Кĕтмен çумăр


Сасартак вăйлă аслати кĕрлерĕ,

Витрепе сапнăн ӳпĕнчĕ çӳлтен.

Сада кĕрсе йывăçсене силлерĕ,

Туй ташшине ташларĕ вăл хитре.

 

Унтан сăрт урлă кĕрлесе пыруçăн

Асаматне антарчĕ Атăла.

Пĕр сарă хĕр, çарран та çара пуçăн,

Вăркăнса кĕчĕ ешĕл садалла.

 

— Ай-уй кунта! Эсрел то кун пек тумĕ!

Çĕре силленĕ мĕн тери улма!..

Кун пек асар-писер хăватлă çумăр

Асаттесем астăвасса пулман.

 

Кулкаласа, ав, тухрĕ бригадир та

Хирти хуралăн улăм хӳшшинчен.

— Юрать,— тет вăл, — тырра пит хăвăрт выртăм,

Кĕлте те кӳрсе хутăм çийĕнчех.

 

Шуçлак çулпа вăл ялалла уттарчĕ,

Чĕри юрлать ун халĕ утнăçем,

Йĕтем çинче, — бригадира мухтав çеç!

Мăнаçланса лараççĕ капансем.

 

Уй-хир хуçи, ан тив, вăл пултăр çамрăк,

Ĕçе нихçан тумасть пули-пулми.

...Çумăрпала чӳхеннĕ хĕр пĕр арăк

Садран ав йăтса тухрĕ панулми.

 

Кунсен, çулсем иртеççĕ çиçĕм çиçнĕн,

Çак çумăр пек хаваслăн кĕрлссе.

...Çапах çара ураллă сар хĕр хыççăн

Юлаççĕ çĕр çине кăшт палăран йĕрсем.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: