Чутайсене
Çĕр-шывăм ман пысăк та аслă,
Ешерĕ татах ӱлĕмрен.
Çапах пуринчен эп хаваслă
Пуртан тĕнчере Чутай ен.
Вăл – çутă ачалăх саманчĕ,
Унра ырă сунăм нумай.
Ак куç умĕнчех чаплăланчĕ
Патшалăх пек Хĕрлĕ Чутай.
Хитре ман юратнă тавралăх,
Чечеклĕ, çырмаллă уйсем…
Сăпай та маттур ăслă халăх…
Телейлĕ эпир, чутайсем!
Люда Андреева (2012-08-21 21:27:28):
Мĕн тери маттур Эсир, Лариса Николаевна!Эпĕ Сирĕнпе чунтанах мухтанатăп. Сăвăри пекех хаваслă та яланах телейлĕ пулăр. Чутай çĕрĕ Сире хăйĕн сăпкинче сиктерсе ума лартнă тĕллевĕрсене пурнăçлама пулăшсах пытăр, хăйĕн тĕпренчĕкне малтан-мала ăнтăлма çунатлантарса пытăр. Чутайсен Сирĕнпе мухтанмаллипех мухтанмалла пултăр. Ăнăçу Сире!
Михеева Ольга Николаевна (2013-12-30 16:37:15):
Мухтанатап санпа,Лариса! Тавах турра,сана сут тенче парнелешен.
Галина Зотова (2013-12-31 23:29:48):
Çĕнĕ Çулта пире çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсемпе савăнтармалла пултăр санăн пире, Лариса!Лаша çулĕ сана телей парнелетĕр!