Çĕн кун аки


Кăвак çутăран шăратнă ака пуç

Туртийĕ хушшинче хĕвел ташлать.

Çĕн Кун — шевле сарриллĕ ылтăн пуç —

Чăваш уйне ака тума тухать.

 

Çĕн Кун аки пуçĕн хĕп-хĕрлĕ тимĕрри

Касса-касса уй урлă кас тăвать.

Кас-кас айне чăвашăн иртнĕ ĕмĕрри

Вилсе выртса пытарăнса пырать.

 

Сĕн Кун пăхать: ун ылтăн аки пуç

Кăпăшласа хуратрĕ [хытнă] уйсене;

Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç

Уйсем çине савса сапать шывне.

 

Çĕн кун пин-пин кăварлă хурăç аллипе

Сар-хĕрлĕ кунтăкран уйсем çине

Кăварлă ывăçпа пин, çĕр пин çăлтăр акрĕ.

Ирхи шевле ун хыççăн ылтăн сӳрипе

Çйр [-çĕр] пин çăлтăрлăн çунан Чăваш Çĕрне

Тĕр тĕрлесе, сӳрелесе пăрахрĕ.

 

Çĕн Кун акни шăтма вăхăт çитсен,

Çĕн Кун умне хура çĕр айĕнчен,

Хĕвел калчи пулса, хĕвеллĕн сарăлса, хăюллăн

Чăваш çыннин кун-çулĕ тухĕ.

Укаллă, ылтăн-кĕмĕллĕ хĕлхемĕ унăн

Кĕсле сасси пулса çĕр тăрăх шуххăн юхĕ.

 

Хăватлă, çĕн чĕреллĕ çĕн ĕмĕр чăвашĕ,

Хул пуççипе кăвак пĕл[ĕ]те пер[ĕ]нсе,

Кун-çул уйне тухса хĕвел тумтир тумланĕ,

Çĕн Кун ăна ыталĕ савăнса, ачашшăн;

Умне, çĕн çул çине, çĕн чечексем чĕртсе,

Интернационал кĕперĕ анĕ.

 

1921 ç. утăн 7-мĕшĕ

Евпатори

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Володя (2014-05-29 18:48:54):

Во это по-людски! Никакого приторного сопливизма.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: