Сĕт мыскари
Ялта ĕне тытмасăр май çук. Мĕн пур выльăх-чĕрлĕхрен те пахи вăл ĕне-çке: сĕт парать, сĕтĕнчен турăхпа хăйма пулать, турăхĕнчен тăпăрч тума май пур, хăйминчен — услам çупа уйран… Вĕçĕ-хĕррисĕр каласа кайма пулать. Ырлăх! Кашни çул парнелекен вăкăр-тынана сутса вара кил-çурта çĕнетсе тăма аван. Тем тесен те, ĕне пурри лайăхах çав.
Ĕне тенĕрен… Вĕсем те çынсем пекех мар-и? Миçе ĕне усраса тем тĕрлĕ характерлине те курчĕ Кулине инке. Тахçан Зорька ятлăскер пурччĕ. Питĕ «стайлă» теççĕ унашкаллисене. Хуларан килекенсем сĕтне мухта-мухтах ĕçетчĕç. Анчах… Зорька, ытла та тӱрĕ кăмăллă пулнăран-ши, ялти пĕр хĕрарăма юратмастчĕ, ăна курсанах тĕкме хăтланатчĕ. Тĕлĕнмелле, урăх никама та тĕкĕнместчĕ. Ĕни питĕ лайăхчĕ, тĕпрен илсен.
Пĕрре çапла хĕле кĕрсен Кулине инкене утă сахаллансах çитни хытах пăшăрхантарма пуçларĕ. Сутăн илме укçи-тенки çук. Ирĕксĕрех колхоз фермине кайса пысăк та таса ĕнене пĕчĕккипе улăштарма тиврĕ. Çĕнĕ ĕне ытла «тискерччĕ». Пĕрремĕш хут сума ларсан тепĕр кĕтменлĕх шалт аптăратрĕ: ку «качака» тапать те иккен! Малтанхи ĕнене аса илсе: «Мĕнпе улăштартăм сана, Зорька?» — тесе мĕн чуль макăрман пуль… Пурăна-киле хăнăхрĕ Кулине инке, тапакан ĕнене те юратма пуçларĕ. Ăçтан тиркĕн-ха ăна? Сĕчĕ мĕнле тутлă та çăра-çке. Тинех ачаша та хăнăхса çитрĕ, малтанхи пек турткаланса тăмасть.
Килте тыткаламалăх укçа пултăр тесе Кулине инке ытти çынсемпе пĕрлех ирсерен сĕт пуçтаракан машина патне пĕрер витре сĕт çĕклесе утма пуçларĕ. Усси, чăнах та, сисĕнет. Çынсем хушшинче тем тĕрлĕ хăтланакан та пур пуль çав. Хăшĕ-пĕрин сĕчĕ кăвакрах тĕслĕ, тӱрех паллă, шыв янă. Тата, нумаях пулмасть, плотнăç тĕрĕслерĕç. «Кăвак» сĕтлисенех веçех йĕркеллĕ, Кулине инкен вара плотнăç çитмест иккен. Каярах сĕнӱ паракан та тупăнчĕ: плотнăç лайăх тухтăр тесен çĕр каçа лартнă сĕтĕн хăймине пуçтарса илмелле иккен. Вăт, патшалăх, хăех усала вĕрентет. Чăнах та, кун хыççăн Кулине инкен плотнăç çитекен пулчĕ.
Пурăнсан-пурăнсан ĕне ватăла пуçларĕ. Çак вăхăт çитессе пĕлсе пурăннă Кулине инке черетлĕ пăрушне ĕне тума тесех çитĕнтерчĕ, Улашка пăруласан Зорькăна сутса ячĕ. Çĕнĕ ĕнен сĕтне хăнăхма йывăртарах пулчĕ, малтанхи пек çăра та мар.
Каллех сĕт пама тытăнчĕ Кулине инке. Ак паян кăшт каярах юлса çитрĕ. Сĕт пуçтаракан хĕрарăм пĕр кинемине тустарать кăна, сĕтне шывпа хутăштарнă тесе айăплать. Лешĕ, лăпкăскер, хирĕç ним те чĕнеймест, айăпсăр куçĕсем тем каласшăн, тути чĕтрет. Кулине инке кинемине хӱтĕлеме хăтланчĕ: «Ай-уй, ма аплах тапăнтăр-ха ăна? Вăл нихăçан та никама та улталама пултараймасть, сĕтне те шыв ярса хутăштармастех», — терĕ. «Эсир пурте çылăхлă, пурте шыв ярса тухатăр килтен!» — касса татрĕ сĕт пуçтаракан. «Пире çапла сăлтавсăрах айăпланăшăн хăйне çылăх ăна», — мăкăртатса илчĕç пĕрисем. Тулли витрене каялла çĕклесе кайма тиврĕ кинемин. Çакăнтанпа вăл урăх пĕрре те сĕт пама тухмарĕ.
Ку путиш хыççăн сĕт пуçтаракан хĕрарăм кашнинчех Кулине инкене тапăнма пуçларĕ: «Сĕт ма тăрă?» — тет. Хăй пĕрех йышăнать-ха. Çапах вăл шанманни шутсăр пăшăрхантарать. Темиçе хутчен те çапла каланă хыççăн Кулине инке тек чăтса тăраймарĕ: «Пĕлместĕп çав, темшĕн çавнашкал сĕт парать вăл ĕне пирĕн», — терĕ. «Ĕнене ан айăплăр, мĕн те пулин пулать ак! — касса хучĕ каллех сĕт пуçтаракан. Кĕтмен çĕртен пулчĕ. Çилĕ килсе кайрĕ. «Çынсене ытахальтен айăпланăшăн хăвăра мĕн те пулин пуласран хăрамастăр-и?» — тесшĕнччĕ те, чĕрре кĕрес темерĕ. Тарăхăвне пусарма тăрăшса килне утрĕ Кулине инке. Хăй пĕрех кунĕпе те лăпланаймарĕ. «Тăпăрч та çисе курасчĕ-ха, ыран сĕт памастăп», — тесе тĕв турĕ.
Тепĕр кунне кӱрши аякранах кăшкăрать: «Вăт, Кулине, паян эс тухмарăн та сĕт пуçтаракан ман сĕте тиркерĕ!» Ак мĕнле пулнă иккен ку хĕрарăм! Кашни кунах унăн кама та пулин тиркемелле-мĕн. Тен, çапла çын чунне пусарса вăл хăй чунне тăрантарать? Кулине инкепе кӱрши каçса кайса кулса ячĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...