Салтак çырăвĕ
Ирсерен вăл илĕм-тилĕмпех алкум вĕçне тухать те, алă тупанне çамки тĕлне тытса, пахча карти урлă урамалла тинкерет. Станцирен килекен çул вĕсен Аслă урамĕпе иртет-çке-ха. Ватă çыннăн пуçĕнче ялан пĕр шухăш: урам вĕçĕнче таçтан-ăнсăртран салтакла тумланнă çын курăнса каймĕ-ши?
Шанчăкĕ çук этем — çур этем кăна, теççĕ. Шаннă йăвара час-часах кайăкĕ пулмасан та, этем ĕмĕр-ĕмĕр малаллине шанса пурăнать. Малаллине, лайăххине, ыррине...
Вăрçă пĕтнĕренпе ĕнтĕ нумай çул иртрĕ, анчах Ваçлей мучи хăйĕн виçĕ ывăлне пурпĕрех кĕтме пăрахмасть. Унăн карчăкĕ, çапла кĕте-кĕтех, çĕре кĕчĕ. Куллен алкум вĕçне тухса, ал тупанĕ айĕн урамалла тинкерес йăлана та Ваçлей мучи карчăкĕнченех илсе юлнă. Халь акă вăл тĕнчере пĕр-пĕччен. Чăн та, Татюк ятлă хĕрĕ пур-ха унăн. Татьяна Васильевна, тухтăр. Шупашкарта пурăнать. Кĕрӳшĕ те самаях пысăк вырăнта ĕçлет.
Вĕсем ашшĕне тахçанах хăйсем патне — хулана куçса пыма чĕнеççĕ. «Ялта кам пăхса усрĕ-ши сана? Текех çамрăк çын мар», — теççĕ.
Çапла, Ваçлей мучи текех çамрăк çын мар. Ĕнтĕ сакăрвуннă урлă ярса пуснă. Çапах та... çапах та вăл хăйĕн тăван кĕтесĕнчен уйрăласшăн мар. Вăл кунта çуралса кун çути курнă, кунта çитĕннĕ, кунта ялти сăпай хĕрпе Улинепе мăшăрланнă, тăватă ача пăхса ӳстернĕ. Виçĕ ывăл та пĕр хĕр. Тем те тӳссе курнă пурнăçра. Ырлăхне те, шырлăхне те... Çуралнă çĕршывпа ĕмĕрлĕхе сыпăннă кăвапана епле татăн-ха? Ĕмĕр тăршшĕпе пĕрер вĕрлĕкĕн пухса çавăрнă кил-çурта епле салатăн? Тата... тата пĕрле аллă çул ытла пурăнса ирттернĕ Улинене, унăн таса тăприне, епле пăрахса хăварăн? Çук, çук, нихăçан та!..
Чылайччен тăчĕ Ваçлей мучи алкум вĕçĕнче. Çамки тĕлне тытнă типшĕм алли те ывăнчĕ унăн, чĕтрекен пулчĕ. Анчах Аслă урампа салтакла тумланнă çын утса килни каллех курăнмарĕ. Ĕçе васкакан ялйыш кăна унталла-кунталла хĕвĕшет.
Ваçлей мучи çенĕкелле кĕме тăнăччĕ, çав самантра калинкке сасси илтĕнчĕ. Мучи сасă еннелле çаврăнса пăхрĕ: Мариç килнĕ иккен. Аллинче — кăкшăм.
— Сывах-и, Ваçлей мучи? — çап-çамрăк хĕрĕнни пек уçă сассипе саламларĕ Мариç.
— Сывах-ха, хĕрĕм, сывах, — çаврака кăвак сухалне майĕпен шăлкаларĕ мучи. — Чăрманма кирлĕ марччĕ.
— Мĕн чăрмавĕ унта! — терĕ Мариç, алкум патнелле утса. — Мана правлени хушнă.
«Правлени хушнă...» Мариç колхоз ферминче ĕне сăвать, Ваçлей мучи патне кашни ирех çапла пĕрер кăкшăм сĕт илсе килет. Правленийĕ хушасса хушнă пуль-ха, — ара, пĕр-пĕччен пурăнакан ватă çынна манма юрамасть, — анчах кун пек ĕçе аслисем хушнипе çеç мар, ытларах чĕре хушнипе тăваççĕ.
