Эп вилсен пуçна усса ан ут...


Эп вилсен пуçна усса ан ут.

Тупăкрах-ши çĕрĕп? Çук, ку мăшкăл!

Йывăç та пулса тĕнче курмашкăн

вирхĕнсе тухатăп тепĕр хут.

 

Тус, тăшман та килĕç чыс тумашкăн,

ĕçсе çийĕç, таптĕç йывăçа.

Çакăн хыççăн шăпланса тăмашкăн

йывăр пулĕ сассăр сăвăçа.

 

Йывăçсем çил майăн вăшăл-вăшăл.

Вилнисем каласшăн пулĕ тем?

Пĕр хĕстерчĕ лартрĕ тупăк-кăшăл –

пĕлтереймĕ шухăшне этем.

 

Чĕрере вĕрет калас сăмахăм,

пĕлес туртăм та пĕтмен пулас.

Йывăç пек лармашкăн эп ухмах-им,

мĕн шутлатăп – каласа юлас!

 

Эп вилсен пуçна усса ан ут.

Тупăкрах-ши çĕрĕп? Çук, ку мăшкăл!

Вилнĕ хыççăн çут тĕнче курмашкăн

сăвăпа тухатăп тепĕр хут.

 

7.08.1971

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: