Туй мыскари
Хулари чи пысăк, чи чаплă ресторанта паян туй халăхĕ пуçтарăннă. Кĕркунне енне сулăннă пулин те, çанталăк сарă хĕр пек ачаш куллине сапалать те сапалать. Лайăх вăхăт суйласа илнĕ туй валли Алешкинсемпе Митрофановсен çемйисем. Кĕркунне питĕ тулăх килчĕ кăçал. Ресторана та чи аваннине суйларĕç. Кун пек ресторанта кашниех туй кĕрлеттереймест — хакĕсем питĕ хытă çыртаççĕ. Апла пулин те черечĕ пысăк. Анчах та хулари район пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрăшакан Кирилл Николаевич Митрофановшăн ку пăтăрмах пулмарĕ. Алешкинсем те сумсăр çынсем мар. Çемье пуçĕ Олег Петрович çав районтах вырнаçнă пасарăн директор çумĕ пулса вăй хурать.
Чаплă туй кĕрлемелле паян. Алешкинсем чăвашсем. Хĕрĕ вара вырăс çемйине кин пулса кĕрет.
— Туя хамăр тăвансенчен Мускавра тĕп инженер пулса ĕçлекен виççĕмĕш сыпăкри пиччене кăна чĕнетпĕр. Унăн арăмĕ вырăс. Пысăк вырăнта ĕçлет, — сассине хăпартсах каларĕ Мария Яковлевна, Олег Петрович арăмĕ, туя кама чĕнессине палăртнă чухне.
— Ара, хампа пĕртăван аппапа пиччене те чĕнместпĕр-и? — йăвашрах сасăпа ыйтрĕ Олег Петрович.
— Санăнне те, манăнне те чĕнместпĕр. Чăваш сăмахĕ ан тухтăр туйра. Тата вĕсенчен мĕн усси? Пĕри те туйра пин тенкĕрен ытла хурас çук.
— Аçупа аннӳне те йыхравласшăн мар-и?
— Каларăм пуль сана! — тăр-рăс тапрĕ урипе арăмĕ. — Кайран килте пуçтарăнăпăр.
— Ара, Даниловпа арăмĕ те чăвашсем-çке.
— Вĕсем çĕнĕ чăвашсем. Килĕнче пĕр сăмах та чăвашла калаçмаççĕ. Арăмĕ хура çӳçне шурă кĕрĕк çăмĕ тĕслĕ сăрласа çӳрет. Хĕсĕк куçĕ пысăкрах курăнтăр тесе косметолог патĕнче темле хатĕрпе сартарать. Çын çине тухнă чухне куç шăрçине пысăклатма хаклă тăракан шĕвек ярать.
«Юрать аттепе анне çак намăса курмаççĕ», — хурланчĕ Олег Петрович ăшĕнче.
Пурнăçран уйрăлса кайнă ашшĕпе амăшне аса илсен куçĕ шывланчĕ çак патвар арçыннăн.
Чаплă çынсем пуçтарăнчĕç туя. Хулари пысăк пуçлăхсем. Хулари пилĕк пасарăн директорĕсемпе çумĕсем мăшăрĕсемпе. Алешкинсен тăванĕсем çеç çук. Арăмĕн Мускаври тăванĕ те телеграммăпа çех саламларĕ.
— Хăть пĕр пилĕк пин укçа ярса паринччĕ, — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ Мария Яковлевна. — Хыт кукар! Çамрăкранах виçĕ пусшăн ӳксе вилетчĕ. Тăрпалтай майри чарнă пулинех.
— Килеççĕ! Килеççĕ! — кăшкăрса ячĕ пĕри. Акă чи хаклă, чи чаплă машинăпа çамрăк мăшăр çитсе чарăнчĕ. Вĕсен хыçĕнчен, пĕр алă машина та пур пуль, кĕрлеттерсе çитрĕ. Хулари чи пысăк телевидени ӳкерет паянхи туя. Хаçатсенчен те йышлăн. Акă туй халăхĕ хăйсене валли уйăрнă вырăнсене йышăнчĕ. Кунта кам ăçта ларас тенĕ пек вырнаçаймăн. Вырăнĕсене «рангсем» тăрăх хушаматпа палăртнă.
Урамра шăрăх пулнăран ресторан чӳречисем яриех уçă. Тамада текенни туй пуçланни çинчен пĕлтерсе сăмах калама пуçларĕ кăна — варринчи чӳречерен вăйлă çумăр пек чашлаттарса темĕнле шĕвек тăкăнма пуçларĕ. Чăтма çук таса мар шăршă сарăлчĕ залра. Туй кĕреки самантрах илемлĕ сăн-сăпатне çухатрĕ. Çамрăк мăшăра та, туй халăхне те шеллемерĕ çак «çумăр». Кам йĕрет, кам çухăрать.
— Эпĕ пĕлетĕп! Эпĕ пĕлетĕп ку киревсĕр ĕçе кам тунине! — йĕре-йĕре кăшкăрчĕ çамрăк кин.
Олег Петрович чӳрече патне çывхарчĕ те канализацисенчи каяша турттаракан пысăк машинăна курчĕ. Шоферĕ васкамасăр шлангне майласа хучĕ те Олег Петровича алне сулса саламларĕ. Çавăн пекех васкамасăр кабинăна кĕрсе ларчĕ те хула урамĕпе вĕçтерчĕ. Никамран та хăраманнине, никамран та пытанманнине пĕлтерчĕ вăл хăйĕн хăтланăвĕпе.
— Эх, пĕтерчĕ! Пуçĕпех мăшкăлларĕ! — кăшкăрса ячĕ Олег Петрович пĕтĕм чун хавалĕпе чăвашла.
Çакна илтсен çĕнĕ кĕрĕвĕн амăшĕ пуçне ярса тытрĕ те:
— Ах, эсир вырăссем мар иккен! Ултавçăсем! Ултавçăсем! Путсĕр чăвашсем! — тесе кăшкăрса ячĕ.
Туй халăхĕ вăрçăна-вăрçăна туххăмрах ресторантан саланчĕ.
— Атя киле! Эпир паянтан ку çынсене палламастпăр! — сĕтĕрчĕ ывăлне амăшĕ.
— Юрать телевиденипе хаçатри журналистсем кайса пĕтнĕччĕ, — шăппăн каларĕ çĕнĕ кĕрĕвĕн ашшĕ. — Эх, ĕмĕрлĕхе намăс куртăмăр.
* * *
Хулари Офицерсен çуртĕнче дискотека пырать. Нумай хула çамрăкĕ пуçтарăнать кунта. Студентсем те йышлăн. Кристина Алешкина та, хулари фармаци колледжĕнче вĕренекенскер, хăйĕн çывăх юлташĕпе Ольăпа час-часах кунта савăнать. Дискотекăра лару-тăру йĕркеллĕ, ӳсĕр çамрăксем çукпа пĕрех. Паян та ташша çапма килнĕ хĕрсем. Хальлĕхе иккĕшĕн те савнă каччисем çук-ха. Кристина, пуян çемьере çитĕнекенскер, каччăсем çине пит тиркесе пăхать. Вăл çӳллĕ, илемлĕ, модăн «пискĕпе» килĕшӳллĕн тумланакансене кăмăллать. Ăс-тăнĕ те çӳлти шайра пултăр паллах.
Акă алăкран пĕр çӳллĕ, тĕлĕнмелле илемлĕ, килĕшӳллĕ тумланнă, сăнĕпе, кĕлеткипе такама та кăмăла каймалла каччă кĕрсе тăчĕ.
— Кур-ха, Оля, мĕнле принц паян дискотекăра, — кăлт тĕкрĕ Кристина çумĕнче тăракан тантăшне. — Паян вăл мана ăсататех. Ак курăн-ха. — Хăй çавăнтах йăрăс пĕвне, çинçе пилĕкне, илĕртӳллĕ сăн-питне кăтартасшăн «принц» енне çаврăнчĕ те пысăк кăвак куçне ялкăштарса йăл кулчĕ.
— Куратăп-ха принцне. Рыцарь пулсан тем пекехчĕ те.
Çав самантран Кристина чипер каччăна йĕрлеме пуçларĕ. Пĕрмай ун тавра явкаланать, çав вăхăтрах ытти хĕрсене те сăнать.
«Мана сăнпа та, тумпа та çитекенни сахалтарах-ха кунта», — мăнаçланчĕ вăл.
Диджей шурă ташă тесе пĕлтерсенех Кристина çав принц патне тапса сикрĕ. Ĕлкĕрчĕ-ĕлкĕрчех çав. Тата тăват-пилĕк пике çул тытнăччĕ ун патне. Паллашрĕç. Максим ятлă вăл. Каччăн илемĕпе, япшар чĕлхипе ӳсĕрĕлнĕ хĕр темех ыйтса пĕлмерĕ ун çинчен. Хăй çапах куршанак пекех çыпçăнчĕ Максим çумне.
Такси тытсах ăсатрĕ хĕре каччă. Çула май Ольăна та килне леçрĕç. «Пуян пулмалла», — хĕпĕртерĕ Кристина.
Вăхăт иртнĕçемĕн Максим кăçал кăна политехника институтне пĕтерни палăрчĕ. Ĕç пирки ыйтсан коммуналлă хуçалăхра вăй хунине пĕлтерчĕ. «Инженер пулса ĕçлет иккен, — савăнчĕ хĕр. — Пĕрлешсен атте çӳллĕрех вырăна вырнаçтаратех».
Пĕр кунхине хула варринчи чарăнура тăнă чухне Кристина канализацисенчи тасамарлăха турттаракан машина кабининчи çамрăка асăрхарĕ.
— Ха, — тĕртрĕ вăл тантăшне. — Пулаççĕ те иккен пĕр пек çынсем. Каснă лартнă Максим.
Юлташĕ пуçне пăрнă вăхăтра машина куçран çухалнăччĕ ĕнтĕ.
— Тĕнчере пĕр пек сăнлă çын виççĕ пулать теççĕ-çке, — йăл кулчĕ Оля.
Каçхине, калаçса татăлнă пекех, Кристинăпа Максим хулари тĕп паркра тĕл пулчĕç. Пысăк чечек çыххипе килнĕ каччă тĕл пулăва. Ку енчен вара вăл питĕ те тавçăруллă, хыт кукар мар. Хĕре парнесемпе савăнтарсах тăрать. Çамрăксем уçăлса çӳрерĕç.
— Эх, чутах манса каяттăм. Паян эпĕ пĕр машина кабининче каснă лартнă сан пек çынна куртăм. Чутах Максим тесе кăшкăрса яраттăм.
— Мĕнле машинăра? Хăш тĕлте?
— Хула варринче, — урампа чарăну ятне каларĕ Кристина. — Ольăпаччĕ эпир.
— Кăшкăрмаллаччĕ. Эпĕччĕ вăл, — лăпкăн каларĕ каччă.
— Эсĕччĕ-и?! Эсĕ çав машинăра мĕн тăваттăн вара?! — хĕремесленсе кăшкăрчĕ хĕр.
— Эпĕ вăл машинăпа ĕçлетĕп.
— Суеçĕ! Суеçĕ! Эпĕ сана инженер тесе! Эсĕ каяш турттаракан ăçтиçук иккен! Институт пĕтернĕ тет тата! Туятăп санран яланах темле таса мар шăршă çапать! — çухăрчĕ пике сурчăкне сирпĕтсе. Унтан çаврăнчĕ те Максим енне лачлаттарса сурчĕ. Каччă пĕр сăмах та чĕнмерĕ, хĕртен пăрăнса хăйĕн илемлĕ уттипе мăнаçлăн хула урамĕпе васкарĕ.
Максим хĕре пĕртте куçран вĕçертмерĕ. Çук, хăй унсăр пурăнайманнипе мар. Чун ыратăвĕ, Кристина хăйĕнчен мăшкăлласа кулни çапла тума хистерĕ ăна.
Нумай каччă улăштарчĕ пуçлăх хĕрĕ çур çул хушшинче. Максимăн та пурнăçра савăнмалли сахал мар пулчĕ. Çур çул хушшинче вăл мастер, аслă мастер тивĕçĕсене пурнăçларĕ. Пенси çулне çитнĕ тĕп инженер ĕçрен каясси пирки сăмах çӳрет. Пултаруллă, института хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ çамрăка ун вырăнне лартасси çинчен калаçу пырать.
Пĕррехинче урамра Максим Кристина юлташне Ольăна тĕл пулчĕ. Тантăшĕ качча тухассине пĕлтерчĕ хĕр. Туйĕ хăш ресторанта пулассине те каларĕ.
— Эсĕ те туйра сикетĕн пулĕ-ха? — кăсăкланчĕ каччă.
— Çук. Унта чаплисем, пуяннисем çеç пулаççĕ. Тăванĕсене те чĕнмен, — салхуллăн тавăрчĕ Оля.
— Эпир чĕнмесĕрех кайăпăр çав туя, — йӳççĕн кулчĕ Максим...
Туй мыскари хыççăн икĕ кунран Митрофанов Олег Петровича ĕç пӳлĕмне чĕнтерчĕ.
— Эсир çав каччăна хирĕç айăплав ĕçĕ пуçарнă тесе илтрĕм. Заявленийĕре каялла илĕр. Мана шăв-шав кирлĕ мар. Кам-тăр илтнĕ пуль, кам-тăр пĕлмест те пуль. Çавăнпа пĕттĕр. Пиртен тăванланасси пулмарĕ. Çамрăксене шел. Ĕмĕр тăршшĕпех асран тухас çук вĕсен çак кун. Çапах сирĕн ĕçĕре чăрмав кӳрес çук çав пулăм. Эпир арçынсем-çке, йĕркеллĕ çынсем, — терĕ вăл аллине парса.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...