Хĕвел ансан Хĕветĕр


Зина. Кирлĕ мар мана сан сăмахху.

Хветĕр. Шыв та пулин ĕçтерсе яр эппин. (Зина шыв тултарса алăк урлă тыттарать.) Алăк урлă ĕçме выльăх мар вĕт эп. (Кĕрет.)

Зина. Кĕтĕнех эппин, выльăха хăваласан каять, эсĕ пурпĕрех пуçна чикетĕн...

Хветĕр. Тайма пуçăм сире, каçару ыйтатăп. Ĕçетĕп те каятăп. (Маниловăна курса.) Э-э, хуçи те кунтах-çке. (Зинăна.) Эсĕ хăçантанпа суйма вĕренсе кайнă вара, кăвакарчăнăм? (Зина тепĕр пӳлĕме кĕрсе каять.) Ой-ой, кушталанса кайнă. Калаçасшăн та мар. Эсĕ те ун майлă пула пуçланă-им?

Манилова. Мана мĕн?

Хветĕр. Тата ма алăка уçтармастăн?

Манилова. Манăн мĕн ĕç пур!

Хветĕр. «Манăн мĕн ĕç пур». Эсĕ кил хуçи-и е кил хуçи мар-и?

Манилова. Ман мĕн тăвас-ха, вăл сана юратмасть пулсан? (Тухать.)

ХВЕТЕР. Тĕнчере мана парăнман хĕр пулман-ха. (Зина пӳлĕмне кĕрсе каять.)

Зина. Эс, Хветĕр, хăпма та пĕлместĕн-çке манран.

Хветĕр. Ак тата! Юрамасть-им?

Зина. Аван мар чĕнмен çын патне пырса кĕме.

Хветĕр. Тупрăн сăмахламалли. Камран аван мар вара?

Зина. Юлташсенчен, паллакан çынсенчен аван мар.

Хветĕр. Камăн мĕн ĕç пултăр? Хуçи-майри мана лайăх паллать. Тен, эпĕ ун патне килнĕ?

Зина. Апла ма çыпçăнан ман çума?

Хветĕр. Ан калаç-ха. Ак патефон пур, пылакки пур, эс пур. Тата мĕн кирлĕ? Паян канмалли кун, салхуланма саккун хушмасть. (Эрех кăларса сĕтел хушшине ларать. Манилова кĕрет.) Ай, хуçи, ыр хуçа, пар-ха пире чĕре сури тумалли сĕтел ури тайличчен. Тайличчен мар, ишĕличчен, хе-хе-хе! Юррине те епле кăна килтерсе хывнă, тупата! Маня, чăн калатăп, эпĕ калама çук шăнтăм. Çыртмалли-сем пар-ха. Кĕрхи сивĕ лекрĕ пулĕ.

Манилова. Авă леш пӳлĕмри шкапра, Зина, илсе пар-ха.

Хветĕр. Эй, Маня. (Зина тепĕр пӳлĕме кĕрсе каять.) Ну, ĕçсем мĕнле сан паян?

Манилова. Яланхи пекех. (Укçа кăларса парать.)

Хветĕр. Мĕн тутуна тăсатăн?

Манилова. Арăму тустарса хăварчĕ.

Хветĕр (шикленсе). Арăм? Кунта пулчĕ-и? Эпĕ кунта çӳренине кам пĕлтернĕ ăна?

Манилова. Пĕлместĕп, эпĕ денатурат сутнине те пĕлет вăл.

Хветĕр. Ăçтан пĕлет вăл?

Манилова. Ху каласа паман пуль?

Хветĕр. Усĕрпе персе янă-ши вара, астумастăп. Халь ăçта вăл?

Манилова. Сана шыраса çӳрет.

Хветĕр. Мана? Шырать апла? (Сиксе тăрать, Манилова чӳрече каррине карать.)

Манилова. Чăн калатăп, Федя, вăхăтра тухса шусан авантарах пулĕ. Ку хĕр çумне те ахалех çыпçăнатăн.

Хветĕр. Сан ĕç çук! Эс пăхкала-ха лайăхрах. Тухса сыхла, никама та ан кĕрт. Ун пек-кун пек пулсан йăпăрт систер.

Манилова. Асту, ялтан каччи килнĕ. Хветĕр. Каччи тетĕн?

Манилова. Каччи çав. Зина çумне çыпăçнине курсан çапса пăрахĕ хăвна.

Хветĕр. Эсĕ мана ан хăрат. Куркаланă эпб ун пек-кун пеккине!

Манилова. Хăратса мар, асăрхаттаратăп. Питĕ кĕвĕçскер.

Хветĕр. Сыхла, ан яр, ма час илсе килмерĕ çав çыртмалли?

Манилова. Халех хамах илсе килетĕп. (Чĕлана кĕрет, унтан апат-çимĕç илсе тухать. Зина та пĕрле.) Хветĕр (эрех тултарса). Ну! Маня! Эсĕ те Зина!

Зина. Ĕçĕрех.

 

Маньăпа Хветĕр шаккаса ĕçеççĕ. Зина портфелĕнчен кĕнеке кăларса ирĕксĕр тен тенĕ пек пăхкалать.

 

Хветĕр (Зинăна). Эсĕ тата çынран юлас тетĕн-им? Лар, Зина.

Манилова. Эпĕ тухса кĕрем-ха. (Тухса каять.)

Зина. Эсир ма юлтăр?

Хветĕр. Ну, Зина, тутанса пăх-ха çак шерпете!

Зина. Кирлĕ мар. Эпĕ эрех ĕçместĕп.

Хветĕр. Канмалли кун канмалла, пĕр тумлам çеç, пĕр сыпкăм. Ну, ну, элле пуç тăрăх ярам-и? (Зинăна аллинчен тыттарса ĕçтересшĕн.) Акă эпĕ сана ĕçсен парне паратăп. Хуп куçна. Пăрах кĕнекӳне.

Зина. Ан хăтлан, Хветĕр, кирлĕ мар.

Хветĕр. Эпĕ сана хисеплесе вĕт, юри сан валли туянтăм.

 

Кĕсйинчен тутăр кăларса Зинăн хулпуççийĕ çине çакать.

 

Зина. Çук, çук! Ил каялла. Яр!

Хветĕр. Тăхта. Çукăн сучĕ çук теççĕ. Илтетĕн-и, Зина? Хамăр туслăхшăн та пулин. (Черкке сĕнет.)

Зина. Çук, çук, ĕçместĕп.

Хветĕр. Пĕр черкке, тăванăм.

Зина. Çук, çук, Хветĕр, пĕр тумлам та ĕçместĕп.

Хветĕр. Мана кӳрентерес тетĕн-и?

Зина. Кӳрентерес тесе мар, ара. Пултараймастăп. Ки-лĕшет-и мана ун пек? Мĕнле ăнланман çын эсир?

Хветĕр. Чĕркуçленсе ыйтатăп, пуççапса тархаслатăп, ĕçсе парсам, туслăх ячĕпе калатăп.

Зина. Ну, пулать-мĕн тĕнчере çын. Мĕне кирлĕ сана пирĕн туслăх? Эсĕ, тен, мăшăрланнă çын! Сан арăму пур пулĕ?

Хветĕр. Ух-х, ăшă пулса кайрĕ... Арăм, арăм тетĕн... Мĕнле чĕрене касакан сăмахсем калатăн эсĕ?

Зина. Мĕн каламаллаччĕ тата?

Хветĕр. Юрататăп -çке сана эпĕ.

Зина. Арăму, ачусем пулĕ, вĕсем пур çинчен юратмалла-и вара?

Хветĕр. Ăнлан эс, чунăм. Эпĕ сансăр пурăнма пулта-раймастăп. Эпĕ авланман. Зина. Ĕненместĕп.

Хветĕр. Мĕн тăван ĕненмен çынна... Зина!.. Зина. Мĕн тата?

Хветĕр (Зинăна ыталасшăн.) Зина, эсĕ манăн пурнăç, хĕвелĕм!.. Сана курсан-и? Пĕтĕм чĕре çăвĕ шăранать. Ырă сăмахна илтсен пуçăм çаврăнать, чипер пит-куçна курсан куçăм вăтанать. Эсĕ — кĕтнĕ телейĕм. Ну, çав телейшĕн те пулин сыпса пар çак сыватакан эмеле, пурнăçшăн ĕçер, ну, пĕр тумлам та пулин. (Зинăна аллинчен тытсах ĕçтересшĕн.) Шалтах ĕç, тулли пурнăçпа пурăнас пулать. Шалтах, хаярлăха ан хăвар. Ма тăкан ун пек хаклă япалана?

Зина. Ай, тупата, мĕн эс çапла сĕмсĕрле хăтланатăн? Акă халь кĕпе çинех тăктартăн. (Кĕпине силет.)

Хветĕр. Çĕнĕ кĕпе илсе паратăп. Ĕçнĕ пулсан сана чыслă парне тивĕçетчĕ. (Хветĕр ун аллине сехет çыхасшăн).

Зина. Федор Федорч, ак чăнласах калатăп. Кирлĕ мар сан сехетӳ.

Хветĕр. Парнене илеççĕ, каялла памаççĕ.

Зина. Кирлĕ мар тенĕ сире!

Хветĕр. Чунăм, итле-ха эс. Манăн вĕсем темĕн чухлех! Манпа лайăх пулсан сехет мар, тӳперен çăлтăр татса парăп. Кала, кирлĕ-и, кирлĕ-и?.. Ну, тусăм, куçна хуп-ха.

