Сăпайпипе Чăнпатыр
Вăтам Атăл тăрăхне,
Вуннăмĕш ĕмĕрсенче,
Хунă патшалăх туса,
Атăлçи Пăлхар тесе.
Атăлçи Пăлхарĕнче
Пӳлер хули вырнаçса
Ĕлĕкех никĕсленсе,
Аталаннă сарăлса.
Вырăс летопиçĕнче
Çырăннă «Аслă хула».
Аслă Пӳлер — тĕп хула,
Вăйлă çирĕпленнĕскер.
Пӳлер сăмаххи авал
Пĕлтернĕ тĕн çыннине.
Пулнă пĕлӳ сăмахран,
Ăслă та тăнлă çынтан.
Пирĕн мăн асаттесем,
Картсем тата çамрăксем
Пурăннă тет Пӳлерте
Ункайлас1 ĕмĕтсемпе.
Атăлçи Пăлхарстана
Пĕтĕм тĕнче пĕлейрет.
Тĕнчене аслă çулсем
Иртейнĕ Пӳлер урлах.
Ытарайми вырăнта
Вырнаçнă чаплă хула.
Пӳлер вăл — пиллĕ хула,
Пӳлер — мăнаçлă хула.
Иртен-çӳрен сутăçсем
Тата çул çӳревçĕсем,
Чаплă çарăн çыннисем
Туяннă япаласем…
* * *
Пĕррехинче, ĕнтрĕкпе,
Чул хӳмеллĕ хулана,
Уçăлмашкăн тухнипе,
Çӳрет Чăнпатыр унта.
Курнă паттăр сар хĕре,
Çулăм хыпнă чĕрере.
Сăпайпи сисмесĕрех
Килĕштернĕ йĕкĕте…
* * *
Пехетлĕ2 саманара
Савнепи хăй хĕрĕпе.
Сăпайпи кăмăлĕпе
Йăваш пулнă пурнăçра.
Кун хыççăн кун иртсе
Пынă чипер Сăпайпин.
Юрату çулăм ăшне
Кĕрсе ӳкнĕ Сăпайпи…
* * *
Пĕр çын, иртен-çӳренскер,
Куç хывнă Сăпайпине.
Лартнă та лаша çине,
Вĕçнĕ çӳлти тӳпене.
Сăпайпи ::тăрпаланать:Тăрпаланать — турткалашать:,
Татăлса куç çуль тăкать.
Сухăр пек çыпçăнакан
Вĕçертмен ăна алран.
Кĕре ӳтлĕ сĕмсĕркке
Лашине те шеллемен.
Тĕпсĕр сивĕ куçлăскер,
Çитернĕ хăйĕн килне.
Хĕр вăрласа килекен
Çитнĕ Çăлтăр хулине.
Тискер ĕçе тăвакан
Пурăнать иккен кунта.
Çил Çунатлă Лашине
Хупнă хăйĕн картишне.
Лаши тулхăрнă шалтан,
Шелленĕ хĕре чунтан.
Çăлтăр пӳртре йăлтăркка,
Мĕн кăна çук пуль кунта!
Йăтса кĕчĕ Мăнтăркка
Хĕре арăмĕ тума.
Илемĕш Çăлтăр çуртра
Ним илĕртмен сар хĕре.
Сăпайпи хăй телейне
Тупас çук пуянлăхра.
Мăнтăркка тархаславне
Итлемен çак Сăпайпи.
Ылтăн-кĕмĕл пурлăхне
Хапсăнман-çке Сăпайпи.
Сăнĕ-пичĕ Мăнтăрккан
Пачах тиркемелле мар.
— Паян арăм ман пулсан,
Телейлĕ тăвăп сана.
Куç хӳрипеле кăна
Пăхса илнĕ хĕр ăна.
Темле астарсассăн та,
Юлмĕ Сăпайпи кунта.
Черчен чунлă Сапайпи
Тилмĕрсе3 йытсассăн та,
Этепсĕр4 шухăшлăскер,
Хăнк та туман вырăнтан.
— Килĕшместĕн пулмалла
Манăн арăм эс пулма.
Пӳлĕме хупса хурсан,
Тархаслăн хăвах выçсан.
Йăлтăркка пĕр пӳлĕме
Кĕртрĕ, тĕкрĕ вăл хĕре.
Ячĕ чикелентерсе,
Питĕрчĕ çăраççипе.
Хĕр астуман кун шутне,
Мĕн чул тинке5 тӳснине.
Чăнпатыр çăлассине
Шаннă çав тер кĕтнипе…
* * *
Çип çапнă пек сукмакпа
Савнепи пыра парать.
Пуçĕ усăк хуйхăпа,
Тĕпренчĕк хĕрне шырать.
Çитмен вырăн хăварман,
Ыйтман çын та пач юлман.
Пĕрех май макăрнипе
Типсе хăрнă сăнĕпе.
Управ сыхлавçи пулма
Май килмен иккен ăна.
Юратнă сăпай хĕрне
Çухатрĕ-мĕн хурланма…
* * *
Ăслă-тăнлă Căпайпи,
Йăваш кăмăллă, таса.
Ăш пиллĕхлĕ ун чĕри,
Тивĕçлĕ ыр сунăма.
Унăн ĕçченлĕхĕнчен,
Пулăшма тимленинчен
Аслă Пӳлер тĕлĕнет,
Ун пек пулма вĕренет.
Сăпайпийĕн ашшĕне
Вĕлернĕ-мĕн тăшмансем.
Паттăр вăрçнă йăх-яхпа,
Ячĕ юлнă халăхра.
Савнепи пĕччен ăна
Çитĕнтернĕ лăпкаса.
Халĕ юнашар çукран
Вăхăт иртет хурлăхра…
* * *
Чăнпатыр халран кайса
Шыранă Сăпайпине.
Кирек ăçта çитсен те
Савнă хĕрне тупайман…
Пĕр самант — хĕр чĕнĕвне
Туйнă паттăр чĕрепе.
Çĕмрен Урхамахĕпе
Çĕкленнĕ тӳпенелле.
Вĕçĕ-хĕррисĕрлĕхре
Вĕçнĕ Çĕмрен Урхамах.
Çăлтăрсен хутлăхĕнче
Урхамах тăп чарăнать.
Сăпайпи çут хулара,
Самăр хуçа патĕнче.
Ăнкарнă халь Урхамах,
Сиснĕ хĕре хупнине.
Вирхĕннĕ тӳрех унта,
Ăнланнă хĕр кунтине.
Чăнпатыра Мăнтăркка
Кĕтсе илнĕ тăшман пек.
Пуçланнă тĕркелешӳ,
Харкашу, тӳпелешӳ.
Айăн-çийĕн йăванса,
Пĕтернĕ тапса-çапса.
Чăнпатыр Мăнтăрккана
Ӱкернĕ пусса çĕре.
Алли-урине пĕрле
Çыхса хунă тăлласа.
Сăпайпине шыраса
Тупнă хупнă пӳлĕмре.
Çупăрланă пĕр-пĕрне,
Тухнă çуртран васкаса.
Çĕмрен Урхамах çине
Ларнă çирĕп тытăнса.
Тăван Пӳлер еннелле
Вирхĕннĕ хыпаланса.
Çеккунтранах аякка
Юлнă Çăлтăрлă хула.
Шĕкĕр6 Пӳлер варрине,
Çитнĕ тăнă кил умне.
Савнепи хĕрне курсан
Капашсăр-мĕн хĕпĕртет.
Чăнпатырпа курнăçсан
Кĕрӳ тума килĕшет.
* * *
Талпăнулăх çулĕпе
Утакан тĕп хулара,
Туй хыпарне илтнипе
Пурте савăннă чунтан.
Юратакан чĕресем
Пĕрлешнĕ пĕр çемьене.
Ăмсануллă çынсемпе
Туй кĕрленĕ Пӳлерте.
Марина (2012-09-24 19:36:20):
Светланăн ĕçĕ килĕшрĕ. Ăна ăнăçу сунатăп.
Agabazar (2015-12-24 20:24:48):
Пӳрмен телее Пӳлерте те тупаймăн.