Мариç кӳршĕре пурăнать, унăн упăшки Хветĕр вăрçăра Ваçлей мучин кĕçĕн ывăлĕпе пĕрле пулнă. Чăн та, авланасса вăл салтакран таврăнсан тин авланнă-ха...
«Мĕн каласси, Микка чĕрĕ-сывă пулнă пулсан, эпĕ те кин кĕртеттĕм, — хăй ăссĕн шухăшлать мучи. — Мăнукăмсене, чĕркуççи çине лартса, утьăкка сиктереттĕм. Кинĕм, тен, çак Мариçех пулатчĕ?! Вăл пирĕн Миккапа питĕ туслăччĕ...»
Ватă çыннăн чĕри сасартăк ыратса каять. Мариç çавна хăвăрт сиссе илет.
— Атя-ха, Ваçлей мучи, курка туп, — чĕнет вăл мучие питĕ йăваш сасăпа, — ăшă сĕт тултарса парам. Тин сунă сĕт чĕрене сиплĕ теççĕ.
— Турăхĕ те пурччĕ-ха ман, — шӳтлеме пăхать мучи. — Куллен радио итлетĕп. Ĕçсĕр аптранипе. Унта турăхне те питĕ мухтаççĕ. Тухтăрсем, ара. Шăпах ман пек ватсупнăсем валли теççĕ. Эс, Мариç хĕрĕм, шалт ачаша вĕрентрĕн ĕнтĕ мана...
— Апла ан кала-ха, Ваçлей мучи, — именнĕн кулкаласа, аллине сулать Мариç. — Çамрăксен ваттисене пăхмалла. Пулăшмалла.
«Çук, пĕччен мар эпĕ, тăлăх мар! — шухăшларĕ Ваçлей мучи, Мариç тухса кайсан. — Манмаççĕ мана кӳршĕсем. Ялйыш манмасть».
Тĕрĕс шухăшлать мучи. Кӳрши-арши те, ялйышĕ те манмасть ăна. Пĕр Шупашкарти тăван хĕрĕ çеç ватă ашшĕ патне сайра килсе çӳрет. Татьяна Васильевна, ара. Тухтăр. «Ашшĕ-амăш чĕри. — ачара, ачин чĕри — упара», — тенĕ сăмах çӳрет-ха халăх хушшинче. Анчах Ваçлей мучи тăван хĕрĕ пирки унашкал шухăшлама хăяймасть. Ку шухăшран хăрать те вăл. Аллипе хăлаçлансах сире-сире ярать ăна. «Вăхăчĕ çук-тăр çав, — ассăн сывласа илет Ваçлей мучи. — Тепĕр тесен...»
Тепĕр тесен Мариçĕн те вăхăчĕ çук. Кунĕн-çĕрĕн фермăра тăрмашать. Апла пулин те, вăл мучи патне кĕрсе курмасăр пĕр кун та сиктермест. Ирсерен авă — ăшă сĕт. Эрнере пĕрре пӳрт урайне сĕрсе тухать, кĕпе-йĕм çуса парать. Кирлĕ çĕрте саплăкне лартать. Пĕччен терĕ-ха!.. Ăçта унта пĕччен! Правлени çу кунĕнчех вутти-шанкине турттарса килтерет. Шкул ачисем, леш «Тимур тусĕсем», вуттине татса-çурса, шаршанласах хăвараççĕ. Пуштă хĕрĕ Урине уйăхсерен пенси килсе леçет. Анчах çыру... Çук, нумайранпа пĕр çыру та килмест ĕнтĕ Ваçлей мучи патне. Вăл куллен-кун кĕтет — çыракан çук. Ăшĕ вăрканипе, чунĕ ыратнипе мучи ывалĕсен тахçанхи çырăвĕсене арча тĕпĕнчен кăлара-кăлара вулать. Вăрçăран янă çырусем... Вĕсен кашни сăмахне ĕнтĕ Ваçлей мучи вуламасăрах лайăх пĕлет. Çапах та арча тĕпĕнчен куллен кăларать вĕсене мучи. Сăмси вĕçне куçлăх лартать те вулать, вулать, вулать... Кĕлтунă пек, тупа тунă пек... Вуласан-вуласан, çырусене виç кĕтеслĕн хуçлатса, каллех арча тĕпне тирпейлесе хурать. Аслă ывăлĕпе вăталăххин, Кришшапа Якурăн, юлашки çырăвĕсем... Ах, вăрçă пуçлансанах юлашки пулчĕç çав вĕсем... Кĕçĕн ывăлĕн вара, Миккан, вăрçă пĕтеспе килнĕччĕ.
«Атте-анне, каçарăр, çыру çырма мар, сывлама та вăхăт çук. Эпир ĕнтĕ Берлинра çапăçатпăр. Кĕçех вăрçă пĕтет. Мĕн курни-тӳснине киле таврăнсан каласа кăтартăп. Сирĕн кĕçĕн ывăлăр Микка».
Ытти çынсен ачисем пирки «хыпарсăр çухалнă» е «паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ» текен хутсем кйлетчĕç. Микка пирки нимĕнле хут татăкĕ те килмерĕ. Салтака пĕрле кайнă Хветĕр те ун çинчен нимĕн те калаймасть. Вăрçăра вĕсен çулĕсем уйрăлса кайнă иккен. Ваçлей мучи Миккана Мускав урлă та шыраттарса пăхрĕ. Унтан пĕлтерчĕç: çав-çав чаçре, çав-çав ротăра рядовой салтак Лыков Николай Васильевич чăннипех пулнă. Анчах... «Пĕр-пĕр ишĕлнĕ çурт айне лекрĕ-шим? — паян кун та канăçсăр шухăшлать ватă ашшĕ. — Вăл епле вилнине никам та курмарĕ-шим? Е, питĕ аманса пĕтсе, паян кун та таçта госпитальте выртать?! Сăнĕ-пичĕ ытла хытă ăманса пăсăлнисем ашшĕ-амăш куçне курăнасшăн мар, теççĕ. Хаçатсенче те çыраççĕ ун пеккисем пирки. Ах, Микка, Микка! Микулай! Эс пĕрмаях чĕрĕ пек туйăнатăн, чĕре çумĕнчех тăратăн, тĕлĕкре те тек-текех курăнатăн. Темле аманса пĕтнĕ пулсан та, сана чунтан хыпăнсах кĕтсе илĕттĕм...»
Ваçлей мучи, Мариç хăварнă кăкшăмран ăшă сĕт тултарса, çунакан ăшчикне пусармалăх сыпса илчĕ те каллех алкумне тухрĕ.
Вăй-хал пур чухне вăл ĕнтĕ ĕçе васкаканччĕ. Сăран кушелне пуртăпа сава чикет те — пĕр-пĕр çурт тунă çĕре. Шкул çурчĕ-и унта, клуб-и е ферма, — колхозра пĕр вĕçĕм стройка пырать. Халь, авă, комплекс текеннипе тăрмашаççĕ. Пенси çулне çитсен те, Ваçлей мучи ĕçрен юлакан марччĕ-ха. Колхоз утарне хурала çӳретчĕ. «Ах, хал пĕтрĕ çав, халĕ пĕтрĕ», — йывăррăн хашлатса илет мучи. Килте те ĕç çукрах унăн. Мĕн ĕç тутăр-ха вăл килте? Выльăх-чĕрлĕх тытмасть. Хăйне юлташлăха пĕр ула кушак çеç усрать. Пахчинче çĕрулми лартса тума каллех Мариçпе Хветĕр пулăшаççĕ. Хветĕр — бригадир. Пĕр-пĕр тракториста хушать те, лешĕ пахчана пĕчĕк тракторпа туххăмрах сухаласа пăрахать. Тракторне те юриех çавăн валли тунă тейĕн.
Килте пĕччен тунсăхласа ларас мар тесе, Ваçлей мучи урамалла тухать. Ял çумĕнчи сăртлăхра чун туртакан пĕр вырăн пур унăн. Мучи кашни ир, пĕр сиктермесĕр, çавăнта çитсе килет. Паян та унăн çулĕ çавăнталла...
Ĕнтĕ вĕри ĕççи пуçланнă. Ку вăхăтра ĕлĕк ял урамĕ йăлтах пушанса юлаканччĕ. Халĕ апла мар. Çынсем урамра унталла та кунталла уткалаççĕ. Хиртен, авă, машина кĕрлени çеç илтĕнет. Тракторсем, комбайнсем... Урампа пĕрин хыççăн тепри грузовиксем ирте-ирте каяççĕ. Бензин шăршипе хутăш çĕнĕ тырă шăрши кĕрет. Хирти витнĕ йĕтемрен тырă турттара пуçларĕç те иккен…
Майĕпен утать мучи. Утнăçем шухăшлать, шухăшлать... Пурăнан ĕмĕрте пысăк шухăш çăмхи çăмхаланса тулнă çав, юлашки сывлăш тухиччен те сӳтсе пĕтерейсен.
Ĕççи вăхăчĕ... Миккана шăпах ыраш вырма тухсан салтака ăсатнăччĕ... Амăшĕ Микка кăкăрĕ çумне пăчăртаннă та хӳхлесе макăрать: «Ах, ывăлăм, ман чĕрене те пĕрлех илсе кайсам!... Аслисем иккĕшĕ вăрçăра... Кĕçĕннин те ят тухрĕ... Епле пурăнăпăр-ши эпир, ваттисем, аçупа иксĕмĕр?..»
Тăван ывăла, ара, тата чи кĕçĕннине, чĕре çумĕнчен татса уйăрасси çăмăл мар çав. Ваçлей мучи хăйне тахçан «ярман вăрçине» ăсатнине аса илчĕ. Пушăт Çтаппанĕн килйышĕнче Ваçлей те чи кĕçĕнни пулнă. Амăшĕ мĕн тери хӳхлесе макăрнине Ваçлей мучи паянхн пекех астăвать. Çитменнине тата ун чухне тĕрлĕ тĕшмĕше ĕненнĕ. Йăли çавнашкал пулнă мар-и?
…Ĕнтĕ салтак кутамкки çакнă Ваçлее амăшĕ çăкăр сăмси касса илме хушрĕ, çав çăкăр сăмсине татах çурмалла кастарчĕ: çуррине Ваçлей хăй чикрĕ, тепĕр çуррине амăшне пачĕ. «Эс те çи, анне», — терĕ Ваçлей. «Çук, ывăлăм, куна çиме юрамасть», — терĕ амăшĕ лăпкăн çеç. Ваçлей ăна-кăна ыйтса тăмарĕ. Кайран, салтакран таврăнсан тин пĕлчĕ Ваçлей çур çăкăр сăмсин «шăпи» çинчен. Ваçлей салтака тухса каяс умĕн амăшĕ ун кĕсйинчен пилĕк пуслăх пăхăр укçа кăларса илнĕ иккен. Ывăлне систермесĕр ĕнтĕ. Ваçлее çула ăсатсан, амăшĕ леш çăкăр сăмсин çуррине, кĕлете илсе тухса, çиппеле çыхса çакать те ун çине пăхăр укçа хурать, Енчен салтакри ывăлĕ чирлет е аманать пулсан, çав ,укçа хуралать иккен; вилет пулсан — укçа хунă çăкăр сăмси хытă сулланма тапратать имĕш.
Темле пулнă ĕнтĕ Ваçлей амăшĕн çăкăр сăмсипе пăхăр укçи, те тăпах тăнă, те сулланнă, — ăна Ваçлей мучи паян кун та пĕлмест. Анчах вăл «ярман вăрçинчен» те, граждан вăрçинчен те чĕрĕ-сывах таврăннă.
Пуянрах пурăнакансем ывăлне салтака ăсатнă чух икĕ шăрттан парса яратчĕç. Пĕрне ывăлин салтакри юлташĕсемпе пĕрле çимелле, тепри вара ывăлĕпе пĕрлех киле таврăнмалла.
Тĕшмĕшĕ нумай пулнă-ха ĕлĕк-авал. Миккана амăшĕ хăй хĕр чухнех тĕрленĕ, анчах сых ятне арчара тытнă алшăллине парса янăччĕ: «Çак алшăлли киле таврăнмалла пултăрах!» — тенĕччĕ вăл.
Ах, Микка ывăлăм, ăçта-ши халь çав алшăлли?..
Майĕпен утать Ваçлей мучи. Утнăçем шухăшлать, шухăшлать, шухăшлать... Урамра хирĕç пулакан ял çыннисем ăна сывлăх сунаççĕ. Мучи вĕсене ватă чĕринчи ырă кăмăлпа пуç таять.
— Телейлĕ пулăр, чипер çӳрĕр, — тет вăл шăппăн.
Паян уяр çанталăк. Ваçлей мучи кĕпе вĕççĕнех пулин те, çанçурăмĕ çӳçенмест унăн. Хĕвел хăй ăшшине иртенех ыррăн сапалать. Уй хапхинчен тухсан, Ваçлей мучи Асамат тĕмески текен сăртлăх еннелле çул тытрĕ. Сукмакĕ тап-такăрах кунта. Куллен халăх çӳрет-çке-ха.
Ваçлей мучи «монумент» тени мĕн иккенне пĕлмест. Иртнĕ çулла Асамат тĕмескине, чи курăнмалли вырăна, палăк лартрĕç. Монумент. Обелиск. Вăрçăра пуç хунă паттăрсен ячĕпе.
Ытти ялсенче çавăн пек палăксене тăваткăл е виç кĕтеслĕ шурă чул юпа евĕр туса лартаççĕ. «Янкурас» колхоз правленийĕ вара вăрçă паттăрĕсен палăкне урăхларах, кĕрнеклĕрех лартма шут тытрĕ. Художникĕпе скульпторне Шупашкартанах чĕнтерчĕ. Лешсем, çамрăкскерсем, шухăшлама пĕлекен çынсем пулчĕç. Вĕсен çĕнĕ палăк валли таланчĕ те, фантазийĕ те çителĕклех тупăнчĕ. Çунатлă фантази!
Халь акă Асамат тĕмескинче мăнаçлă палăк-обелиск ларать. Çамрăк скульпторпа художник çак палăка салтак çырăвĕ майлă виçĕ кĕтеслĕ тунă. Пĕр кĕтессипе «çыру» бетон пьедестал çине тĕреннĕ. Тем çӳллĕш те тем калăпăш монумент. Пичĕ енчен монумент çине салтак кӳлепине ӳкерсе хунă. Сылтăм аллине автомат тытнă салтак малалла — хĕвеланăçнелле ăнтăлать. Сулахай аллипе вăл хăйĕн вăрçăри юлташĕсене атакăна кĕрсе кайма йыхăрать.
Виç кĕтеслĕ салтак çырăвĕ... Вăрçă вăхăтĕнче ăна салтаксен пин-пин ашшĕ-амăшĕ куллен-кун куç пек кĕтнĕ.... Халĕ те кĕтеççĕ... Çамрăк скульпторпа художник халăх шухăш-кăмăлне лайăх сиссе илнĕ. Ан тив, вĕсем лартнă виç кĕтеслĕ палăк — «салтак çырăвĕ» — ĕмĕр-ĕмĕр халăх куçĕ умĕнче, халăх чĕринче пултăр!..
Асамат тĕмескинчен, палăк умĕнчен, ешĕл çеремлĕ тайлăм сĕвекленсе анать. Çерем çине акшар чул хурса, шап-шурă саспаллисемпе çапла çырса хунă: «Вăрçă паттăрĕсене — ĕмĕр-ĕмĕр мухтав!» Çак сăмахсенчен кăшт аяларах гранит хăма лаптăкĕсем выртаççĕ. Пурĕ икçĕр вунтăхăр хăма. «Янкурас» колхозне пĕрлешнĕ виçĕ ялтан фронта кайнă çынсем пурĕ икçĕр вунтăххăр салтак вăрçă хирĕнче пуç хунă. Халь акă гранит хăма лаптăкĕсем... Кашни хăма çинче — вăрçă паттăрĕсен хушамачĕпе ячĕ.
Ваçлей мучи Асамат тĕмески умне çитрĕ те, пуçĕнчи кивĕ карттусне хывса, пуç тайрĕ. Кăвак сухалĕ хушшипе кăшт çеç курăнакан шуранкă тути унăн тем пăшăлтатать. Мучи умĕнче — виçĕ гранит хăма. Вĕсем çинче — ывăлĕсен ячĕсем. Мучи çав ятсене пăшăлтатса вулать: «Григорий Васильевич Лыков, 1915—1941»... «Егор Васильевич Лыков. 1918—1943»... «Николай Васильевич Лыков. 1924—1945»...
«Кришша çирĕм ултă çулта, — ассăн сывласа илет мучи, — Якур çирĕм пиллĕкре... Микка — çирĕм пĕррере... Ĕмĕрлĕхе çав çулта юлчĕç ĕнтĕ вĕсем».
Çапла вĕсен хушамачĕ — Лыков. Пушăт Çтаппанĕ тесе чĕнетчĕç ялта Ваçлей мучин ашшĕне. Çав ят ăçтан тухнине кам пĕлет халь? Ваçлей мучи астăвать: ашшĕ вăрманта каснă пушăта Хăпăс пасарĕнче пушăтла та, çăпатă туса та сутатчĕ. Хăй вара шӳтлесерех такмаклама юрататчĕ:
«Пушăт йĕрне тупмасан — пушă йĕрпе чупатăн, пурнăç йĕрне тупмасан — пăрнăç çулпа ӳтатăн».
Пăрнăç çулпа мар, чип-чипер тĕрĕс çулпах утатчĕ-ха Пушăт йăхĕ-ăратти. Анчах вăрçă... Акă виçĕ тăван — виçĕ Лыков юнашар выртать. Ара, вĕсен ĕмĕртен килекен хушамачĕ пуçĕпех пĕтме пултарать-çке-ха!.. Ĕнтĕ ялта пĕртен-пĕр Лыков çеç юлнă — Ваçлей мучи. Василий Степанович Лыков. Вăл та ĕнтĕ сакăрвуннă урлă ярса пуснă.
«Эх, вăрçă, вăрçă... Мĕн туса хăварчĕ пире ку вăрçă?» — йывăррăн сывласа илет Ваçлей мучи.
Шăп та лăп çав самантра виçĕ кĕтеслĕ палăк хыçĕнчен çын мĕлки курăнса кайрĕ. Салтакла тумланнă хăй, икĕ аллине икĕ кĕлте тытнă... Кăртах турĕ мучин чĕри.
— Микка! — чĕрпĕк сассипе хыттăн чĕнчĕ Ваçлей мучи.
Палăк хыçĕнчен тин тухнă çын тĕлĕннипе пĕр вырăнтах хытса тăчĕ. Унтан вăл Ваçлей мучие палласа илчĕ те:
— Микка мар çав, Хветĕр анчах, — терĕ именнĕн, мучи умĕнче тем айăпа кĕнĕ пек.
Мучи ним чĕнмесĕр ахлатса илчĕ. Хветĕр те çийĕнчех сăмах тупаймарĕ.
— Киле ирхи апата васкаттăм, — терĕ вăл чылайран тин. — Ара, çамрăксем палăк умне куллен чечек çыххи лартаканччĕ... Ĕнтĕ чечек вăхăчĕ иртсе пырать. Паян ирхине аса илех кайрăм... Шăп паянхи кун, çирĕм сакăр çул каярах, эпĕ салтакран таврăнсаттăм. Çав куна чыс туса, эпĕ çулленех салтак тумĕ тăхăнатăп. Паян та вара салтакла тумлантăм.
— Çампа сана Микка тесеттĕм çав, — шăппăн çеç пăшăлтатса илчĕ мучи.
Хветĕр ăна илтеймерĕ пулас е мучи хурлăхне тепĕр хут хускатма шутламарĕ.
— Хиртен таврăннă май, çак икĕ кĕлтене йăтса килтĕм, — терĕ Хветĕр. — Ан тив, чечек çыххи вырăнне кĕлте пултăр. Вăрçă паттăрĕсем тăван çĕр çинче ӳснĕ тырпул шăршине лайăхрах туйччăр. Эх, мĕн тери ырă-çке тин пиçсе çитнĕ тырă шăрши! — Хветĕр аллинчи пĕр кĕлтине пичĕ патне çĕклерĕ, унтан икĕ кĕлтерен пĕрне — палăкăн сылтăм енне, тепĕрне — сулахай енне лартрĕ. — Хисеп хуралĕнчи салтаксем пек пулччăр! — терĕ Хветĕр, Асамат тĕмескинчен Ваçлей мучи патнелле анса.
Вĕсем вара, ваттипе çамрăкки, «Салтак çырăвне» тепĕр хут пуç тайрĕç те ялалла уттарчĕç.
«Тек ĕмĕрне те ан пултăрччĕ вăрçă — хăй тĕллĕн шӳхăшласа пырать Ваçлей мучи. — Чуна сипленми амантакан... Çынна ватлăхра тăлăха хăваракан усал инкек...»
Шухăшсем
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...