Икĕ шлепкеллĕ пăтасем
Хĕллехи çул улшăнсăх тăрать: е юр хӳсе каять ăна, е кĕтмен йĕпе-сапа çутатса ярать, çумăр хыççăн сасартăк шăнтса пăрахни те пулкалать; вара çул-сукмак таврашĕ пĕве пăрĕнчен те хăрушла шуçлакланса каять.
Çавăн пек кунсенчен пĕринче, ӳкес марччĕ тесе питĕ асăрханса, каçăртарах пуçлă арçын йăкăш-якăш пускаласа пыратчĕ. Унччен пулчĕ-ши, кунччен-ши вăл сулкаланма тытăнчĕ. Аллинчи туллиех мар хутаçĕ çул хĕрринчи кĕрт çине ӳкмеллех вăркăнчĕ, хăй хыçалалла тайăлчĕ, тӳрленкелерĕ кăна — талт-талт пусрĕ те малалла, шап персе анчĕ ӳпнелле. Эх, кулатпăр эпир! Пĕри куçне шăлать, тепри варне тытса тăрать... Эрлене-эрлене тăчĕ те: «Мĕн ихĕретĕр?!» — тенĕн пăхрĕ пирĕн енне çаврăнса. Ун сăмсинчен юн йăрласах юхнине куртăмăр та — ихĕрме пăрахрăмăр. Вăл сăмси айне шăлса тасатмашкăн тутăр шырама тытăнчĕ пулас — кĕсйисене лăп-лăп тутарать. Тин кăна кулса тăнă чипер пĕр майра куçне чарса пĕр кана хытса тăчĕ те сăмса тутри туртса кăларчĕ:
— Ме, шăлăн, — терĕ ырă кăмăллăн. — Ан йĕрĕн. Тин çеç туяннă эпĕ ăна... Вĕр çĕнех...
— Тавтапуç, — терĕ çеç лешĕ айăпа кĕнĕн.
Тин кăна шăл йĕрсе тăнисенчен тепри инкекри çынна шуçлак çĕртен çавăтса тухрĕ.
— Çав кирлĕ, — сиввĕн каласа хучĕ кăра хĕрарăм. — Пуçне ытла каçăртса çӳрет... Ара, каçăртмасăр! Кандидат-иç!..
Пурнăçра ялан çапла. Пĕлĕшĕмĕрсенчен хăшĕ те пулин инкеке лексен е кулса, шăл йĕрсе ирттерсе яратпăр е пулăшнă чух пулăшатпăр, е вĕчĕрхенсе савăнатпăр. Манăн калавăм та çавăн пиркиех.
Халăхра калас сăмаха тӳрремĕнех каламаççĕ. Вăлтасси, иккĕлле, апла та капла ăнланмалла евитлесси, илĕртесси, куç кĕрет суясси (суя çур пурнăç мар-им-ха?) йăлана çирĕп кĕрсе юлнă.
Мана хама, сăмахран, табак туртма вĕрентессишĕн ăшталаннă çынсем темиçе те пулнă. Вĕсенчен пĕри çапла ăс паратчĕ: «Табакра сиенлине эпĕ нимĕн те курмастăп. — Тĕтĕмне ăша илсен, паллах, пуç çаврăнса кайнă пек те пулать. Эсĕ ун тĕтĕмне ăша ан ил, пулчĕ те».
— Эпĕ табак туртма вĕренни сана мĕн тума кирлĕ? — ыйтаттăм эпĕ.
— Эсĕ манашкалах — пултарулăх çынни, — текелетчĕ вăл, — эсĕ поэт, эсĕ писатель. Табак вăл шухăшлама пулăшать, шуйхануллă кăмăл-туйăмă лăплантарать... Пуçа килекен шухăшсене лайăх çаврăнма вăй хушать, тутăхма памасть. Эсĕ, мĕн, Маяковский туртман тетĕн-и? Туртнă! Туртакансен хушшинче классиксем пинĕ-пинĕпе: Алексей Толстой, Ухсай, Юмшикай...
— Юмшикай? Камсен классикĕ-ши вăл?
— Камсенне лайăх ас тумастăп... Ну, мĕнле калас?.. Вăл пикенсех, чыхăна-чыхăнах, туртнине лайăх пĕлетĕп.
