Рубайисем


Шывсен, пĕлетĕр, пур кашнин çăлкуç,

Çак пурнăç та — чăн вĕренӳ, ăс-пуç.

Чик нӳхрепе эс айăп-кăлтăкна

Пуян, илемлĕ, ăслă пурăнма.

Тăмастăн çирĕп — ан вĕрент çынна,

Чăн пурнăç йывăр ĕмĕр-ялана.

 

Паян пулсан та тĕрлĕлĕх хакра

Мăн асаттен чăн йăлине упра.

Тĕреклĕ никĕс те тымар пулсан

Нихçан хăрамăн вăрçă-харçăран:

Нӳкер пек тăрĕç те вĕсем ума,

Шăпа çĕмренĕ тăрăнмĕ чунна.

Ахаль ан пурăн, пурăн пур тума,

Вĕрен ялан — малаш енне утма.

Аçу-аннӳн таса ятне упра,

Юрат виçесĕр — пулĕç канăçра.

 

Мухтатăп эп Турра савакана

Ятне тумасăр — чĕрепе, чунпа.

Илемлĕ мар, телейлĕ пул тени

Кашниншĕн пултăр пурăнăç шăпи.

Кĕске çак пурнăç — çырăннă шăпа,

Турра кĕл ту веç вĕçленме ырпа:

Ун тараси çине çитсессĕн эс

Сан япăха ырру çĕнтертĕрех.

 

Эп вĕрентместĕп, эпĕ вĕренеп,

Тĕнче ăсне те ытама илмен.

Пĕлесчĕ: мĕн-ши пурăнăç тĕшши:

Эрех-ши, ăс-ши, манăн çылăх-ши?

Сире сунап телей эп, тăвансем,

Киле ан кĕччĕр тăвăллă кунсем,

Кашни килте шавлаччăр ачасем,

Турри валеçтĕр ырă шăпасем.

Веçех пултар, хăюллă пул, çĕнтер,

Кашни кунах тав ту Турра, ĕнен.

 

Мĕнле пĕлен — çапла пурнан,

Мĕн ĕçсен тен — çавна çăтан

Çта çиес тен — çанта чăмлан,

Кирлех пулсан тĕнче саван,

Туртан та пĕр ырра ыйтан —

Пурнасчĕ йӳтени таран,

Анчах та вăхăчĕ çитсен

Пĕрле илеймĕн нимĕн те иккен.

 

Эп сĕтел хушшинче çиейместĕп пĕччен,

Уява та савмас хуçа мар тăк ирччен.

Апат лартрĕ анне ман ума тăрăшса,

Шăпах ун чухне шухăш çапрĕ ăса —

Тăварсăр апат тутлă мар тăк — апла

Пурнăç тути кĕрешӳ пулмалла.

 

Эп курнă сахал мар пуян та ăслă çынсене,

Вĕсем чи чаплă шухăш çулĕпе кайса

Сум илейсе хуçа пулса тăрсан

Ĕмĕрлĕхе çăтмах çухатнине.

Священникрен ыйтрăм — çта çăтмах çĕр çинче,

Мĕнле тупмалла-ши, кăтарт хăш енче?

Священнк каларĕ — эп пĕлместĕп çулне,

Çăтмахĕ аннӳн чĕрçитийĕ çинче.

 

Куçарнă: 2013, кăрлач

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Agabazar (2013-02-08 22:44:26):

Сăвăсен кĕлетки рубаи пек мар-çке? Састашсен, çаврасен схеми урăхла пулмалла пуль(ААВА). http://ru.wikipedia.org/wiki/Рубаи

Тепĕр ыйту: хăш чĕлхерен куçарнă: фарсирен е вырăсла куçаруран? "Священник" вырăнне "сăвапçă" темелле мар-ши?

 

Андреев (2013-02-16 00:08:01):

Вырăсларан куçартăм. Рубайи пек куçарман ăна темшĕн фарсирен. Эпĕ те çав йĕркепех куçартăм. Халĕ Хайямăн ытти япалисемпе паллашап, вĕсене те куçарас кăмăл пур, хăшĕсене. Фарсирен подстрочник пулсан птĕ авна пулмалла та...

 

Agabazar (2013-02-16 02:54:17):

Пирĕн хушăра таджиксем курăнкалаççĕ вĕт. Гастарбайтерсем хушшинче те пур тăнлă çынсем. Йĕркепĕрлĕх туса пама пултараççĕ. "Священник" сăмаха Н.А.П.-ăн çĕнĕ сайтĕнче "сăваплăхçă" теме сĕнтĕм. http://termin.chv.su

 

Agabazar (2013-02-16 07:13:22):

Интернетра таджикла-вырăсла текстсем пур. Сăмахран: http://www.diary.ru/~Iskandar/p149852081.htm Таджик чĕлхи вăл фарси. Çырулăхĕ çеç кириллица. Çавăнпа пирĕншĕн меллĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: