Лариса Петрова Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай ялĕнче 1990 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. 1997 çулта Çĕн Атикасси шкулне пĕрремĕш класа кайнă. Шăпах 3-мĕш класра вĕреннĕ чух Лариса пĕрремĕш сăввине çырнă. Хĕрача пĕчĕклех амăшĕн Юрă тетрадьне вулама кăмăлланă, унти юрă-сăвăсен асамлăхĕнчен тĕлĕннĕ. Тен, çавăнпах пуль, пĕрремĕш сăвви «Ах, мĕн чухлĕ чечексем Илсе килчĕç хăнасем» юрра евĕрленĕ пекрех пулса тухнă. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн, утăм хыççăн утăм туса вара Лариса сăвăсен вăрттăн тĕнчине кĕме хăтланнă. «Тантăш» хаçатра пичетленме пуçланă, конкурссенче палăрнă.
Шкул пĕтерсен çамрăк сăвăç И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологипе культура факультетне вĕренме кĕнĕ.
Лариса — ЧР Президенчĕн стипендиачĕ (2008) тата А.Тихонов-Ялгир ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...