Çук, ӳкĕте кĕмерĕм, çăвара пирус-мĕн хыпмарăм. Юмшикай шайнех анса ларас темерĕм.
Ĕçкĕ-çикĕ енчен илсен вара илĕртекен, черкке сĕнекен пушшех нумай. Черкке философĕсен юрри малтан çапларах.
— Çакăн пек хул-çурăмпа, — текелеççĕ вĕсем, — çĕр грамшăн сана нимĕн те пулмасть.
Вĕсен сăмахне чылай çул хăлхана чикмерĕм. Пурăна киле: «Эрех вăл савăнтарать, кăшт çеç — виçеллĕ — ĕçни сывлăхшăн та усăллă: апат лайăх анать, вар-хырăм тасалать... çавăнпа та пĕр ик çĕр грамшăн тем пулать сана? Эсĕ этем йышши мар, упа йышшийĕ? Сана çур литр та пыра йĕкĕлтемелĕх çеç»...
Таврари çынсем çулăхма, ӳкĕтлеме те тархаслама пăрахчăр тесе тутанса пăхрăм малтанхи хут çĕр грама. Чăн сăмах, вилсех кайман... Ăна ĕçнĕрен вĕр çĕнĕ кĕпепе шăлавара вараласа пĕтернĕ, çапах та — тĕрĕс сăмах: кăнса выртман.
Тĕлĕнмелле япала вăл эрех: унăн малтан-хи виçĕ чаплашки кăна сиенлĕ иккен, ыттисем — тăваттăмĕшсем, пиллĕкмĕшсем — пĕртте сиенлĕ мар. Сăра пирки те çавнах каламалла: унăн малтанхи алтăрĕ çеç сиенлĕ, хырăм вĕрсе хăпартнă пӳске пек пулса каять пулин те тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш... алтăрсем аванах.
Эрех вăл пусма картлашкине аса илтерекен шĕвек. Эрех пĕр вăхăтрах çӳлелле те улăхтарать, аялалла та антарать. Çĕр грамран пуçлатăн кăна — паян çĕр грамм, ыран — ик çĕр, виçмине — виç çĕр... Грамсен виçи çӳлелле улăхса, ӳссе пынă май, пуç ыратасси, мухмăрпа аптăрасси аялаллах — çĕр тĕлнеллех — антарса пырать.
Темиçе çул каялла, килĕшсе татăлнă пекех Шупашкарти кантурсенчен пĕринче пĕр вăхăтрах çӳлелле улăхса аялалла анакансем темиçен те тĕл пултăмăр. Пурин те пер шухăш: кунашкал сайра тĕл пулăва паллă тумалла. Хĕрлĕ Чутай енчен килнĕ Павел Петрович манран тӳрех ыйтрĕ:
— Санăн дача пур-и?
— Пур.
— Унта паян аннӳ пымасть-и?
— Çук. Ма? — ыйтрăм эпĕ.
— Мĕнле — ма? Дислокаци тумалла ку кантуртан. Çăмрăк чухне, хăвах пĕлетĕн, чылай вăй хунă эпĕ ку çуртра. Манăн уйрăм пӳлĕмччĕ. Кунĕпех çавăнта ĕçлесе унтах çĕр каçни те пайтах пулнă. Çавăнпа та манăн ку çуртра лешне ĕçме çеç мар, чĕлхе вĕçне йĕпетсе илме те кăмăлăм çук. Килĕшсе татăлнăн:
— Пирĕн те çавнашкалах, — терĕç. — Эх, уçă сывлăшра ларса тутлăн карăнса илменни тахçантанпах.
— Мĕнех, — терĕм, — атьăр.
— Атьсемĕр, — терĕ урамра Андрей Андреевич, Канаш йĕкĕчĕ, — манăн пĕр сĕнӳ пур?
— Мĕнли? — ыйтрăмăр харăссăн.
— Халĕ пирĕн каймалла... Ăçта иккенне хам та пĕлместĕп. Çав хам та пĕлмен вырăнтан илмелле... Мĕн илмеллине хам та пĕлместĕп...
Ăçталла каймаллине пĕлмесĕрех кайрăмăр та мĕн илмеллине пĕлмесĕрех илтĕмĕр: çын пуçне çуршар литр. Сых ятне — тепрер, мухмăр валли — чĕрĕкшер.
— Çуршар литрпах пире тем пулас çук-ха, — терĕ Нил Наумович. — Эпир мĕн, пĕрремĕш хут-им?..
Дачăна çитрĕмĕр.
Сĕтел хушшине вырнаçрăмăр. Сĕтел сервисĕ те вăраха пымарĕ. Пурте пит-куçа тĕлĕнмелле пĕркелесе илчĕç.
— Мĕн ку? — тĕлĕнтĕмĕр пурте пĕр харăссăн.
— Са-мо-пал-л! Кис...ĕ-ĕ-ĕк... кис... — хуравларĕ Ваçлей Пудович.
— Мĕн кисĕ тата? — ыйтрăм эпĕ. Ваçлей тусăм тем пăрахса парасшăн манăн çук кушакăма йыхăрать пулĕ тесе. — Кушаксăр çурт-йĕр ку манăн.
— Кис... кис... — çаплипех кислетме чарăнаймасть Пудович. — Кис... лота ку... — тинех уçăмлăн персе ячĕ хайхи.
— Мĕн тумалла? — ыйтрăм тусăмсенчен.
— Пĕрре укçа панă тăк... кис... — татăкăн-кĕсĕкĕн сĕнӳ пачĕ Ваçлей Пудович. — Кислотана пĕтермелле.
— Вăл хамăра пĕтермĕ-и? — ыйтрăм эпĕ. Эпĕ ыйтни, ахăртнех, нихăшне те килĕшмерĕ. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен пĕр шухăшлăн шарламасăр ларчĕç, Ваçлей Пудович хăйĕн черккине тултарма пикенчĕ кăна — пурте черккисене ун еннелле тăсрĕç. Эпĕ те вĕсенчен юлмарăм.
Тĕлĕнмелле: эрехĕн малтанхи виçĕ черкки кăна кислота иккен, тăваттăмĕшĕ сасартăках пылакланса кайрĕ, пыра çунтарма пăрахрĕ. Таçта шалта темĕнле кăткăсем хавассăн чĕпĕтме пуçларĕç.
— А-а-а-, çуршар литршăн темех пулмĕ-ха пире, — хĕпĕртетпĕр хамăр...
Ирхине вăрантăм та мĕн пулса иртнине аса илме тытăнтăм... аса илĕвĕме çăра тĕтре хуплать те хурать. Пӳрт ăш-чикне пăхса çаврăнтăм. Пĕчченех... Ыттисем ăçта-ши?
Дача пахчинче акă мĕн куртăм: Пудович икĕ тăваткал метрлă цистернăри шыва ланкăртаттарсах ĕçет. Самантлăха тăхтаса: «Ах, мĕнле сӳнтермелле ăшри кăвара?» — текелет те çĕнĕ хавхаланупа — ланкăрт-ланкăрт.
— Пудович, асăрхан! — сас патăм эпĕ. Вăл ĕçмелли мар, çумăр шывĕ!
— Çумăр шывĕ-и унта, юр шывĕ-и — мĕнпе те пулин сӳнтермелле-çке-ха.
Андрей Андреевич сухан йăранĕсен хушшинче тăватă уран упаленсе çӳрет иккен, симĕс сухан вĕçĕсене çырта-çырта татать те пĕр кана кавлет, унтан — каллех малалла.
Улмуççи енче: «Тамаляк», — тенĕ евĕрлĕ сасă илтрĕм те — ял çыннисен сурăхĕ кĕмен-ши тесе унталла пăхрăм. Павăл Петрович, çăварне самай пысăк антоновка хыпнăскер, тĕлли-паллисĕр улать: «У-у-у! — кăчăк туртать хăй мана. — А-а-а... Вă-вă-вă... М-м-м-...» Нимĕн те ăнланманран вăркăнса çитрĕм ун патне. Пиçме ĕлкĕреймен антоновкăна вăл çăварне ăнăçлах чиксе лартнă, çыртса татма та хăтланнă. Пултарайман. Халь пан улмине нимĕнле кăлараймасть иккен. Янах шăмми, хăрах еннелле пăрăнса ларнăскер, антоновкăна çыртса татма та па-масть. Эпĕ янах шăммине тӳрлетес тĕллевпе кăштах чышкăласа илтĕм çеç — тута-çăвар шăммисем тĕлĕнмелле шăлт-шалт турĕç те антоновка Андрей Андреевич çăварне кĕчĕ кайрĕ.
— А-а-ă-ă-ăле-м! — вăрăммăн мĕкĕрсе ячĕ тусăм ыратнине тӳсеймесĕр.
— Мĕн пулнă? — ыйтрĕ Павел Петрович.
— Андрей Андреевич пан улмине кăлараймасть те, çăтса та яраймасть.
— Ых, пирĕн çĕр-шывра пыр-çăвар ыйтăвĕ хăçан пĕтет-ши? Çиме пуçличчен имененçи пулса ларатпăр çын умĕнче. Çын курман çĕрте перетпĕр те хыпатпăр упшурла. Атя, кăларар унăн çăварĕнчен тухма пĕлменнине.
— Епле майпа?
— Эсĕ малтан пĕр-пĕр хĕскĕч тупса кил-ха, майне-шывне тупăпăр, — мăн кăмăллăрах каласа хучĕ Андрей Андреевич. — Пĕлнĕ пул, çамрăк чух эпĕ пилĕк çул выльăх тухтăрĕнче тăрмашнă!
Часах шĕп-шĕвăр сăмсаллă линцет тупса пытăм та Андрей Андреевича тыттартăм.
— Халь, — терĕ вăл, — кăларатпăр.
Кăшт-кашт тем шухăшласа тăрсан:
— Эсĕ пуç пӳрнӳпе вăта пӳрнӳне ун çăварне чик те пан улмине икĕ енчен хĕстерсе тыт, — хушрĕ вăл мана.
Вăл пӳрнесене çыртса лартсан? — шиклентĕм эпĕ.
— Эсĕ, шампа хырăм, хуп çурăм, малалла пĕшкĕн... Пĕшкĕн, пĕшкĕн, улму вăхăтсăр тухса ӳкесрен ан хăра.
— Эсĕ вара, — мана вĕрентсе каларĕ выльăх тухтăрĕ пулни. — Эпĕ шутласа пырса «виççĕ» тесенех пан улмине карт турт. Итле, шутлатăп: пĕрре... иккĕ... виççĕ-ĕ-ĕ!
Те хам хытă туртнăран, те пан улми хăвăрт тухнăран нак кайса лартăм çĕр çине. Çăварĕ пушаннă этем сасартăках хăрушла: «Ай-й-й!» — тесе кăшкăрса ячĕ, вара пуçларĕ пахчара унталла та кунталла чупкалама, кайран Андрей Андреевича кăкăрĕнчен ярса тытрĕ:
— Эс мĕн турăн мана? — куçĕнчен вут-хĕм сирпĕтме тытăнчĕ вăл.
— Çăварунти улмана кăлартăм.
— Тата мĕн турăн?
— Калаçакан турăм — тусăмсене килĕштерес тесе тăтăм та пан улмине кăшкăракан еннелле тăсрăм. Пăхатпăр та — антоновкăн çӳлти пайĕнче харăсах икĕ шăл, çапса лартнă тейĕн. Вĕсене курсан, выльăх врачне силлекенĕн сăн-пичĕ тĕлĕнмелле хăвăрт çуталса кайрĕ. Вара вăл ăсран тайăлнăнах кăшхăрса ячĕ:
— Ур-ра! — терĕ вăл тĕлĕнмелле хĕпĕртесе. — Ур-ра! Пĕлетĕн-и, Андрей Андреевич, хăрăк ку шăлсене кăларас тесе хăçантанпа ĕмĕтленнĕ эпĕ?
Пахчари кĕтесрен, вĕлтĕренлĕ вырăнтан, Нил Наумович йывăç-курăка чаштăртаттарса тухрĕ.
Майĕпен пухăнма пуçларăмăр, анчах пурте мар — Михуть курăнмасть. Ун-кун пăхкалатпăр, Михуте асăрхамастпăр.
— Авă лерен темĕнле хĕрарăм килет пулмалла! — илтĕнчĕ улмуççи тăрринчен.
— Ан! — кăшкăрчĕ Нил Наумович. Анас шутпа кăштах йăштăртатсан Михуть тачах персе анчĕ икĕ ури çине. Урăлла пулсан икĕ урине те амантмалла-ха вăл, капла, мухмăрла — чиперех.
Кайран пӳрте пĕрте кĕтĕмĕр.
— Тек-тек çур литрсен мăшкăлĕ пулар мар, — терĕмĕр татăклăн. — Курăр, мĕн-мĕн хăтлантарса ячĕ вăл пире. Хамăртан хамăр мăшкăллăтпăр-иç?
Павел Петрович ассăн сывласа, шӳтсăр хуйхăрса:
— Эпĕ сире вăй çитнĕ таран пулăшрăм, — терĕ чунтанах тархасласа, — халь эсир мана пулăшăр. Эпĕ çĕрле, çывăрма выртас умĕн, хам çумри пĕтĕм укçа-тенке çĕр улмин тахăш тĕмĕ çумне чавса хутăм. Вунă пин тенкĕ ытла укçана ту паймастăп. Атьăр, тăванăмсем, пĕрле шырар. Ик-виçшер кас йышăнатпăр та кашниех — самантрах шыраса тупатпăр.
Ку сăмахсем мана, пахча хуçине, самантрах урăлтарчĕç. Ара, терĕм вара хама хам, пĕтĕм çĕр улми пуссине айăн-çийĕн çавăрса тухаççĕ-иç!..
— Çук, тăванăмсем, апла юрамасть, — татăклăн пĕлтертĕм эпĕ.
— Мĕншĕн юрамасть? — пит-куçне тĕксĕм сăн çапрĕ Павел Петровича.
— Кам пытарнă — çавах шыратăр. Пурте аппалансан пытарнă укçана тата та аванрах хупласа хума пултаратпăр, чипер ӳсекен çĕр улмине те амантатпăр.
— Çапла, ху шыра, — терĕ Андрей Андреевич.
— А-а-а, — аллине сулчĕ Павел Петрович, — сирĕнпе калаçса çăвар тутине сая ярам мар-ха.
Малтан вăл кĕпе çаннисене тавăрчĕ, унтан — шăлавар пĕççисене, вара чылайччен шухăшласа тăчĕ те ĕçе пикенчĕ. Çĕр улми йăранĕсене асăрханса, тăрăшса кăпкалатрĕ Павел Петрович. Часах лачкам тара ӳкрĕ. Пире-мĕн, кушакка — кулă, шăшие вилĕм терĕш, шăл йĕретпĕр. Пирĕн йăли-йĕрки çапла: çын инкекре тĕк — кулмаллах. Кулни, ихĕрни сахал-ха: пурте туххăмрах полиглотсем пулса кайрăмăр.
— Шнель, шнель, — тет пĕри нимĕçле.
— Тисрек, тисрек, — хушса хурать тепри тутарла.
— Часрах эс, хăвăртрах, — хавхалантаратăп эпĕ чăвашла.
— Ых-х, анра çарăк! — мăкăртатать пикенсех ĕçлекен.
— Анра çарăк мар вăл, — тетĕп. — Кунта анра çарăк çук, мăян кăна.
— Ых-х, анра çарăк! — хăйĕннех перет Павел Петрович. — Анра çарăк тесе хам пирки калатăп-ха эпĕ.
Павел Петрович пĕр сехетре ĕçне вĕçлерĕ. Анчах — нухрат çук. Чылайччен тĕмсĕлсе пăхрĕ вăл. Унтан, пач кĕтмен çĕртен:
— Тупрăм! — терĕ. — Тинех тупрăм! Хĕрлĕ кăшман ани тĕлне чупса пычă те самай парка кăшман çумĕнчи тăпрана сирчĕ, целлофан пакетпа чĕркесе хунă пĕр тĕркем хут укçа туртса кăларчĕ.
— Ку кăшман-иç, — тетпĕр тĕлĕнсе, — çĕр улми мар.
— Ых, анра çарăк, çав çур литра пулах çапла улталантăм-и вара эпĕ?
— Хă, — тет пĕри, — шанчăклă перекет касси шыраса тупнă эсĕ.
— Шел, ку кăшман хăй пит парка пулсан та укçа упранăшăн процентсем памасть, — чăнласах пăшăрханнăн пуплет тепри.
— Процентне хуçи хăй кăларать, — хушса хуратăп эпĕ. — Çĕр каçичченех арендăна илнĕшĕн мана кăштах лекес пек туйăнать.
Павел Петровичăн ырă пĕр йăла пур: ĕçе тытăнас умĕн вăл ялан тӳпенелле пăхса тĕплĕ шухăшлать, вара тин уçăмлăн калать. Халĕ те кăнтăртан çурçĕрелле вăраххăн шăвакан мамăк пĕлĕтсене чылайччен сăнанă хыççăн:
— Акă мĕн, — терĕ çĕрелле пăхса. — Укçа-тенкĕ арăмран пытара-пытара хуни, ир тăрсан нухрата ниепле те шыраса тупайманни манăн пайтах пулнă... Манашкал шереметсем мĕн чухлĕ-ши?
— Ун пекки, чăн сăмах, манăн та пулкалать, — хушса хучĕ пĕри.
— Манăн та пулман мар, — терĕ тепри.
— Санăн вăл енĕпе еплерех? — пурте харăссăн ыйтрĕç манран. — Ма шарламастăн?
— Мĕн мухтанмалли пур-ха кунта? — ӳрĕк-сӳрĕклĕх ытамне кĕрсе ӳкрĕм хайхи. Склероз — професси чирĕ вăл маншăн. Суя укçа çапакан ятне те илтнĕ.
— Ну, ну, каласа пар-ха пире; укçа пытарса хăварнипех епле майпа суя укçа çапма пулать? Пире те вĕрентсемччĕ.
— Вăл çулхине эпĕ, пысăк укçа шыраса, яш-кĕрĕмпе Мускава кайса килнĕччĕ. Шĕкĕр хулари улпутсенчен пĕрне Мускав тулашĕнче кермен туса патăмăр. Хуçи аван тӳлерĕ: кашнинех çитмĕлшер пин тенкĕ. Киле çитсенех арăма хĕрĕх пинне тыттартăм. Ытти вăтăр пинне, кĕсьерен кăлармасăр, шăлавара хыврăм та ăнăçлă таврăннăшăн хĕпĕртеме пахчана туссем патне тухса лартăм. Хĕпĕртенĕ арăм кăлăк чăххи чĕпписемпе саркаланса çӳренĕ пек хăналать пире. Пӳртрен пахчана, пахчаран пӳрте хутлать кăна.
— Арăмна мĕн чухлĕ лекрĕ? — ыйтаççĕ юлташсем.
— Хĕрĕх.
— Ма апла çеç?
— Ара, Мускава тепре каясси тахçан пулать-ха. Унăн укçи час пĕтет, каллех ыйтма тытăнать. Саппас çамкаран çапмасть.
— Апла, — терĕç пурте пĕр шухăшлăн, — пирĕн те хĕрĕхшер пин çеç памалла...
Кайрĕ пирĕн ĕçкĕ-çикĕ тапранса: ара çуршар литршăн темех пулмĕ-çке. Мускаври метрора ĕçместпĕр-иç: тăван вырăнта, хам лартнă улмуççи айĕнче!
Тусăмсем, мухмăр сунталĕ çинче ларса хамăра кризис мăлатукĕ çапмĕ-и тесе шикленсе ларакансем, йывăç сулхăнĕнче ман калавăма питĕ тимлĕн итлеççĕ.
— Ларнă эпĕ ун чухне улмуççи айĕнче, — тетĕп, — выртсах ĕçнĕ-и, лайăхах ас тумастăп. Вĕсем тайкки-тайкки çул тайлăк, çул тайлăк мар, хам тайлăк меслечĕпе тухкаласа кайнине çăра тĕтĕмри мĕлкесем евĕр курса юлтăм. Пӳрте хамах кĕнĕ. Арăм эпĕ илсе килнĕ укçана шутласа ларать. Вакраххисене парсан вĕсене вăл çĕрĕпех суса ларма та ӳркенмест. Тахçан, çавăнччен виçĕ çул маларах, вуннăлăххисене çирĕм пĕр пин панăччĕ. Малтан ыйтрĕ:
Любовь Шашкина (2012-03-04 19:51:37):
Виталий Енĕш хайлавĕсене яланах чун килениччен вулатăп.