Ман Алина, Ел пики…


Асамат кĕперĕн

тĕрлĕ-тĕрлĕ пурçăнне

укаланă, тĕрĕленĕ улăхра

чи чипер чечек тупас-ха терĕм те,

чи чипер чечек татас-ха терĕм те…

тупрăм та куклентĕм ал тăсса,

тăп итлетĕп чĕтрекен сасса:

«Эп Алина, Ел пики – Элпи,

сан аллунтанах халь вилĕп-и?»

Татма тăснă аллăм

ачашларĕ чечеке,

татма тăснă аллăм

ытамларĕ чечеке.

Тенкĕллĕ-теветлĕ çут тухйи

çиçсе илчĕ-çке,

çийĕнчех чĕлхем вĕçне

сăмах килчĕ-çке:

«Çакăнта сана татса

чунсăр пулăп-и,

ман Алина, Ел пики,

чĕлтĕрти Элпи».

 

Тĕрлĕ-тĕрлĕ хура сĕмлĕ

çил-тăманлă каç

инçетри çула тухас-ха терĕм те,

хам çитес çĕре çитес-ха терĕм те…

çитес тенĕ çул çинчех

çĕтсе кайрăм эп,

кĕрт çинче аша-аша

шăнса хытрăм эп.

Çавăн чух, ĕненĕр, чăнласах

илтĕнет каллех палланă сас:

«Эп Алина…

Ел пики…

Элпи…»

Шăнса хытнă аллăм

ачашларĕ чечеке,

шăнса хытнă аллăм

ытамларĕ чечеке.

Шăм-шака каллех манне

ăшă çапрĕ-çке,

тепĕр хут хăвăртланса

чĕрем тапрĕ-çке.

 

Ман Алина, Ел пики,

кăвар пек Элпи,

сана эпĕ улăхра

татса илĕп-и?

 

18.06.1976.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: