Журналист


Иртет çу кунĕ. Иртрĕ шăрăх.

Татах ак вĕтлĕх çумĕпе

Шăвать кĕр кунĕ тилĕ пек.

Эп — журналист. Çĕршывăм тăрăх

Çӳретĕп хĕлĕн-çăвĕпе.

 

Ыра пĕлми сунарçă евĕр

Е харсăр çулçӳревçĕ пек,

Ялан çулра, таçта пĕртепĕр

Инкек тĕл пуласса пĕлмесĕр,

Тăван хаçатăн ĕçĕпе

Çӳретĕн çăвĕн-хĕлĕпе.

 

Автобуспа-и е çуран-и,

Пăрахутпа е кимĕпе,

Эп аслă çул çинче çуралнăн,

Ялан васкавлă чĕрепе

Çӳретĕп хĕлĕн-çăвĕпе.

 

Кĕрхи калча çăра, ем-ешĕл,

Вăрман тумланнă ылтăн тум.

Çак иртнĕ çуллахи ĕçсемшĕн

Ман чĕрере хаваслă хум.

 

Кунçулăмăр куçать пит шавлă,

Малтан мала, вут пек вĕри.

Алра пĕртен-пĕр хĕçпăшалăм —

Большевикла пичет пери.

 

Утатăп ывăнма пĕлмесĕр.

Перо ман çивĕч. Тутăхман.

Çӳренĕ май, пĕр-пĕр вăрман

Е кĕрхи каçăн сĕм кĕтесĕ

Ман адреспа хура тăхлан,

Тен, ярĕ вăрттăн, ăнсăртран...

Анчах эп вăркăнса ӳксен те,

Перо ман пулĕ алăрах.

Кĕрешӳре ӳкен çынсем пек,

Пĕр утăм пусăп маларах.

 

Кунçулăмăр куçать пит шавлă,

Малтан мала, вут пек вĕри.

Алра пĕртен-пĕр хĕçпăшалăм —

Большевикла пичет пери.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: