай ывăлĕ, 40 çулта.
Пĕрремĕш пайĕ
Пĕрремĕш картина
Пĕр пӳлĕмлĕ хваттер. Сĕтел, икĕ пукан. Кухньăна кĕмелли алăк. Алăка шаккаççĕ. Пӳлĕме сухалне ӳстерсе янă Лаппи тата Люда. кĕресçĕ.
Лаппи. Атя, атя, ют çĕре мар вĕт, хам аппа патне. Юратнă аппа патне... Аппа, ăçта эсĕ? Сана кĕрсе курас терĕм. Икĕ çул курман вĕт. Икĕ çул курман. Икĕ çул.
Пĕр хушă шăп.
Алăкне те питĕрмен.
Люда. Алăка питĕрмесĕр тухса кайма халĕ хăрушă.
Лаппи. Алăка уçасси халĕ маншăн пĕр сурмалăх кăна. Урама тухнă-ши вара е курше кайнă-ши? (Кухньăна кĕрсе тухать.) Çук, ой, тепĕр тесен... (Кĕсйинчен çур литр хĕрлĕ эрех кăларса сĕтел çине лартать). Ларар сĕтел хушшине, сăмахлар, авалхисене аса илер. Икĕ çул курман вĕт сана. Тен, мантăн та пулĕ мана? Эпĕ манман. «Пĕр-пĕрне манмастпăр» тесе сăмах панине те манман. Ма чĕнместĕн е пĕр-пĕр ярханаха тупса ятăн-и?
Люда. Тупса ятăм.
Лаппи. Илтнĕ эсĕ халĕ каччăсене улшуç пекех улăштарнине, эрех ăшне путнине те, час-часах кăвак куçсемпе çӳренине.
Люда. Эсĕ хăвна пĕл.
Лаппи. Пĕлетпĕр.
Люда. Тĕрмене мĕншĕн лекнине мантăн-и?
Лаппи. Унта сан валли те пĕр кирпĕч хунă тет.
Люда. Мана мĕншĕн?
Лаппи. Унта-кунта çапкаланса çӳренĕшĕн. Кукăр алăллă пулнăшăн. Юрать, лар. Каçаратăп сана. Миршĕн ĕçер. Çылăхĕ манăн та, санăн та туллиех. Аппан кухньăра мĕн те пулин пулĕ-ха. (Кухньăран кăлпасси илсе тухать.)
Праски кĕрет.
Праски. Кунта мĕн тăваççĕ, ку мĕнле этемсем? Кравул! Мĕнле лекнĕ эсир кунта? Çаратаç!
Лаппи. Кам çаратать?
Праски. Хур колбасана.
Лаппи. Эсĕ çавăн пекех хыт кукар пулса кайнă-и вара?
Праски. Талонпа илнĕ ăна. Кашни çапкаланчăка колбаса йăттарса ярсан.
Лаппи. Эсĕ, мĕн, аппа, мана паллаймарăн-и? Шăллуна паллаймарăн-и?
Праски. Ман шăллăм çук.
Лаппи. Мĕнле çук. Эсĕ лайăхрах пăх-ха. Эпĕ ку, Лаппи. Сухала ӳстерсе ятăм та. Тăван аппа та паллаймасть. Тăван шăллуна та паллаймастăн-и?
Праски. Пурччĕ ман пĕр шăллăм.
Лаппи. Эпĕ вăл, Праски аппа, эпĕ.
Праски. Çук, вăл тĕрмере ларать, çылăхне каçарттарать.
Лаппи. Эпĕ çылăха каçарттартăм.
Праски. Ытла час-çке.
Лаппи. Çапла пулса тухрĕ. Ку ман пулас арăм, паллашăр.
Праски. Кăна эпĕ паллатăп пулмалла.
Лаппи. Чăнах-и?
Праски. Кăна палламан çын хулара юлман пулĕ. Вăл знаменитая артистка пекех.
Лаппи. Çапла, вăл артистка пуласшăнччĕ те, анчах...
Праски. Анчах сасси çухалчĕ пулĕ.
Лаппи. Сасси хăйăлтатать çав.
Праски. Ĕçсе пĕтернĕ ĕнтĕ. Ташлама пĕлет пулĕ, хуçкаланма.
Лаппи. Ташлама, кăшт хуçкаланать, сикет.
Праски. Чуптума, эрех ĕçме вĕреннĕ пулĕ.
Лаппи. Ăна пултарать пулĕ. Эсĕ ăна ан çиллен, ман аппа вăл тӳррĕн калать. Лар-ха пирĕнпе пĕрле, аппа.
Праски. Акă мĕн, тухса шăвăр-ха кунтан!
Лаппи. Тем, ăнланса илеймерĕм-ха сана.
Праски. Тухса шăвăр тетĕп!
Лаппи. Тăван аппа çакăн пек йышăнасса кĕтменччĕ.
Праски. Вĕçтерĕр, вĕçтерĕр. Кам та пулин йышăнĕ.
Лаппи. Ăçта каяс ĕнтĕ ман аппана пăрахса.
Праски. Хуть те ăçта кай.
Лаппи. Пурте пăрахрĕç мана, пĕр каç та вырттармастăн-и?
Праски. Пĕр каç та.
Лаппи. Эсĕ те çавăн пек чунсăр пулса кайнă-и?
Праски. Сан чуну типсе хытса ларман пулсан хамăр яла кай, ватă аннене кайса пăх. (Макăрать.)
Лаппи. Пултăм эпĕ ялта, ватă анне патĕнче пултăм, анчах йышăнмаççĕ мана унта, тĕрмере ларнă тесе пурте пăрăнса утаççĕ, нимле ĕçе те шанса илмеççĕ.
Праски. Çапла вăл, пĕр шанчăкран тухсан.
Лаппи. Çавăнпа сан пата килтĕм, аппа. Прописка тăвасчĕ çеç, ĕçе вырнаçасчĕ.
Праски. Авă пулас арăму патне кай, унта прописка ту.
Лаппи (Люда. çине пăхать, леш чĕнмест). Çук унăн, нимĕнле прописка та çук, ĕçлемест вăл.
Праски. Ĕçлемесĕрех пурăнать-и? Апла икĕ услап, Шупашкар урамĕ тăрăх ласлатса пуçтарса çӳретĕр-и? Хваттерсене тĕрĕслетĕр-и? Камсен сумки-чемоданĕ уçă. Мĕнле пурăнас тетĕр-ха эсир пĕрлешсен? Хĕрлĕ эрехне кам пачĕ-ха, кама улталарăр, кама çаратрăр, хĕрхенсе пачĕç-и е картла выляса илтĕр-и?
Люда (тăрать). Эпĕ каятăп, чăтса ларма пултараймастăп.
Лаппи. Тăхта. (Людăна аллинчен ярса тытать.) Лар, чăт.
Праски. Чăтма вĕреннĕ пулĕ.
Лаппи. Ох, аппа. Уртаран мана ку сăмахсемпе.
Праски. Ох, шăллăм, пĕтертĕн аттене.
Лаппи. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ ман çапла пулса тухрĕ пулсан. Эсĕ пĕлнĕ-çке пирĕн атте ӳсĕрпе ухмах пулнине.
Праски. Ĕçсен эсĕ те çавах, урса каян, пĕр йăх.
Лаппи. Эсĕ кам йăхĕ вара? Люда., ĕç, мана юратан пулсан ĕç, юратмасан кунтан вĕç.
Шаклаттарса ĕçеççĕ.
Люда. Поэт пекех калаçан.
Лаппи. Поэт та пулма пултарнă эпĕ. Юрать, çимĕпĕр, талонпа илнĕ пулсан... (Юрлать.) Бродяга, судьбу проклиная, тащится с сумой на плечах. Райхаçатра тухнă ман сăвă. Эпĕ инженер пулнă, халĕ эпĕ кам?
Праски. Çын вĕлерекен пулса юлтăн.
Лаппи. Ман атте çын пулман. (Эрех тултарать.) Ултавçăсене каçару çук! (Черкке çĕклесе.) Ĕç, атту пуш вартан хĕç! (Çĕçĕ тытать.)
Люда. хăвăрт тухса чупать.
Тăхта! (Ĕçет.)
Праски. Тарчĕ йыт ами.
Лаппи. Эпĕ ăна çитеп! Ура хырăмĕнчен чикеп. Вара тараймĕ манран, кулма памастăп хамран.
Праски. Пăрах эсĕ ăна, çĕр çын юлашкине.
Лаппи. Çук, пăрахмастăп, тавăратăп кăна, вăл мана тупа тунă.
Праски. Вăл такама та тупа тунă пулĕ.
Лаппи. Эпĕ ăна юратнă, вăл ман савни пулнă. Халĕ тăшман. (Çĕçĕ илсе тухса чупать.)
Праски. Мĕн тăван эсĕ унпа, пĕтнĕ çынпа?
Иккĕмĕш картина
Айванкай пӳлĕмĕ. Сĕтел, пукан, диван. Тепĕр пӳлĕме кĕмелли алăк, кухня, ваннăна кĕмелли алăк.
Айванкай (сăвăласа роман çырать, вулать).
Çӳçĕм юлмарĕ,
Авланасси пулмарĕ,
Нина пурччĕ чип-чипер хĕр,
Темшĕн мана тиркерĕ.
Марук — латсăр, вĕлтĕр-вĕлтĕр.
Паян пĕри, ыран тепри.
Вăл та тиркет, атьсемĕр.
Оля пурччĕ: сăлайлă-майлă,
Ватă тесе сивлерĕ.
Çавăнпах-çке авланмарăм.
Ăçта çӳрет-ши пулас арăм?
Алăка такам шаккать.
Сасă. Пулăшăр.
Айванкай. Мĕн амак?
Сасă. Пулăшăр, пулăшăр!
Айванкай (алăка уçса ярать, унта пĕр хĕр тăрать — вăл Люда.) Мĕн пулнă?
Люда. Пулăшăр, пусмăрларĕç.
Айванкай. Пусмăрларĕç? Камсем?
Люда. Пĕр хулиганĕ пусмăрлать, эпĕ парăнмарăм та, вăл çĕçĕпе чикрĕ пĕçĕрен. (Макăрать.)
Айванкай. Ах, тĕнче! Ах, путсĕрсем. Каç та пулман, вĕсем асма пуçланă та.
Люда. Пĕçĕрен юн юхать, бинт пур-и сирĕн?
Айванкай. Бинтне тупăпăр-ха. (Людăна çавăтса кĕрет, пукан çине лартать.) Вăт мĕн хăтланаççĕ вĕсем, ытла асса кайрĕç çамрăксем.
Лаппи сасси. Ой, мучи, эсĕ ăна лайăхрах сыхла. Вăл ун пек, кун пек... Б.. мар. Хе-хе.
Ăйванкай. Ку мĕнле хулиган! Эпĕ сана халех милицие тыттарса яратăп. (Людăна бинт парать.)
Сасă. Çакна курнă-и эсĕ, йӳтенĕ старик? (Ăлăка тапса хăварать.)
Айванкай. Ах, шуйттан çури. (Телефон патне пырать, шăнкăравлать.) Алло, алло! Кирлĕ чух телефонĕ те ĕçлемест. (Тухать.)
Люда. бинт чăркине салтать, часах Айванкай кĕрет.
Пĕри те çук.
Люда. Урамра персе вĕлерсен те пĕри те пулăшма тухас çук. Пулăшăр-ха çыхма. Эсир ырă çын пултăр-ха. Джинсы улăштарасчĕ, сирĕн спорт йĕмĕ таврашĕ пур-и?
Айванкай. Вăл пулĕ-ха. (Спорт йĕмĕ парать.) Васкавлă пулăшăва чĕнес мар-и?
Люда. Кирлĕ мар.
Айванкай. Мĕнле кирлĕ мар. (Телефон трубкине тытать.) Алло! Ой, ĕçлемест-çке, çав услап ватса хăвармарĕ пулĕ те.
Люда. Пулăшăр-ха çыхма.
Айванкай. Ха, путсĕрсем. Миçен тапăнчĕç-ха?
Люда. Иккĕн.
Айванкай. Иккĕн?
Люда. Тапăнчĕç.
Айванкай. Аха.
Люда. Унтан çапăçса кайрĕç.
Айванкай. Çапăçса кайрĕç? Апла дуэль пулнă?
Люда. Мĕнле дуэль?
Айванкай. Ĕлĕк хĕршĕн пăшалпа перĕннĕ. Эпир те çамрăк чух улахсенче, мунчара чулпала çапăçаттăмăр, хăш каччине юратан-ха?
Люда. Пĕрне те юратмастăп.
Айванкай. Юратмастăн?
Люда. Юратмастăп, вĕсем çапăçаççĕ, сыхласа çех çӳреççĕ. Пурăнма памаççĕ.
Айванкай. Начар сан пурнăç.
Люда. Начар, тем тумалла?
Айванкай. Пурăнмалли вырăна улăштармалла е качча каймалла.
Люда. Каймалла та...
Айванкай. Кам чарать?
Люда. Чĕре.
Айванкай. Чĕре?
Люда пĕççине бинтпа çыхма пуçлать.
Люда. Пĕр каччине юратма пăрахмастăп тесе тупа патăм та... халь ман ăна курас килмест.
Айванкай. Акă тата, ма сивĕнтĕн? Урăххисем патне чупать-и?
Люда. Унтан та хăрушăрах.
Айванкай. Мĕн пулчĕ?
Люда. Пулчĕ çав, тĕрмере ларса тухрĕ.
Айванкай. Мĕн туса?
Люда. Ашшĕне вĕлернĕ пирки.
Айванкай. Ашшĕне вĕлернĕ пирки тетĕн?
Люда. Ашшĕне çав. Халĕ мана вĕлерес тесе çӳрет. Пĕтĕмпех урса кайнă.
Айванкай. Ой, ой, тĕнче пăсăлса кайрĕ, тĕттĕмлĕх пĕтерет.
Люда. Тĕттĕмлĕх? Ашшĕ учитель пулнă, ачи университет пĕтернĕ, инженер ятне илнĕ.
Айванкай. Мĕнле-ха апла?
Люда. Çаплах. Ашшĕ эрех юратнă, ӳсĕрпе амăшне час-часах мăшкăлланă, хĕненĕ, ачин чунĕ тăвăлса çитнĕ пулĕ. Пĕрре çапла ашшĕ киле ӳсĕр килнĕ те тӳшек-минтер таврашне кил картине пылчăк çине тухса ывăтнă. Ĕне-сурăхсене пӳрте хуса кĕртнĕ.
Айванкай. Мĕн вăл, ухмаха ернĕ-им?
Люда. Ӳсĕрпе ухмах пулнă çав. Арăмĕ чарма пырсан арăмне хĕнеме пуçланă, çав вăхăтра ывăлĕ пырса кĕнĕ, вăл та хĕрĕнкĕ пулнă. Ашшĕне тытнă та тапта-тапта хĕненĕ. Леш тӳсеймен, ан вĕлерсем теме çех ĕлкĕрнĕ. Вăт сана инженер! Ашшĕ-амăшĕ те учительсем, вĕреннĕ çынсем пулнă.
Айванкай. Вĕренеççĕ, дипломсем илеççĕ, анчах çын пулса çитеймеççĕ. Пăсăлса кайрĕ халăх. Çылăхран хăрамаççĕ, намăса пĕлмеççĕ. Çавăнпа асаççĕ.
Люда (макăрать). Мĕнле каяс ĕнтĕ ман киле?
Айванкай. Такси чĕнсе илĕпĕр, ан хăра.
Люда. Ман пальтона хывса илчĕ.
Айванкай. Ан кулян, ман арăмăн пальто юлнăччĕ, çавна тăхăнан.
Люда. Пальто кĕсйинче икçĕр аллă тенкĕ укçа пулнăччĕ. Укçи те хамăн марччĕ, ăçтан тупса парас ĕнтĕ ман вăл укçана.
Айванкай. Ку начар вара, милицие пĕлтермеллеччĕ. Халех пĕлтермелле.
Люда. Ăçта вăл милици? Кирлĕ мар чухне пур вĕсем. Вилесмар-ши пĕрех хут?
Айванкай. Ан ухмахлан, пурнăçпа вылямаççĕ, халĕ эсĕ çамрăк, хитре. Пурăн та пурăн. Качча кайăн, ача тăван.
Люда. Мĕн тума кун пек пурнăç?
Айванкай. Майлашĕ-ха, кама та пулин юратса пăрахăн.
Люда. Ăçтан тупас ман 250 тенкĕ? Атте çук, анне хăй те аран-аран пурăнать. Кăна пĕлсен вăл хуйхăрсах вилет.
Айванкай. Ăçта ĕçлетĕн эсĕ, вĕренетĕн-и?
Люда. Автошколта секретарь-машинистка пулса ĕçлетĕп. Халĕ ĕçрен кăларса яраççĕ ĕнтĕ мана. Патшалăх укçи вĕт.
Айванкай. Секретарь-машинистка тетĕн?
Люда. Аха.
Айванкай. Манăн романа çапса памăн-ши? Хамах çапаканччĕ те пурнене ыраттартăм.
Люда. Çапçа парас, анчах манăн машинка çук-çке-ха.
Айванкай. Манăн машинка пур.
Люда. Çапса паратăп, анчах эсир мана вăхăтлăха пулăшмăр-ши? Эпĕ тавăрса паратăп, ан хăрăр, расписка паратăп.
Айванкай. Распискине парăн та-ха.
Люда. Шанмастăн-и мана?
Айванкай. Шанатăп, çынна шанас пулать, йывăрлăхра пулăшас пулать.
Люда. Вăл сăвăра-юрăра кăна, пурнăçра урăхла.
Айванкай (сунтăхран укçа илсе шутлать). Пурнăçра та пулма пултарать. Кунта шăп 250 тенкĕ, илĕр.
Люда. Мĕнле ырă çын эсир.
Айванкай. Çынна ырă тусан чĕрере аван. Хавхалансан сăвă çыран, юрлан, ташлан, савăнăçпа пурнан.
Люда. Мĕнле тав тăвас ĕнтĕ ман сире?
Айванкай. Йăлтăр кăвак куçупа пăхса хĕрлĕ çырла тутапа йăл кулсан мĕн тата кирлĕ мана, хавшанă ватă чĕрене.
Люда. Тĕнчере ырă çынсем пĕтмен-ха. (Айванкай аллине чăмăртать, питне, унтан тутаранах чуптăвать.) Эсĕ маншăн атте пекех пултăн.
Айванкай. Аçу çук терĕн-и-ха?
Люда. Ман атте ӳсĕрпе аташса кайса тăман айне пулса вилнĕ.
Айванкай. Эрех вăл çынна ухмаха ертет, пĕтерет.
Алăка такам хытă тапса хăварать.
Ку мĕн амак? (Алăка пырса тĕкет, уçăлмасть.) Акă япала, тултан питĕрсе хăварнă-ши? (Алăка уçса коридора тухать, кĕрет.) Никам та çук, телефон проводине татса хăварнă, вăт шельмăсем.
Дуся кĕрет.
Дуся. Авă мĕншĕн шăв-шав пырать. Эпĕ мĕн тетĕп? Авланса ятăн-им?
Айванкай. Авланса ятăм.
Дуся. Вăхăт ĕнтĕ, вăхăт, çитет пĕччен пурăнса.
Айванкай. Ара, ара, кичем пĕччен пурăнма.
Дуся. Кичем пулмасăр, анчах ытла çамрăк-çке. Ку сан мăнук вĕт.
Айванкай. Эпĕ, мĕн, ватă-им?
Дуся. Ара, эсĕ халĕ вунçиччĕрен ирттерен, çитмĕл çиччĕре пулин те. Чун çамрăк.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...