 

Хветĕр Зинăна вăйпах чуптăвать, çав самантра Манилова пуçне алăкран чиксе пăхать.

 

Манилова. Ак тамаша, кунта вĕсем мĕн хăтланаççĕ! Мĕскĕн арăмĕ урамра кĕтсе тăрать, вăл кунта ыталанса ларать, ячĕ вара мана лекет. Федор Федорч! (Хветĕр итлмест.)

Зина (тарăхса). Кай, кай, ан çулăх ман çума! (Тутине тутăрпа шăлать.) Мĕн хăтланатăн эсĕ?

Хветĕр. Каçар, пĕтĕм чĕре, пĕтĕм чун савăнать сана курсан, хам ытамран ниçхан та кăларас марччĕ...

Манилова (шăппăн). Федор Федорч...

Хветĕр. Кайран. (Маниловăна тĕртсех кăларса ярать.)

Манилова. Авă мĕнле иккен эсĕ...

Хветĕр (алăка питĕрет). Сана курсан, Зина, хамăн канлĕхе çухатрăм. Зина, хĕрхенсем эс мана, эпĕ сана савнă пек никама та, нихçан та юратман. Хĕрхенсем ĕнтĕ мана. (Пуçне пĕксе шухăша кайса тăрать.)

Зина (хăй тĕллĕн). Чим-ха, сӳпĕлтетме пултарать вăл, ăçтан вĕреннĕ-ши тилĕ чĕлхине? (Хветĕре.) Федор Федорович, кам пĕлет сана, тен, эсĕ кашни хĕре çав юрра юрлатăн.

Хветĕр. Çĕр çăттăр мана улталатăп пулсан. Пĕрремĕш юратнă хĕр пĕр эсĕ çеç. Эпĕ сана чăнласах юратса пăрахрăм. Зина, санран килет-çке ĕнтĕ мана телейлĕ тăвасси. Эпĕ сана тем те, тем те иле-иле парăп. Итле, Зина...

Зина. Эпир санпа пĕр тан маррине хăвах пĕлетĕнт-çке. Епле çаплах калаçса çăвар тутине сая ямалла?

Хветĕр. Çапла çав, Зина, çапларах çав халлĕхе. Эпĕ санран аслăрах-ха тата, Ну, ку тепĕр тесен, мĕнех вара?Эпĕ ун вырăнне сана ачашласа алă çинче çăклесе çӳрĕн, ниçта та, ниçта та ĕçлеттермĕп. Ах, ма эпĕ каярах çуралман-ши?

Зина (ахăлтатса кулать). Хам та çапла шухăшлатăп çав.

Хветĕр. Эх, мĕншĕн сана куртăм, сана пула пĕтĕм тăна çухатрăм ĕнтĕ... Эх, Зина!..

Зина. Чим, Федор Федорч, кулса мар, çын тем шутлама тытăнĕ, пăрах эс ман пирки сăмахлама... Эп сана чăнласах калатăп.

Хветĕр. Пăрахас тетĕп, манас тетĕп сана, анчах эсĕ капла пушшех ман чуна çунтаратăн.

Зина (çирĕппĕн). Каларăм-çке сана, ун çинчен урăх ан калаç тесе.

Хветĕр. Чĕрӳ мар пуль, чĕлхӳ çеç капла калать пуль, Зина... Ну, кала, мĕн кирлĕ сана?

Зина. Мана ним те кирлĕ мар. Пăрăн эс ман çул çинчен. Палламастăп-им сана, чăрсăр çын! (Тăрăхласа.)

 

Хĕвел ансан Хĕветĕр,

Эсир ăна пĕлетĕр,

Хĕвне литр чикрĕ те

Тухрĕ кайрĕ улаха

Тăлăх арăм шырама.

 

Çавă эсĕ.

Хветĕр. Тăлăх арăм мар, сана курма тесе такмакласамччĕ хуть. Эпĕ сана нумайччен шырарăм, тупайманнипе шалт аптраса ӳкнĕччĕ. Акă халь сана куртăм та... (Аллинчен ярса тытпать.)

Зина. Яр! Яр тетĕп сана! Ырăпа калатăп.

Хветĕр. Ямастăп, эсĕ ман савни пулмалла. Шăпах ман ята çуралнă сарпике. Маншăн эсĕ Нарспи!

Зина. Эсĕ маншăн Тăхтаман. Федор Федорович, ан калаç апла, ятăма ан яр.

Хветĕр. Мĕншĕн? Мĕншĕн, Зина?

Зина. Эпĕ сана каларăм-çке. Манăн урăххи пур.

Хветĕр.Чим, ара. Эсĕ качча кайнă-им?

Зина. Сан ĕç çук унта.

Хветĕр. Суян!

Зина. Манăн хам ĕмĕтленнĕ çыннăм пур, çавна кĕтетĕп эпĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: